Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Гришака (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гришака асатте хӑйӗн кӳршин куҫӗнчен пӑхма пикенет, анчах та тарӑн куҫ лупашкисем тавра, типӗ ҫырмана хытхура пусса илнӗ пек, кӑвакарнӑ куҫхаршипе сухал лӑстӑкӗсем мӑкланса ларнӑ; чаваланса ҫитеймест Гришака асатте куҫсем патне, йӗри-таврах шӑртлӑ сухалпа ҫӳҫ чӑтлӑхӗ.

— Дед Гришака пытается заглянуть соседу в глаза, но глубокие глазницы заросли, как буерак бурьяном, седыми клочьями бровей и бороды; не доберется дед Гришака до глаз, кругом одна щетинистая непролазь волос.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте йӗрет, тата хӑйӗн типшӗм чышкипе баклановецӑн янӑравлӑ та упалларах ҫурӑмӗнчен шаккать, анчах та лешӗ, чӑх аш татӑкне хрен вырӑнне чие ҫырли кӗселӗ ӑшне пуҫса илсе, лапшапа вараланса пӗтнӗ сӗтел ҫитти ҫине чунсӑррӑн пӑхать, путса кӗнӗ ҫӑварӗпе хӑй шав пӑшӑлтатать.

Дед Гришака плачет и стучит сухим кулачком по гулкой и медвежковатой спине деда-баклановца; но тот, макая кусок курятины вместо хрена в вишневый кисель, безжизненно глядит на скатерть, залитую лапшой, шамшит провалившимся ртом:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте хӗрӳлленсе каять, ҫилленсе аллисемпе хӑмсарать.

— Дед Гришака горячится, сердясь, машет рукой.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тревога парать тӳт кӑшкӑртса хайхи трубач… — малалла тӑсать халапне баклановец, Гришака асаттене итлемесӗр.

— Играет это трубач тревогу… — продолжает баклановец, не слушая деда Гришаку.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте, георгийӗсене чӑнкӑртаттарса, типсе ларнӑ кӑкӑрне тӳрӗрех тытрӗ.

— Дед Гришака прямил ссохшуюся грудь, вызванивая Георгиями.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик ҫӑварӗнчи чӑмласа ярайман татӑкне ҫап-ҫара шӑл тунисем хушшинче мӗкӗлтеттеркелерӗ те, Гришака ҫине сӳннӗ куҫӗсемпе пӑхса илсе, пуҫне сулчӗ.

Старик потухшими глазами глядел на деда Гришаку, катая по голым деснам непрожеванный кусок, кивал головой.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте пӗркеленсе кайнӑ хӑлхине тӑратрӗ.

Дед Гришака оттопыривал морщинистую раковину уха.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳсӗрӗлсе кайнӑ Гришака асатте хӑй ҫумӗнче ларакан ҫыннӑн сарлака шӑмӑллӑ ҫурӑмне ыталарӗ, хӑлхинчен вӑрӑмтуна пек нӑйӑлтатса: — Миҫемӗш ҫулта присяга панӑ? — тесе ыйтрӗ.

Пьяненький дед Гришака обнимал ширококостную спину соседа по лавке, брунжал по-комариному ему в ухо: — Какого года присяги?

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асаттене пумӑклӑ черккепе пӗр черкке тултарса пачӗҫ те, ҫур черккине симӗс йӑрӑмлӑ мӑк сухалпа тӑрмакланса тӑракан ҫӑварӗнчен ячӗҫ, ҫуррине — тӑратса тӑракан мундир ҫухавийӗ хушшине силлерӗҫ.

Деду Гришаке налили пузатую рюмку и вылили половину в рот, залохматевший прозеленью бороды, половину за стоячий воротник мундира.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа тусан… ан чӑрманӑр, тӑхлачӑ, эп кӑшт кӑна… — Гришака асатте, тавҫӑрусӑр тӑхлачӑна пуҫ тайса, сарай еннелле ерипен чакса кайрӗ те веялкӑн сӑрланӑ аякки хыҫне кӗрсе пытанчӗ.

Оттого и пыль… не беспокойтесь, свахи, я вот толечко… — Дед Гришака, кланяясь недогадливой свахе, задом подвигался к сараю и скрылся за крашеным боком веялки.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте, нихҫанхинчен те хытӑ килнипе ӑшчиккине тапратнӑскер, кая юлчӗ.

Дед Гришака, растрясенный небывалой ездой, приотстал.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малти урапин сӑпка майлӑ ларкӑчӗ ҫинче, вӑнкки-вӑнкки сиккелесе, Мирон Григорьевичпа Лукинишна юнашар ларса килеҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ — Гришака асатте, георгисемпе медальсем ҫакса тултарнӑ ҫӗнӗ мундир тӑхӑннӑскер.

На передней, покачиваясь в люльке, сидели рядом Мирон Григорьевич с Лукиничной, против них — дед Гришака в свежем мундире с Георгиями и медалями.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, кулкаласа, картишне чупса тухрӗ, анчах Гришака мучи нумайччен тарӑхса, Митькӑна темӗн те пӗр каласа, ятлаҫса супрӗ.

Митька сбежал на баз, посмеиваясь, а дед Гришака долго возмущался, ругал Митьку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи тӑвӑнса хуралса ларас пекех хӗремесленсе кайрӗ.

Дед Гришака покраснел до черноты и удушья.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталие ҫураҫнӑ ҫӗре Гришака мучи хутшӑнмарӗ те теме пулать.

В сговоре дед Гришака участия почти не принимал.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвать, саплать, ӑна чӑлхасем ҫыхса парать, шӑлаварӗсемпе кӗписене тӳрлетет-ҫке-ха, — ҫавӑнпа та Гришака мучи, ку хыпара пӗлсен, Наталья ҫине икӗ кун хушши хаяр сивлеклӗхпе пӑхса пурӑнчӗ.

Наталья стирала его бельишко, штопала, вязала чулки и чинила шаровары и рубахи, — оттого дед Гришака, узнав, и глядел дня два на нее с суровой строгостью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталие ҫураҫаҫҫӗ тенӗ хыпара Гришака мучи ыттисен умӗнче лӑпкӑнах йышӑннӑ пек пулчӗ, анчах та хӑй ӑшӗнче кун пирки ҫилленчӗ те, хуйхӑрчӗ те: сӗтел хушшинче ларнӑ чух Наталья ӑна чи лайӑх валӗ хурса паратчӗ-ҫке-ха.

Известие о том, что Наталью сватают, принял он с внешним спокойствием, но в душе горевал и злобился: Наталья за столом подсовывала ему лучший кусок.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака старик шӑнӑрланса пӗркеленсе пӗтнӗ ҫинҫе мӑйне кивӗ мундирӗн тӑратса тӑракан ҫухавийӗнчен кӑларас тенӗ пек пӑркаланӑ, кӑвакарнӑ сухалӗ-мӑйӑхӗсене хускаткаланӑ.

Дед Гришака крутил тонкой, в морщинах и сухожильях шеей, словно выпрастывал ее из стоячего воротника поношенного мундира; шевелил зеленой сединой усов.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн юратнӑ мӑнукне — Наталие: — Ҫӑм чӑлха тӑхӑнса ятӑм, ҫапах та ӑшӑтмасть урасене. Эсӗ мана, пепкем, панӑскилле ҫыхса пар, — тесе ӳпкелешсе каласа панӑ Гришака асатте.

Жалился дед Гришака Наталье — любимой внучке: — Шерстяные чулки, а не греют мои ноженьки. Ты мне, чадушка, свяжи крючковые.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака асатте хура ҫӗре утмӑл тӑхӑр ҫул хушши таптанӑ.

Дед Гришака топтал землю шестьдесят девять лет.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней