Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫул ҫинчи сӑрӑрах тӗслӗ кавир евӗрлӗ асфальт вӗсем валли мар-им-ха катана тӑсӑлса выртать?Разве не для них легли вдали сероватыми коврами широкие асфальты?
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем дамба умӗнче тӑсӑлса выртакан сарлака айлӑмран шӑвӑнса тухрӗҫ те, пӗр рете йӗркеленсе тӑрса, тупӑсенчен урӑм-сурӑм пеме тытӑнчӗҫ.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑйсен полкне хӗвеланӑҫнелле тӑсӑлса выртакан ҫак ҫара вырӑнта тытма Самиевпа пӗрле йышӑннипе вӑл халӗ тӗрӗс тӑвать-и-ха?
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кармазин хӑйӗн ҫурӑлса пӗтнӗ аттисемпе плащ-палатка ҫинче тӑсӑлса выртать.Вытянувшись на плащ-палатке, лежал Кармазин в своих потрескавшихся разбитых сапогах.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чумаченко хӑйӗн умӗнчи тӑват ҫухрӑма палӑртнӑ картти ҫине ҫиллессӗн пӑхать, картти урлӑ Моравӑн кӑвак хӑйӑвӗ тӑсӑлса выртнӑ.Чумаченко сердито смотрел на свою четырехверстку, пересеченную голубой лентой Моравы.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Алӑк янахӗ ҫумӗнчен сӗтел патне ҫити килте тӗртсе тунӑ кавир тӑсӑлса выртать, ӑна паян кӑна сарса хунӑ пулас.От порога к столу протянут пестрый домотканный коврик, очевидно, только сегодня положенный.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сала хыҫӗнче ҫырма-ҫатрасемпе уйсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл, шоссе тӑрӑх тӑсӑлса, хӑйӗн черепица витнӗ ҫурт тӑррисемпе ҫӑра садсем витӗр курӑнса ларать.Вытянувшись вдоль шоссе, она пробивалась черепичными крышами сквозь густые сады.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах вӑл, ыттисем пек тӳрех пылчӑк ӑшне тӑсӑлса выртма хӑяймасӑр, халӗ те ҫӳрет-ха.Но он все еще бродил, не решаясь улечься прямо в слякоть, как другие.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫапла каҫ пуличченех тӑсӑлса пычӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тӑваттӑмӗш ротӑн Черныш паллакан парторгӗ, ватӑла пуҫланӑ ҫӳлӗ сержант, пӗтӗм пӗвӗпе сиксе тӑчӗ, «ур-ра» кӑшкӑрса ячӗ те, аманса, сӗлкӗшленнӗ юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Граната гусеница айӗнче ҫурӑлса каять, гусеница шуса анать те машина хыҫҫӑн ҫӗлен пек тӑсӑлса юлать, — танк аякӗпе туртӑнать те чарӑнса ларать.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӗвел пайӑркисем бункера тӳп-тӳрӗ тӑсӑлса кӗреҫҫӗ.
XX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӑрланнӑ телеграф юписем шоссе тӑрӑх, кукӑрӑла-кукӑрӑла, горизонта ҫитиех тӑсӑлса каяҫҫӗ.Вдоль шоссе, извиваясь, до самого горизонта бежали обледеневшие телеграфные столбы.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем тӳрӗ ҫулпа каймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ура айӗнче унта та кунта пралуксем тӑсӑлса выртнине асӑрхаҫҫӗ, сывлӑша ҫӗкленес мар тесен, вӗсен ҫав пралуксене тӗкӗнмесӗр, вӗсем урлӑ каҫса каяс пулать.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн ларас, ӳкес, ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртас килсе кайрӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сиктермелли япаласем тултарнӑ симӗс тата сарӑ ещӗксен шаршанӗсем, сиенсӗрлетнӗ минӑсен куписем шоссе хӗррипе тӑсӑлса выртаҫҫӗ.Вдоль шоссе тянулись штабеля зеленых и желтых ящиков взрывчатки, груды обезвреженных мин.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сарӑхнӑ улӑхсенче пирӗн танксемпе самоходкӑсен йӗрӗсем вӗсем умӗнче ҫӗнӗ ҫулсем пек тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫак ту ҫинчи темиҫе километра тӑсӑлса выртакан ҫеҫенхир куҫа ачашлать, лӑпкаса чуна лӑплантарать.Ласкала и успокаивала глаза бойцов эта степь в горах, раскинувшаяся на десятки километров.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Лавсем, артиллери — пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑсӑлса пыраҫҫӗ; тен, ҫав артиллери темиҫе кун каярах дотсем хыҫӗнчен пирӗн ҫинелле пенӗ пулӗ, халӗ ав пирӗннисене хирӗҫ походри йӗркепе йӑвашшӑн килет.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.