Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑннӑ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2020 ҫулта ҫуркунне спорта таврӑннӑ.

Весной 2020 года вернулась в спорт.

Татьяна Акимова Олимп вӑййисене лекесшӗн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31435.html

Ҫав вырӑна кайнӑ чухне тата унтан таврӑннӑ чухне «ӑн ҫухатмалла».

Доставку на место и обратно приятели должны были провести в бессознательном состоянии.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Пӗррехинче ҫапла, киле таврӑннӑ чухне (эпӗ малтанхи пек килтен тухмасӑр 7 сехет ларни кирлех тесе шухӑшлама пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ), цилиндрлӑ ҫынна куртӑм.

А однажды, возвращаясь вечером (я не считал нужным, как сначала, безвыходно сидеть дома 7 часов), увидел человека в цилиндре.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Ҫийӗнчех тенӗ пек таврӑннӑ Бетси Клиссона шанмасӑртарах тӗсерӗ, анчах упӑшки укҫа вӑрланине тавҫӑраймарӗ.

Почти тотчас вернувшаяся Бетси с сомнением уставилась на Клиссона, но не догадалась о краже.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Вӑл таврӑннӑ тӗле вилнӗ ҫынна простыньпе витнӗччӗ ӗнтӗ.

Когда она возвратилась, умерший был уже закрыт простыней.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Тарҫӑ нимсӗрех таврӑннӑ тӗле тепӗр ҫур сехет иртрӗ.

И когда слуга вернулся ни с чем, прошло еще полчаса.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Сасартӑк тилӗрсе кайрӗ, тухрӗ те лашасене ҫавӑтса уттарчӗ, вӗсемпе таврӑннӑ чухне сӑрт тайлӑмӗпе анакан ют ҫынна асӑрхарӗ.

Он вдруг озлобился, вышел и повел лошадей, а когда возвращался с ними, то заметил спускающегося по склону холма неизвестного человека

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Ҫӗнӗ Зеландирен Ахуан-Скапа таврӑннӑ Тарт капитан каласа панипе тата вӑл вырӑнти влаҫсене пӗлтернипе, пӑрахут команди ӗнентерсе ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн — Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнчи Фарфонт ятлӑ пӗчӗк утрав ҫинче питех те хӑрушӑ ӗҫ пулса иртнӗ: унта килӗшсе татӑлса мӗн пур ҫын хӑйне хӑй пӗр харӑс вӗлернӗ; виҫӗ тата ҫичӗ ҫулти икӗ ачана шутламасӑр, — вӗсене Тарт капитан тытса пыракан «Виола» пӑрахут ҫине илнӗ.

По рассказу капитана Тарта, прибывшего из Новой Зеландии в Ахуан-Скап, и согласно заявлению его местным властям, заявлению, подтвержденному свидетельством пароходной команды, в южной части Тихого океана, на маленьком острове Фарфонте, произошел случай повального и единовременного, по соглашению, самоубийства всего населения, за исключением двух детей в возрасте трех и семи лет, оставленных на попечение парохода «Виола», которым командовал капитан Тарт.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Милици отрячӗ Вӑрнара таврӑннӑ тӗле Крапивина, Йӗпреҫрен тӳрех кунта килнӗскере, дежурнӑй телефонограмма пырса пачӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем хушнӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа таврӑннӑ Куччанова чыслатчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫ умне вара тахҫанхи-тахҫанхи, яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ хыҫҫӑнхи самант тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав ҫын тахҫан Экеҫре учительре ӗҫленӗ, ун чухне шӑпах яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимуна кӗнекепе туслаштарма тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин кӑна ачашшӑн та ҫепӗҫҫӗн калаҫакан Машук кӑмӑлне такамсем пӗтӗмпех улӑштарчӗҫ тейӗн, тӑрст-тӑрст! уткаласа ҫӳрерӗ вӑл кил ӗҫӗсене тунӑ майӑн, мунчаран таврӑннӑ арҫынсене сӑйланӑ чухне те сӗтел ҫине шап! лартрӗ кӑмакаран кӑларнӑ шаркку чӳлмекне, шапӑр! тӑкса пачӗ йывӑҫ кашӑксене.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑрман касса таврӑннӑ ҫынсем пек апат пӗтӗрме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл, аманнӑ хыҫҫӑн сипленме таврӑннӑ хӗрлӗ армеец, ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули ҫӑварӗнче… ашшӗн чӗлӗмне курчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

1906 ҫулта яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ салтак Хӗлимун Крапивин хӑрушӑ хыпар пӗлет: унӑн савнӑ хӗрне Альтюка Кашкӑр Микулин кӗҫӗн ывӑлӗ Алюш вӑйпах качча илнӗ иккен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пушмак пӑру туянасшӑн вӗсем, халь Етӗрнене каяҫҫӗ, хак пирки килӗшсен, каялла таврӑннӑ чухне пӑрӑва илсе тухаҫҫӗ те, — вӗрентрӗ Антун.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Орлов иптеш… юлташ, пирӗн яла леш эсир шыракан Курносов таврӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, кавалеристсем таврӑннӑ енче вӗсене такам ҫӑкӑр пӗҫерсе парать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней