Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дама ман умра татах ӳссе ҫӳлелле хӑпарса карӗ, — вӑт мӗнле кӗнекесем вулать вӑл!Дама ещё выше выросла в моих глазах, — вот какие книги читает она!
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав иллюстрацисем ҫӗре юмахри пек хуласемпе илемлетсе, мана ҫӳлӗ тусем, хитре тинӗс хӗррисем кӑтартса, ҫӗре ман умра сарлакарах та сарлакарах уҫса сарса тӑратчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫав хӗрарӑм патӗнчен хамшӑн ҫӗнӗлле тарӑн шухӑшпа тухса карӑм; ман умра шуҫӑм уҫӑлса килнӗ пекех туйӑнчӗ, темиҫе кун хушши вара эпӗ анлӑ пӳлӗме тата вӑл пӳлӗмре ангел пек туйӑнакан ҫутӑ кӑвак кӗпеллӗ закройщик арӑмӗ ларнине аса илсе, хӗпӗртесе пурӑнтӑм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пуринчен ытла мана Сарапулти пӗчӗк салтак пит лайӑх аса килсе карӗ — вӑл ман умра тӑрса, чӗрӗ пекех: — Мӗн? Ӑнлантӑн-и? — тесе ыйтнӑн туйӑнса карӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫав вырӑнта хӗвел епле тухнине темиҫе вунӑ хут та курнӑ, яланах вара ман умра ҫӗнӗ тӗнче, ҫӗнӗ майлӑ хитрескер, ҫуралса тухатчӗ…
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пирӗн умра ҫырмасем ҫурса пӗтернӗ, ҫеремленсе ларнӑ начаркка уй пӗр виҫӗ ҫухрӑма сарӑлса выртатчӗ: ӑна вӑрман тата Хусан трактӗнчи хурӑнсен йӗрки картласа ларатчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫуркунне эпӗ ҫапах тухса тартӑм: ирпе чей ӗҫмешкӗн ҫӑкӑр илме лавкана карӑм, лавка хуҫи ман умра та арӑмӗпе вӑрҫма пӑрахмасӑр, ӑна ҫамкинчен кире пуканӗпе пачӗ, арӑмӗ урама чупса тухрӗ те унта тӑсӑлса ӳкрӗ, ҫавӑнтах ҫынсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, хӗрарӑма пролетка ҫине лартрӗҫ, ӑна больницӑна турттарса карӗҫ, эпӗ извозчик хыҫҫӑн чупрӑм, унтан хам сисмесӗрех, алла ҫирӗм пуслӑх укҫа тытнипех Атӑл хӗррине пырса тухрӑм.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав чӳречесем мана тӗрлӗрен картина нумай кӑтартатчӗҫ: эпӗ ҫынсем мӗнле кӗлтунисене, чуптунисене, ҫапӑҫнисене, картла вылянисене, пӑшӑрханса шӑппӑн калаҫнисене кураттӑм, ман умра, виҫӗ пус парса пӑхмалли панорамӑри пекех, пулӑсенни пек чӗмсӗр пурӑнӑҫ тӑсӑлса пыратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Язь ашшӗ шӑтӑка нӳне алтнӑ та, пӗрмай ман умра ҫавӑнпа мухтанса ларать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Таҫтан йытӑ сиксе тухрӗ, пирӗн умра чарӑнса тӑчӗ те, хӑрлатма тытӑнчӗ, тӗттӗмре ун куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, эпӗ хӑранипе кукамай ҫумнелле хӗсӗнсе тӑтӑм.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эсӗ ман умра ан пӑркалан.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Умра пысӑк та пӗр палламан хула шавлать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Манӑн ҫак юлташ эсӗ ӑна хӑвӑр патӑра полажайник пулма илсе кайманшӑн кӳреннӗ, сан умра мана авӑ мӗншӗн хурлать вӑл.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ман умра мӗнех-ха сана…
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йывӑҫсем патне чупса ҫитсен, умра тарӑн ҫырма пуррине асӑрхарӗ, ҫыранне йӗплӗ йывӑҫсем, хурамасем, акацисем хупласа илнӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ҫемҫешкесем шӑпах халь, умра йывӑр задача тӑнӑ чухне, тараҫҫӗ, пире сутаҫҫӗ.— Слабые бегут от нас и предают именно теперь, когда впереди самое трудное.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эх, тусӑм, кутсӑр-пуҫсӑр этем, сан умра хайхи, леш, Иван Белограй тӑрать вӗт.Друже, отчаянная твоя голова, перед тобой стоит тот самый Иван Белограй.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ман умра ун пек хӑтланни кирлех мар, — терӗ Скибан, вара Кларк ҫумнерех сикрӗ те ӑна хулӗпе тӗксе илчӗ: — ҫын валли шӑтӑк алтсан, унта хӑвах кӗрсе выртӑн, теҫҫӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Малашне ман умра: — чылаях сулмаклӑ уҫӑ, зубило, домкрат, виҫҫӗмӗш разрядлӑ пӑравус слесарӗ е кочегар.Впереди у меня — увесистый ключ, зубило, домкрат и третий разряд паровозного слесаря или кочегара.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Отряд пурӑнма пуҫланӑранпа пирӗн умра кунтан йывӑртарах задача пулман та, — терӗ Павӑл, пӗр боецран тепӗр боец ҫине пӑхса, вара вӗсем епле улшӑннине сӑнанӑ май сӑмахне те улӑштарма тӑрӑшрӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.