Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вылякан сăмах пирĕн базăра пур.
Вылякан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек хӑтланни пушшех тӗлӗнтерчӗ Павлуша: тин ҫеҫ сухалне хырса, питне якатнӑ политкомиссар, пысӑк турпаллиллӗ сӑмсине пудрӑпа шуратнӑскер, комиссар пек мар, пӗр-пӗр пьесӑри роле вылякан артист евӗр туйӑнса кайрӗ ӑна.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Кипек ялӗ «Металлург» спорт клубӗнче (Магнитогорск) вылякан Михаил Григорьев хоккеиста ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ.

Деревня Синь-Алдыши Вурнарского района хлебом-солью и чувашским пивом встретила хоккеиста Михаила Григорьева, играющего в спортивном клубе «Металлург» (Магнитогорск).

Ҫӗнӗ Кипекре хоккеиста ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32170.html

Вӑл роле вылякан Павлуш купӑс кушелӗнчен хуткупӑс туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эсир ҫирӗм пилӗк фунт илетӗр, — лайӑх вылякан айванлӑхпа хуравларӗ Моргиана.

— Вы получите двадцать пять фунтов, — произнесла Моргиана с хорошо разыгранной наивностью.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана хапхаран кӗчӗ те флигель пусми ҫинче Гобсон ҫемйине курать: унӑн куҫ харшисене пӗркелентернӗ, тулли кӗлеткеллӗ арӑмне, аялти картлашка ҫинче вылякан икӗ ачине тата майра хуҫана курнӑ-курманах васкавлӑн ҫӗкленнӗ Гобсона.

Пройдя ворота, Моргиана увидела на ступенях флигеля семейство Гобсона: его дородную, насупленную жену, двух мальчиков, игравших на нижней ступеньке, и самого Гобсона, поспешно вставшего, едва заметил хозяйку.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл шыв тӗпнелле тӗсет, анчах куҫӗсене шыв ай хӑйӑрӗнче вылякан хӗвел пайӑркисем ыраттараҫҫӗ.

Он посмотрел на дно, но его глазам сделалось больно от солнца, игравшего в подводном песке.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кичемлӗхпе, — ӑна тата дуэль сехӗрлентерӗвӗ пусӑрӑнтарса тӑрать, — асӑрхануллӑн, йӑвашшӑн икӗ питленсе, Ван-Конег юратаканскер рольне выляма пикенчӗ; вылякан чӗрине пӗчӗкҫӗ кӑмӑллав та пулин сӗртӗнмесен ку роль — ҫав тери йывӑррисенчен пӗри.

Со скукой, угнетенный страхом дуэли, Ван-Конет, лицемеря осторожно и кротко, начал играть роль любящего — одну из труднейших ролей, если сердце играющего не тронуто хотя бы симпатией.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӑштах канӑҫсӑрланать, анчах хытах мар, мӗншӗн тесен вун-вун пинле вылякан этем унӑн пур-ҫук укҫине вӑрласси питех те кулӑшла; Давенант залри мӗн пур ушкӑна пӑха-пӑха тухрӗ, пӗтӗм сӑна тӗпчерӗ, анчах унта Гордона тупаймарӗ.

Несколько тревожась, но не настолько, чтоб быть уверенным в похищении своей незначительной суммы человеком, играющим на десятки тысяч, Давенант обошел все группы зала, присмотрелся ко всем лицам, но Гордона там не было.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫиҫсе вылякан, хӗрнӗ ҫаврашка ҫак самантра тӳпери пушар варринчен тухрӗ те куҫ шӑрҫисене кӗрсе вырнаҫрӗ — куҫӗсене резинӑпа туртса ҫапрӗҫ тейӗн; арҫын ача шӑнӑр туртнӑн хутланса ӳкрӗ.

В этот момент переливающийся раскаленный круг вошел из центра небесного пожара в остановившиеся зрачки, по глазам как бы хлестнуло резиной, и мальчик упал в судорогах.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Виҫӗ хутчен харӑсах вӑл Пӗччен Бизонпа Отакинчен выляса илнӗ те, хӑйне лайӑх вылякан вырӑнне шутласа, ун ҫинчен пурне те илтӗнмелле пӗлтернӗ.

Выиграв подряд три игры у Одинокого Бизона и Отаки, он заявил во всеуслышание, что играет лучше всех.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Ирт малалла, — чӗнчӗҫ ӑна картла вылякан хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ачи ҫывӑракан амӑшӗ вылякан ача амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхкаларӗ, ачине чарма ыйтрӗ.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Коля тата малалла каясшӑнччӗ, анчах сасартӑк ӳплерен паҫӑрхинчен кӑшт пӗчӗкрех тепӗр мӑшӑр ура тӑсӑлса тухнине асӑрхарӗ, ҫав урасем хыҫҫӑн Рассолов ывӑлӗ — Кольӑпа туслӑ пурӑнакан, унпа час-часах кӗрешмелле вылякан Витя хӑй курӑнса кайрӗ.

Коля хотел было отправиться дальше, но вдруг увидел, что из шалаша вылезла еще одна пара босых ног, поменьше, и вслед за ними появился заспанный Витя, сын Рассолова, друг и соперник Коли.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Э? — ыйтрӗ «Андрей», ӑшӑ кулӑпа ҫуталса вылякан пичӗпе жасмин тӗмӗ еннелле кӑтартса.

— А? — спросил «Андрей», кивая на жасмин с полуулыбкой, блуждавшей на его лице.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Мана суд ӗҫӗсене йӗркелесе пыракан чиновник те, кӗсъе ҫаратакан та, шӳт тӑвакан та, вельможа та, картла вылякан та, политик та, еркӗн тупма пулӑшакан арҫын та, врач та, суя свидетель те, илӗртекен ҫын та, сутӑнчӑк та, ытти евӗрлӗ этемсем те тарӑхтармаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте эпир ҫуралнӑ пекех ҫуралса ҫитӗннӗ.

Меня ничуть не раздражает вид стряпчего, карманного вора, шута, вельможи, игрока, политика, сводника, врача, лжесвидетеля, соблазнителя, предателя и им подобных: существование всех их в порядке вещей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Урапа ҫинче силленкелесе пынӑ май вӑл ҫул ик айккипе вырнаҫнӑ хуторсене, усадьбӑсенче вылякан ачасене, урапа хыҫҫӑн хӑйӑлти сасӑпа вӗрсе чупакан йытӑсене, инҫех мар курӑк ҫисе ҫӳрекен лашасемпе ӗнесене сӑнама юратать…

Он очень любил ехать в бричке и, мерно покачиваясь, глядеть на хутора вдоль дороги, на играющих в усадьбах ребятишек, на собак, хрипло лающих вслед, на лошадей и коров, мирно жующих траву…

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кайран-кайран ачасем те ман ҫӳҫ ӑшӗнче пытанмалла вылякан пулчӗҫ.

Под конец даже дети отваживались играть в прятки в моих волосах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унта вӑл комик ролӗсене вылякан артист пулма хатӗрленнӗ, пирӗн патра вара подрывник пулма шут тытнӑ.

Там он готовился к амплуа комика, а у нас хотел стать подрывником.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Мирлӗ вӑхӑтра пӳскесемпе, сиктерккесемпе вылякан, виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипедсемпе ярӑнакан вӗтӗр-шакӑр ача-пӑчапа тулнӑ Тверской бульвар, Советски площадь халь пушанса юлнӑ.

Тверской бульвар, Советская площадь, которые в мирное время были заполнены малышами с мячиками, прыгалками, трехколесными велосипедами, теперь были безлюдны.

Репетици // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пӳскелле вылякан ачасем Ленӑпа Коля ҫине пӑхса тӑнӑ.

Мальчики, игравшие в мяч, продолжали смотреть на Лену и Колю.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней