Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ырӑ йӑхран тухнине кӑтартаканни те ним ҫук; пачах урӑхла… ман питӗм ахаль хресченӗнни пек, ал-ура та унӑнни евӗр пысӑк; ку маншӑн ҫав вӑхӑтра питӗ намӑс пек туйӑнатчӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шухӑш-кӑмӑла палӑртаканни нимӗн те ҫук — нимпе уйрӑлса тӑман илемсӗр те япӑх сӑн кӑна; куҫсем пӗчӗкҫӗ, кӑвак, эпӗ тӗкӗр ҫине пӑхнӑ вӑхӑтра вӗсем ӑслӑ пек мар, ытларах айваннӑн курӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӑл вӑхӑтра вунулттӑ тултарса пытӑм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр вӑхӑтра, ҫӑварни эрнинче, Нехлюдов пирӗн пата кунне темиҫе хут кӗрсе тухсан та, тӗрлӗ йӑпанусене парӑннипе, манпа пӗртте калаҫмарӗ, ҫакӑ мана хытӑ кӳрентерчӗ, вӑл мана каллех мӑнкӑмӑллӑ та лайӑх мар ҫын пек курӑнма пуҫларӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра пӳлӗме Володя кӗчӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗнӗ ҫынсем, подноспа канфет йӑтса, аттене тав тума пырсан, сенкер хӑюллӑ калпак тӑхӑннӑ Маша пире те кашнинех хулпуҫҫинчен чуптӑвать тата тав тӑвать, эпӗ ҫав вӑхӑтра унӑн ҫӳҫӗнчен роза помадин шӑрши сарӑлнине ҫеҫ туятӑп, пачах пӑлханмастӑп.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером манпа кӑмӑллӑ, мана мухтать, эпӗ ӑна курайми пулма пӑрахрӑм ҫеҫ мар, вӑл хӑшпӗр чухне ман пултарулӑхпа, ман ӑспа ӑна е кӑна тумасан намӑс тесе каланӑ вӑхӑтра эпӗ ӑна юратнӑ пекех туйӑнать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай ӳчӗ килте выртнӑ вӑхӑтра эпӗ пӗрмаях вилӗмрен хӑранин йывӑр туйӑмӗпе асаплантӑм, урӑхла каласан, вилӗ ӳт кӑмӑлӑма пӑсса, эпӗ те хӑҫан та пулин вилмелли ҫинчен аса илтерчӗ, ку туйӑма хӑшпӗр ҫынсем тем пирки кулянупа пӑтраштараҫҫӗ.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуна ҫине ларнӑ чух эпӗ кукамай чӳречисем тӗлне урама улӑм сарнине тата кӑвак чуйкӑсем тӑхӑннӑ темле ҫынсем пирӗн хапха умӗнче тӑнине асӑрхатӑп пулин те, пире ҫак вӑхӑтра уҫӑлса ҫӳреме мӗншӗн янине ниепле те ӑнкараймастӑп.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑп ҫав вӑхӑтра ун еннелле Маша горничнӑй пычӗ, улпута курсӑн, пуҫне чикрӗ те пӑрӑнса иртесшӗн пулчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку пӗрпеклех питре те мар, кӗлеткере те мар, темре уйӑрса илме ҫуккинче: алӑсенче епле утассинче, сасӑ уйрӑмлӑхӗнче тата хӑшпӗр сӑмахсенче Люба ҫиленсе: «ӗмӗрех ямаҫҫӗ» тесе каланӑ чух, ҫак «ӗмӗрех» сӑмаха анне пекех тӑсса ӗмӗрех тесе калать те, мана анне сассине илтнӗн туйӑнать; анчах ҫак пӗрпеклӗх вӑл фортепьяно каланӑ вӑхӑтра тата ҫавӑн чухне мӗнле хӑтланкаланисенче уйрӑмах тӗлӗнмелле: вӑл ҫавӑн пекех кӗпине юсать, листасене ҫавӑн пекех сулахай аллипе ҫиел енчен тытса ҫавӑрса хурать, пассаж вӑрах ӑнӑҫманнипе тарӑхсан ҫавӑн пекех чӑмӑрӗпе клавишӑсене ҫапса, «ах, турӑҫӑм!» тет, ҫавӑн пекех палӑри-палӑрми ҫепӗҫлӗхпе уҫӑмлӑн, Фильдла чаплӑн калать, кунашкал каланин, jeu perlé, текен лайӑх ята илнӗскерӗн, хӳхӗмлӗхне хальхи ҫӗнӗ пьянистсен хӑтланкаларӑш-тӗлӗнтермӗшӗсем те мантарма пултараймаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне, каҫ пулсан пайтахран, вӑл, хура фракпа шурӑ жилет тӑхӑннӑскер, Володьӑна хӑйпе пӗрле бала илсе кайма хӑна пӳлӗмне кӗчӗ, лешӗ ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пӳлӗмӗнче тумланатчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, мана Николай пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра акӑш-макӑш нумай выляса илнӗшӗн савӑнӑҫлӑ иккен вӑл.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ скептицизмпа интересленнӗ пек урӑх нимӗнле философиллӗ юхӑмпа та интересленмен, вӑл пӗр вӑхӑтра мана ухмахах кӑларса яратчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра Володя, пӳлӗм урлӑ иртсе пынӑ май, эпӗ тем ҫинчен шухӑшланине асӑрхаса, йӑл кулса илчӗ, ҫак кулӑ ман шухӑшсем ниме тӑман ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ пулнине ӑнланса илме пулӑшрӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра аялта кукамай шӑнкӑравӗн сасси илтӗнчӗ те Гаша хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тухрӗ.В это время внизу послышался колокольчик бабушки, и Гаша вышла из своей комнаты.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра кукамай пӳлӗмӗн алӑкне шалтлаттарса хупни, пусма тӑрӑх хӑпаракан Гаша мӑкӑртатни илтӗнчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Василие полици уйрӑмӗнче тытнӑ вӑхӑтра Маша кунӗ-кунӗпе куҫне типӗтмесӗр йӗчӗ, хӑйӗн инкеклӗ шӑпи ҫинчен Гашӑпа, юратса пӑрахнӑ телейсӗр ҫынсен ӗҫне хапӑл тусах хутшӑнаканскерпе, ӳпкелешсе калаҫрӗ, хӑйӗн мучӗшӗ ятлассинчен, хӗнессинчен хӑрамӑсӑр, тусӗпе курнӑҫса унӑн кӑмӑлне пусарма полицие вӑрттӑн туха-туха чупрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч мана халь хам каласа кӑтартакан вӑхӑтра (эпӗ вунтӑваттӑра чухне) тивертсе илсен те эпӗ вӑл ҫапнине лӑпкӑн тӳссе ирттернӗ пулӑттӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ыйтӑва татса парас шутпа пуҫа ҫӗмӗрсе ларнӑ вӑхӑтра ман тӗрмен ҫӑри шӑтӑкӗнче уҫӑ ҫаврӑнса илчӗ те, пӳлӗме хаяр та сивӗ сӑнлӑ Сен-Жером кӗрсе тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.