Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара унта малтанхи юратӑвӑн асапӗсем те, сӑмахпа каласа пама ҫук шухӑшсем те илтӗнӗччӗҫ.

Заставил бы ее рассказать и о первом чувстве, захлестнувшем его, и о тех мыслях, что не выразить словами.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялти малтанхи мунча та — Чӑлах Эрнюкӑн пулнӑ.

Первая баня в деревне тоже появилась у Эрнюка.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малтанхи кунсенчех Натали статс-дама ҫумӗнче хӑй пансионра вӗренекен пек тытатчӗ: хӗрелсе каять, ҫӗрелле пӑхать.

В первые дни Натали тоже ощущала себя рядом с ней воспитанницей пансионата, то и дело заливаясь краской и пряча взгляд в землю.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нимӗн суймасӑр калатӑп, малтанхи ҫулсенче пӗрлешсе пурӑннипе танлаштарсан чылай халсӑрлантӑн эсӗ.

Помоги переводом

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Шутлать вӑл: ҫыхӑну ҫинҫе, Анчах… анчах, тен, пулӗ усӑ, Тӑрӑшнине путармӗ пусӑ: Ҫурт-йӗр тӑваҫҫӗ анлӑ, ҫӳллӗ; Пуҫламӑш — малтанхи пӑта.

Помоги переводом

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Малтанхи ыйтупа пирӗн нумай калаҫмалла пулать, ӑна сӳтсе явсан та ҫитӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре кӗрешнипе лӑпланмаҫҫӗ, малтанхи хутӗнче аяла пулнӑ тимӗрҫи юлташӗ патне пырать те ӑна тепре пиҫиххирен тытать, иккӗмӗш хутӗнче те хӑй ҫӗнтереймесен тин килӗшет: «Паян эсӗ паттӑр».

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гариф ун малтанхи сӑмахнех чӗрре кӗчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Курчӗ вӑл малтанхи ҫынна Мӗтри ҫӑтӑр-ҫатӑр тытса ал вӑйӗпе пӑвса пӑрахрӗ — имшертерех ҫынсене вӑл апла парӑнтарать иккен.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи сӑмаха илтсенех хир тӑрӑх «урра!» янраса кайрӗ, пӗлӗтелле таҫта инҫете картуссем ыткӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрӗ, малтанхи кун килсе кайӑп, анчах, ӗлкӗреймесен, мана кӗтсе ан тӑрӑр, кӗнекере кӑтартнӑ градуса ҫитерӗр те пӑтӑ пӗҫерӗр ҫеҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ сӑнанӑ ӗнтӗ, тырӑ пӗтесси вӑл калчана малтанхи шӑрӑхран сыхласа хӑвараймӑннинчен нумӑй килет.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи кун яланах ҫапла вӑл.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи юр шӑнман ҫӗр ҫине ӳкнӗрен калча ӑшӑпах выртать.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне, бригадӑсем малтанхи кунхисенчен ытларах вырса тӑкнине курсан, председатель урӑхларах шухӑшларӗ.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи ҫӗр кӗске пулнӑ пек, иккӗмӗш каҫ Ятман иртерех пычӗ, таврӑнасса вара каярах юлса таврӑнчӗ.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи калаҫу унӑн каллех Левентейпе пулса иртрӗ.

Помоги переводом

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ку хут мӗне пӗлтернине куҫпа малтанхи йӗрке тӑрӑх чупса тухсанах ӑнланчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи кунсенче Сехре каҫсерен барака чылаях ывӑнса таврӑнатчӗ, унӑн апат тумасӑрах выртса ҫывӑрас килетчӗ, ӗҫленӗҫемӗн кун пек халтан каясси иртсе пычӗ, вӑл алсенче вӑй хутшӑнса пынине туйрӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗпе Ваҫук, пӗр-пӗрин вӑйне тӗрӗсленӗ пек, малтанхи кӗреше пӗр канмасӑр татрӗҫ, ку иккӗшне те йывӑр пулчӗ курӑнать, йывӑҫ йӑванас патне ҫитсен, пӑчкӑ тӑкӑссӑн ҫӳреме пуҫларӗ, ҫапах та татакансем ӑна чармарӗҫ, касса янӑ кӗреш, турачӗсемпе ытти йывӑҫсене, ҫапӑнса, юр ҫине кӗрслетсе анчӗ, хӗрарӑмсем ӑна ваклама чупрӗҫ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней