Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫаксем сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫаксем (тĕпĕ: ҫаксем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаксем пӗтӗмпех амӑшӗн чӗрине ҫак кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм патнелле туртрӗҫ, ҫавӑнпа та амӑшӗ ирӗксӗрех ун ҫумнерех ҫыпҫӑнчӗ, унпа юнашар, пӗр пек утса пыма тӑрӑшрӗ.

Все это подвигало сердце ближе к женщине со светлыми глазами, и мать невольно жалась к ней, стараясь идти в ногу.

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫаксем пурте пулаҫҫӗ вӗсем.

И все-таки так будет.

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Хӑйне темиҫе ҫӑвар ҫӑтма ирӗк панӑ ҫак шыв та, хӑйне лартса панӑ ҫак пукан та, капитан этемле ыйтни те — ҫаксем пурте ӑна ҫав тери хӑратса пӑрахрӗҫ те, вӑл чӗтресе кайрӗ.

И эта вода, несколько глотков которой ей позволили проглотить, и этот поданный ей стул, и человечный вопрос капитана, — все это внушало ей такой страх, что она задрожала.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫаксем халь ун ҫине выҫӑ кашкӑрсем тапӑннӑ пек тиенчӗҫ, ӑна тискер кайӑк шӑлӗсемпе ҫыртса ҫурнӑ пек асаплантарчӗ.

Все это бросилось на нее, как стадо голодных волков, кусало, рвало хищными зубами.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Иван ҫара тухса кайиччен ҫаксем пурте пулнӑ-ҫке ӗнтӗ, пурте пулнӑ, анчах — ахалех иртсе кайнӑ.

Все это было же, было, прежде чем Иван ушел в армию, и тоже — ничего.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Тути, куҫхаршисем, куҫӗсем, ҫӳҫӗ, Андрейран персе тӑракан хӑй ҫав тери юратман махорка шӑрши те, — ҫаксем пурте Любӑшӑн ҫав тери хаклӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте Андрейӑн.

Губы, брови, глаза, волосы, даже запах махорки, который она так не любила, — все в нем было дорого ей, потому что принадлежало ему.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫаксем вырӑнне — намӑсла тарни.

И вместо всего этого постыдное бегство.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чесноковпа Потылихин ҫаксем пирки пурин ҫинчен те ҫӗрлехи кӑвайт умӗнче калаҫса татӑлчӗҫ.

Обо всем этом Чесноков и Потылихин говорили у ночного костра.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫаксем пурте Айронсайда ҫав тери хавхалантарнӑ пирки вӑл хӑй патне, штаба, хаҫат репортерӗсене пухрӗ те вӗсене мухтанчӑклӑн ҫапла пӗлтерчӗ:

Все это настолько вдохновило Айронсайда, что он собрал у себя в штабе газетных репортеров и торжественно заявил им:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫаксем пурте, чуна ҫӳҫентерсе, кичемлӗх кураҫҫӗ.

От всего этого веяло тоской и ужасом.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Команда пунктне таврӑннӑ чухне Фролов ҫаксем ҫинчен пурин ҫинчен те шухӑшласа пычӗ.

Обо всем этом Фролов размышлял, возвращаясь на командный пункт.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нимӗн чӗнмесӗр тимлӗн итлекен халӑх, хӗрелсе кайнӑ сӑн-питсем, хресченсен хаяр та тимлӗ куҫӗсем, тухса калакансенчен хӑшӗ те пулин акӑлчансемпе американецсем Архангельск крайӗнче мӗнле тискерленни ҫинчен каласа парсан, халӑх хушшинче курайманлӑхпа кӑшкӑрашни — ҫаксем пурте Драницына халӑх интервентсене хирӗҫҫине, халӑх интервентсене чунтан-чӗререн курайманнине татах та татах тепӗр хут ӗнентерчӗ.

Молчаливая, внимательно слушающая толпа, раскрасневшиеся лица, строгие, серьезные глаза крестьян, негодующие возгласы, которые раздавались в толпе, когда кто-нибудь из выступавших рассказывал о страшных, позорных событиях в Архангельском крае, — все это еще и еще раз убеждало Драницына в одном: народ против интервентов, народ ненавидит их смертельно.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл пӑхнинче, унӑн сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ, миндаль евӗрлӗ ансӑр куҫӗсем, хӗвелпе пиҫӗхсе хуралса кайнӑ имшеркке сӑн-пичӗ, — ҫаксем пурте унӑн пурнӑҫри пысӑк опытне тата мӗн ачаранпах ӑс-тӑнлӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

Большой жизненный опыт и природный ум ощущались в его взгляде и в выражении его худощавого загорелого лица с узкими, миндалевидными желто-карими глазами.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Йӗри-тавра шап-шуррӑн курӑнса ларакан ҫутҫанталӑк шӑплӑхӗнче ҫаксем пурте янкӑр-кӑвак тӗслӗ туйӑнаҫҫӗ…

И все безмолвно в голубом при свете ночи снежном царстве…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах ҫаксем пурте хӑйсен аллинчех тӑрса юлчӗҫ.

Но все узелки, сумки, свертки остались у них в руках.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ларри сӑн-сӑпачӗ, унӑн сасси, унӑн хытӑ чӑмӑртаннӑ хаяр тути — ҫаксем пурте Андрее чӑтма ҫук йӗрӗнтереҫҫӗ.

Вид Ларри, его голос, его плотно сжатые злые губы — все внушало Андрею отвращение.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Угаровӑн хисепӗ, вӑл палӑрса тӑни, вӑл тем-тем тума пултарни, унӑн хуҫалӑхри таланчӗ, вӑл хӑйне ҫав тери чыслӑн та мӑнаҫлӑрах тытни, хыттӑн мар та анчах пӑхӑнтармалла калаҫни, унӑн кӑвак «победи» — ҫаксем пурте Степанида шухӑш-кӑмӑлне чӗррӗн кӗрсе вырнаҫнӑ.

Авторитет Угарова, его известность, его влияние, его хозяйственные таланты, его вельможная осанка, его негромкий, но властный говор, его голубая «победа» — все было живым воплощением Степанидиных идеалов.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӳсӗнтӑрансем, ҫӗр пичӗ, тӑпра уйрӑмлӑхӗпе ӑна ҫемҫетесси, районта пурӑнакан ҫынсем — вӑл нумай тӗслӗ карттӑ ҫине пӑхнӑ чухне ҫаксем пурте куҫ умӗнче тӑнӑ.

Растительность, рельеф местности, особенности почвы и ее обработка, люди, населявшие район, — все стояло перед глазами, когда она смотрела на многоцветную карту.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку аван та, кирлӗ те, анчах ҫаксем пӗтӗмпех пӗлтӗр те пулнӑ вӗт-ха.

Это все хорошо и нужно, но ведь это же все и в прошлом году было.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Митингра тухса каланӑ сӑмахсем, хавхаланнӑ сӑн-питсем, «Интернационалӑн» ҫӗклентерекен кӗвви — ҫаксем пурте пулас ҫапӑҫусем ҫинчен калаҫҫӗ, кӗрешӗве хӑюллӑ та паттӑр ӗҫсем тума чӗнеҫҫӗ.

Речи на митинге, возбужденные лица людей, мощные звуки «Интернационала» — все говорило о предстоящих боях, призывало к борьбе и подвигам.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней