Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫынни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Женьӑна тепӗр арҫынни ярса тытнӑ (машина уҫҫине хӗр ача шӑпах унран вӑрласа тарнӑччӗ).

Только теперь Женя опомнилась и, хотя ее тоже держал тот самый дядька, у которого она стянула ключи,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Арҫынни тӗрӗс мар ҫӗртенех «каснӑ» тесе ҫав тери хытӑ тавлашнӑ, ҫавӑнпа та ӑна ҫилленсе кайнӑ арӑмӗ шыва пӑрахнӑ.

Мужчина против всякой очевидности кричал «стрижено» до тех пор, пока разъяренная жена не кинула его в речку.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Арҫынни ҫинчен мӗншӗн ыйтнине Аня ҫийӗнчех туйса илчӗ.

И Аня сразу поняла, почему я спросил её о муже.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрҫӑ пуҫлансан арҫынни ӑна хӗрӗпе пӗрле М-ов хулине ашшӗ-амӑш патне ӑсатнӑ пулнӑ.

В начале войны муж отправил её с дочкой к родителям в М-ов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешӗ темӗн пирки ахальтен ҫеҫ ыйтрӗ те, Варяшӑн ку чи кирлӗ сӑмах иккенӗ ҫийӗнчех паллӑ пулчӗ — арҫынни пирки хуйхӑрнине пытарма питӗ кансӗр ҫав.

Он что-то спросил очень просто, она ответила, и сразу стало видно, как это важно для неё — говорить о муже — и как трудно скрывать своё горе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арҫынни ӗнтӗ, чӑн та, нумаях пурӑнайман, икӗ ҫул каярах ҫӗре кӗчӗ…

Он, правда, уж умер года два как…

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Чӑн та, коридорта никам арҫынни те курӑнмарӗ.

Мужиков действительно никого не было в коридоре.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Вӗлерессипе хӑратать арҫынни.

Муж грозит убийством.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Эпир те ҫак ятпа шампански эрехне тӑраничченех ӗҫӗпӗр, — терӗ хӗрарӑм хӑлхинчен пӑшӑлтатса пӗр арҫынни.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ун чухне 49 ҫулти Тӑвай арҫынни малтанах саккӑрмӗш уйӑх ача кӗтекен арӑмне вӑйлах хӗненӗччӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Куславкка район арҫынни те ӗҫсе ӳсӗрӗлсен арӑмне час-часах хӗненӗ, ҫӳҫӗнчен сӗтӗрнӗ.

Мужчина из Козловского района по-пьянке часто избивал жену, таскал за волосы.

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

25. Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла, 26. хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех, 27. мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.

25. Если же кто в поле встретится с отроковицею обрученною и, схватив ее, ляжет с нею, то должно предать смерти только мужчину, лежавшего с нею, 26. а отроковице ничего не делай; на отроковице нет преступления смертного: ибо это то же, как если бы кто восстал на ближнего своего и убил его; 27. ибо он встретился с нею в поле, и хотя отроковица обрученная кричала, но некому было спасти ее.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑтам ял арҫынни апата тиркемест, пушӑ вӑхӑтра активлӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать.

Средний деревенский мужчина не разборчив в еде, в свободное время соблюдает активный режим отдыха.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней