Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрачасем тумалли физкультура упражненийӗсем ҫеҫ кӑшт ҫӑмӑлтарах, тата вӗсем вӗренмелли наукӑсен курсӗ ытла пысӑках мар, анчах ун вырӑнне вӗсене кил хуҫалӑхне тытма вӗрентеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Лилипутире аслӑ классенче те арӑмӗ упӑшкин ӑслӑ та савнӑ юлташӗ пулма тивӗҫлӗ, тесе шутлаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак тӗслӗхрен лилипутсем мӗн тери тӑнлине те, вӗсен патши пурлӑха епле ӑслӑ шухӑшласа тыткаланине те чухласа илме пулать.Этот пример дает понятие как о смышлености лилипутов, так и о мудрой расчетливости их государя.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Его величество тӗрлӗрен ӑслӑ хушусем паман пулсан, ҫак каланисем пысӑк инкек тӑватчӗҫ пулӗ.Все это могло бы окончиться весьма плачевно, если бы не мудрые распоряжения его величества.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапах та император капла тума хушни ман шутпа пит ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ.Однако, по моему мнению, распоряжение императора было столь же благоразумным, как и великодушным.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Питӗ ӑслӑ сӑмахсем.
Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/11/23/glava-chu ... yaet-s-dne
Кутузовӑн питех те ӑслӑ стратегиллӗ планӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ.Приведенный в действие гениальный стратегический план Кутузова оправдал себя.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӑслӑ та ӗҫе асӑрханса тӑвакан Кутузов сахал юн тӑкса, салтаксемпе офицерсен пурӑнӑҫне упраса ҫӗнтересшӗн пулнӑ.Мудрый и осторожный, он стремился к победе малой кровью, сберегая жизни солдат и командиров.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӑслӑ та пысӑк опытлӑ Кутузов, хӑйӗн ҫарӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраканскер, хӑйӗн чи лайӑх генералӗсем ӑнланманнине те курса тӑнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӑслӑ та васкама юратман Кутузов кӗтме пӗлнӗ, пуринчен ытларах вӑл тӑшман йӑнӑш тунипе усӑ курма пӗлнӗ.Мудрый и неторопливый, он умел выжидать и использовать время, а главное — ошибки противника.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вырӑс полководецӗ хыҫӗнче хӑй вӗрентсе ҫитӗнтернӗ, ҫапӑҫусенче хӗрсе ҫирӗпленнӗ вырӑс ҫарӗ, хӑйӗн вӗренекенӗсем — гениллӗ полководецӑн стратегийӗпе тактикине вӗренсе ҫитнӗ опытлӑ та ӑслӑ вырӑс генералӗсем тӑнӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кутузов дипломат пулнӑ вӑхӑтра ӗҫсем пире вӑл ҫак ӗҫе те питӗ ӑслӑ та пултаруллӑ туса пынине кӑтартса параҫҫӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Суворовӑн: «Кашни воин хӑйӗн маневрне ӑнланать», тенӗ питех те ӑслӑ сӑмахӗсем вырӑс салтакӗсене ҫӳлте асӑннӑ пек ҫапӑҫма хастарлӑхпа вӑй парса тӑнӑ.Всему этому давало смысл и силу гениальное суворовское правило: «Всяк воин свой маневр понимает».
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ачаранах ӑслӑ та пултаруллӑ ҫитӗннӗ, ҫамрӑк пулин те нумай пӗлекен тата пӗлме тӑрӑшакан Кутузов, ҫак условисенче шляхетски корпусра вӗренекенсем хушшинче часах палӑрса тӑнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах I Петр вилсен дворянсем ҫак ӑслӑ закона пӑхӑнми пулнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах та ҫак ӑслӑ шутласа кӑларнӑ япала усӑ кӳмен.
Хӳтӗлекен япала шырани // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫак ахаль йышши хӗҫпӑшалпа вырӑс ҫар ҫыннисем питех те лайӑх ҫапӑҫнӑ, ӑслӑ та паттӑр ҫар начальникӗсем ертсе пынӑ чухне вӗсем пур енчен те лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ тӑшмана та ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкнӑ.
Вырӑс ҫар ҫыннисен хӗҫпӑшалӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Епле ӑслӑ йытӑ! — тӗлӗннӗ пек тунӑ Кузнецов, йытта колбаси татӑкӗ пӑрахса парса.Какая умница! — восхищался Кузнецов, бросая собаке кусок колбасы.
Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑслӑ, витӗр куракан ҫын, вӑл кашни ҫын тупса пӗлме пултарайман ӗҫсем ҫинчен пӗлсе килме пултаратчӗ.Умный, проницательный человек, он умело разузнавал то, что не всякому было доступно.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ун ҫинчен авалах, ӑслӑ шухӑшлӑ Джордано Бруно пурӑннӑ вӑхӑтрах, тавлашу пынӑ.А об этом спорили еще в те давние времена, когда жил смелый мыслитель Джордано Бруно.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хӑшӗсем калама ҫук пысӑк тӗкӗрсенчен ӳкекен ҫутӑпа сигнал пама шухӑшланӑ, теприсем Ҫӗпӗрти аслӑ тӳремлӗх ҫине, Ҫӗр ҫинче те ӑслӑ чӗрчунсем пуррине марсиансем пӗлччӗр тесе, геометриллӗ чертежсем тума сӗннӗ.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.