Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта выҫлӑх, тискер кайӑксем, туземецсем — пурте ӑна хирӗҫ.

Здесь против него были и голод, и дикие звери, и туземцы?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗрре Лондон хулинче тискер кайӑксем кӑтартнӑ.

В Лондоне показывали диких зверей.

Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр мильӑна яхӑн Дик Сэндпа ун юлташӗсем тӑтӑшах ҫын шӑммисене курчӗҫ, пысӑк шаланкӑсене хӑратрӗҫ, — кайӑксем, ҫынсене курсан, йывӑррӑн сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗҫ, пуҫ тӑрринче явӑнса ҫӳрерӗҫ.

На протяжении мили Дик Сэнд и его спутники то и дело видели человеческие кости и вспугивали больших сарычей, которые тяжело взлетали при их появлении и кружили в воздухе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Африкӑри хӑрушӑ тискер кайӑксем халлӗхе пӗчӗк ушкӑн тӗлне пулмарӗҫ-ха.

До сих пор хищники, столь опасные в Африке, не появлялись вблизи маленького отряда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунта чӑх йышши кайӑксем — цесаркӑсен — ушкӑнӗсем, ҫынна ҫывӑха яман путенесем, американецсем «вип-пур-вил» текен кайӑксем — чӑн та, вӗсем чат ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ — явӑнаҫҫӗ.

Были тут большие стаи цесарок, перепела, к которым так трудно подобраться, и те птицы, которых североамериканцы называют «вип-пур-вил», — эти три слога точно воспроизводят их крик.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анголӑн ҫак пайӗнче пурӑнакан чӗрчунсемпе кайӑксем те ӳсентӑрансем пекех, тӗрлӗ тӗслӗ.

Животные и птицы, населяющие эту часть Анголы, были не менее своеобразны, чем ее растительный мир.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек кайсан, тискер кайӑксем тапӑнассинчен те ытлах шикленмелле мар.

Кроме того, тогда можно было бы меньше опасаться нападения хищных зверей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кайӑксем вӑранчӗҫ, вӑрман янраса кайрӗ.

Проснулись птицы, зазвенел лес.

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кайӑксем, хӗвелшӗн савӑнса, темиҫе тӗрлӗ саспа юрлаҫҫӗ.

Птицы, обрадовавшись солнцу, запели на все голоса.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кайӑксем шӑпланчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫапла, ку Кӑнтӑр Америкӑри Анд тӑвӗсемпе океан ҫыранӗ хушшинче вырнаҫнӑ тарават ҫӗршыв мар, унта вырӑнти халӑх та, тискер кайӑксем те, ҫутҫанталӑк та ҫулҫӳревҫӗсене нимпе те хӑратман пулӗччӗҫ, унта пур ҫӗрте те ҫын пурӑнать, кашни ҫулҫӳревҫӗ миссионерсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнаҫҫӗ.

Да, это была Африка, а не Южная Америка, где ни туземцы, ни звери, ни климат ничем не угрожали путникам, где между хребтом Андов и океанским побережьем протянулась приветливая страна, где разбросано множество поселений, в которых миссионеры гостеприимно предоставляют приют каждому путешественнику.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унти юханшывсенче вилесем юхаҫҫӗ, ҫын пурӑннӑ вырӑна тискер кайӑксем ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Там по рекам плывут трупы, и дикие звери завладевают всей местностью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Анчах страуссем — кайӑксем вӗт, — терӗ Дик, — эппин, вӗсем икӗ ураллӑ…

— Но ведь страусы — птицы, — сказал Дик, — и следовательно, они двуногие…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӑҫта ҫав ытти пакӑлти кайӑксем, индеецсен шухӑшӗпе, ку таранчченех тахҫанхи вилсе пӗтнӗ йӑхсен чӗлхипе калаҫакан кайӑксем?

Где мелкие пестрые попугайчики с пушистым ошейником из перьев, где все эти болтливые птицы, которые, по мнению индейцев, до сих пор говорят на языках давно вымерших племен?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӑҫта-ха асамат кӗперӗн пӗтӗм тӗсӗпе капӑрланнӑ, ҫара питлӗ те вӑрӑм хӳреллӗ, нихӑҫан та ҫӗре анса ларман ара ятлӑ кайӑксем?

Где расцвеченные во все цвета радуги ара с голыми щеками и длинным хвостом, ара, которые никогда не спускаются на землю?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тусӑм, тискер кайӑксем те тӗрлӗ пулнӑ пек, вӑрмансем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, — хуравларӗ Гаррис кулса.

— Есть разные леса, дружок, так же как и звери бывают разные, — смеясь, ответил Гаррис.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Вӑрманта вара яланах тискер кайӑксем пурӑнаҫҫӗ.

 — А в лесах всегда водятся звери.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Манго йывӑҫӗ — час-часах ытти кайӑксем ҫине тапӑнакан, пакӑлти, чӑркӑш, ҫиллес кӑвак попугайсен лармалли вырӑнӗ иккен.

Манговое дерево служило насестом для целой стаи серых попугаев, болтливых, задиристых и яростных пернатых, которые нередко нападают на других птиц.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Туземецсем е тискер кайӑксем тапӑнассинчен хӑрамалли ҫук, ҫавӑнпа хурала икшер сехетрен улшӑнмалла пӗрер ҫын анчах тӑратрӗҫ.

Так как не приходилось опасаться ни туземцев, ни диких зверей, то для охраны достаточно было выставить на ночь одного караульного, сменяя его каждые два часа.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чи малтанах, вӑл пампӑн ку пайӗнче хӑрушӑ туземецсем, тискер кайӑксем ҫуккине пӗлет.

Во-первых, она знала, что в этой области пампы нет ни опасных туземцев, ни диких зверей.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней