Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунать (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Снегири поселкинче, заводсен ҫӳлӗ трубисенчен сылтӑмарах, темӗн ҫунать: унта сарӑ тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарать.

В поселке Снегири, правее высоких заводских труб, что-то горело: там поднимался ядовито-желтый дым.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Самолет ялкӑшса ҫунать; хура тӗтӗм уйӑх патнелле ҫӗкленет.

Самолет ярко горел; черный дым поднимался к луне.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Нимӗҫсен палаткинче кӑмака хӗмленсе ҫунать: мӑрьерен вут-хӗм сирпӗнет.

…В немецкой палатке печь горела с жаром: огонь брызгал из трубы.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӑмакара чӑрӑш вутти ҫӑтӑртатса ҫунать, уҫӑ кӑмака ҫӑварӗнчен вӗтӗ кӑварсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ.

В печи потрескивали еловые дрова, а из открытого устья печки выскакивали мелкие угольки.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ҫывӑхрах нимӗҫ танкӗсене курчӗ: пӗри, пирӗн тупӑсем персе чӗртсе янӑскер, мӑкӑрланса ҫунать, тепри сӑрт тӑрринелле персе тӑрать.

Но совсем близко от себя она увидела немецкие танки: один горел, уже зажженный нашими пушками, другой стрелял по высоте.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӑрт тӑррине алла тӑссан, алӑ ҫитет, вӑл халь пӗтӗмпех вутра ҫунать

До вершины высоты — рукой подать, и вся она в огне…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗҫӗ унӑн, хӑвӑр та куратӑр, йывӑр — е явӑнать, е сӳтӗлет, пӗтерӗнет… тата ҫунать.

Работа у нее, сами видите, тяжелая — то вьется, то разматывается, свивается... и горит.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хытӑ шӑнса ларнӑ пас тытнӑ чӳрече кантӑкӗсем ҫине такам вӗтӗ юр пӗрчисем сапса тухнӑ пек туйӑнать; пӳрт тӑрринче ҫил шӑхӑрса ҫӳрет, вырӑнӗнчен хӑпӑннӑ шыв юхмалли труба силлене-силлене пӳрт кӗтессине ҫапӑнса шӑлтӑртатса янӑрать, кӑмакасенче вутӑ ҫатӑртатса ҫунать

В сильно замерзшее лохматое от налипшего инея окно, казалось, кто-то пригоршнями бросал жесткий мелкий снег; ветер со свистом гулял по крыше, кусок оторванной водосточной трубы раскачивался и с хриплым звуком ударялся об угол; в печках потрескивали дрова…

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӳлӗмсенче ҫутӑ ҫунать, анчах Сергей килте ҫук — вӑл бюро ларӑвӗнче пулнӑ иккен.

В комнатах горел свет, но Сергея дома не оказалось, — он был на заседании бюро.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Алӑк патӗнче те, икӗ пӳлӗмӗнче те электричество ҫунать.

Электричество светило и возле порога и в обеих комнатах.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Малти пӳлӗмри сӗтел ҫинче ларакан ҫурта ҫӗмрӗк чӳречерен ҫил кӗнипе чӳхенсе ҫунать.

В передней комнате стоящая на столе свеча из-за ветра, дувшего в разбитое окно, горела колеблясь.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Квейс темиҫе хутчен те вырӑссем юхтарнӑ ханшана ӗҫместӗп тесе сӑмах панӑ, анчах хуҫалӑх ротинчен парса тӑракан эрех ҫитмест, кунта тата, ӑна усал тӑвасшӑн пулнӑ пекех, е килтен тата фронтран килекен начар хыпарсене пула, е кунта ӗҫлесси те фронтринчен кая мар хӑрушланса пынипе яланах ӑшӗ ҫунать.

Несколько раз уже Квейс давал себе зарок не пить русский самодельный шнапс, но вин, посылаемых из хозяйственной роты, не хватало, а тут, как назло, всегда было скверное настроение: то из-за плохих вестей из дому и с фронта, то потому, что работа становилась не менее опасной, чем на передовой линии.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗрмаях усӑ тӑвассишӗн хыпса ҫунать, машинӑсене йышӑнмасть, пирӗн хӗрарӑмсене ӗҫпе халран ячӗ…

Завсегда о выгоде печалится, машины отвергает, а баб наших прямо заморил на работе…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Станица хыҫӗнче анса ларакан хӗвел ҫунать, унӑн хӗп-хӗрлӗ те кӗрен хӗлхемӗсем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ.

За станицей горел закат, и по небу тянулись багряно-розовые полосы.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӗре пит хытӑ тапнипе ӑна капанӑн леш енче те илтессӗн туйӑнчӗ: пит ҫунать, хӑлхасем аптратмаллах янӑраҫҫӗ.

Сердце стучало так сильно, что казалось, его слышно было по ту сторону копны; лицо горело, в ушах стоял противный звон.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Манӑн чун-чӗре опытшӑн хыпса ҫунать.

А вот душа у меня болит насчет опыта…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫенӗх алӑкӗ тӑрринче пысӑк лампа ҫунать — килкарти, унти йывӑҫсем, чӑх витипе сысна вити, пӗчӗк сарай — ҫап-ҫутӑ ҫуталса лараҫҫӗ.

У входа в гонцы горела стосвечовая лампа — весь небольшой двор имеете с деревьями, курятником, сажком и сарайчиком был озарен необычайно сильным сиянием.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗншӗн тесен вӑл пуриншӗн те хыпса ҫунать, ҫывӑрма та, ҫиме те вӑхӑт тупаймасть темелле, халӑх пурнӑҫне мӗнле те пулсан ҫӗклес тесе шухӑшлать.

А потому, что он обо всех печалится, можно сказать, недосыпает и недоедает, да все думает, как бы народ свой возвысить.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӗри кӑртлатса тапать, сиксе тухас пек, ӑшчикӗ, темскер хыпса илнӗн ҫунать.

Слышал, как болью сердца опалило всю грудь.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл сӗтел ҫинелле пӑхса тӑрать, унӑн куҫне тем пысӑкӑш ҫӗр талкӑшӗ курӑнать, унта, ӑҫта пӑхнӑ унтах, пысӑк тимӗр куписем, пуҫ шӑммисем сапаланса выртаҫҫӗ, пур ҫӗрте те вутӑ ялкӑшса ҫунать.

Он смотрел на стол, и ему виделось огромное пространство, по которому были раскиданы большие груды железа, множество черепов и всюду пылали, пылали огни…

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней