Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вилӗмрен (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗр вилӗмрен ҫӑлакан ҫынна та юратмасассӑн вара…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑр та аранах вилӗмрен ҫӑлӑнса юлтӑмӑр!..

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ окопри «каюра шӑтӑкне» кӗрсе выртни вилӗмрен хӑтарчӗ: пӗри шӑп окопа лекрӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

— Сире тусӑр та, ун чухнехи вӑйлӑ ҫумӑр та вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл сире вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ, — терӗ фельдшер.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Тупӑннӑ вилӗмрен ҫӑлакан…

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хашкана ернӗ пулин те Кирук ниҫта та чарӑнса тӑмасть — унӑн вӑхӑт та ҫук: шӑллӗне вилӗмрен ҫӑлса хӑвармалла.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вилӗмрен те хӑрамасӑр, тӑшманпа ҫапӑҫма васкать, — терӗ Елена Максимовпа.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакӑ икӗ патрон вӗсене вилӗмрен хӑтарма тивӗҫлӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паллах, Аркадишӗн чи хаклӑ парне, чи сиплӗ эмел хӑй вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсем тата юратнӑ хӗрӗ — йӑр-япӑш, сӑпайлӑ, «4» тата «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ пике — Милосердина Людмила пулчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак ӗнтӗ вӑл каллех хура кӗрхи вӑрманӑн сӗм хура тӗттӗмлӗхӗнче вилӗмрен тарса пурнӑҫа хӑвалать: е пӗр танлӑн утӑмлать, е ут виттӗн чупать, е чикӑль-макӑль тӑвать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вилӗмрен ҫӑлнӑ тесе, манпа хуҫаланасшӑн эсӗ, мана путеке ҫавӑтнӑ пек ҫавӑтса ҫӳресшӗн.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпир халь питӗ телейлӗ, ун чухне эсӗ манран сивӗнӗн, ку вара вилӗмрен те хӑрушӑ.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫапла эпӗ Арӑсланӑм пулӑшнипе ҫавӑн чух пӑшалсӑр-мӗнсӗрех виҫӗ упа тытрӑм, этеме сарӑмсӑр вилӗмрен хӑтартӑм, хам та киле сывах таврӑнтӑм.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

— Ку ача вилӗмрен хӑранипе аллисене ҫӗклесе пулӑшу ыйтнӑ пек.

что этот младенец под угрозой смерти воздевает лапки и призывает на помощь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кольӑпа иксӗмӗрӗн юн пӗр пекех пулни ҫеҫ ӑна вилӗмрен ҫӑлчӗ, — терӗ Таня, сӑпайлӑн калама тӑрӑшса, ҫапах та чӗри тӗпӗнчен тапса тӑракан савӑнӑҫне пытарма пултараймарӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ну, хӗрӗм, халь ӗнтӗ пӗтӗм госпиталь калаҫать: савнӑ хӗрӗ каччине вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑйне вилӗмрен хӑтарнӑ ҫыннӑн аллинчен тутлӑ ҫимӗҫсене илнӗ май, асӑрханса, ман ҫине вӑл чалӑшшӑн, шанмасӑртарах пӑхать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗррехинче капкӑна лекнӗ те, вилӗмрен хӑтартӑмӑр.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Михха кил-йышӗн, исправникӗн, стӑнавайӑн, халӑх аллинчен куҫа курӑнса килекен вилӗмрен ҫӑлӑнас тесе, пӑрахут ҫине ларса, Хусана тухса тарма тивет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней