Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара хӑй кӑкӑрӗ ҫинчи Мухтав орденне ним шарламасӑр вӗҫертсе илчӗ те ун ҫумӗнчи сарӑ-хура тӗслӗ лентӑна туртса кӑларчӗ, кайран ӑна чечексем ҫумне булавкӑпа ҫирӗплетсе хучӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Начальникӑн сӗтелӗ ҫумӗнчи стена ҫинче правительство пуҫлӑхӗн Недичӑн сӑнӳкерчӗкӗ, сылтӑм енче корольпе король арӑмӗн портречӗсем ылтӑн рамкӑсемпе ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пиҫиххи ҫумӗнчи пистолета хыпашласа тупсан, вӑл кӑшкӑрса ячӗ:
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чугун ҫул обходчикӗ ҫӑл патӗнче витре ҫумӗнчи йӗпе сӑнчӑра салтса тӑрать.Путевой обходчик стоял у колодца, снимая с ведра мокрую цепь.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Экзамента пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ гимназист, питҫӑмартине хура галстукпа ҫыхса ҫӳреме халӗ те пӑрахманскер, малти сак ҫине вырнаҫнӑ та сехетӗн атлас жилечӗ ҫумӗнчи кӗмӗл уҫҫипе выляса ларать.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас».
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫивиттисем ҫумӗнчи шӑн пӑр, хӗвел питтинче ирӗлсе, юлашки тумламӗсене пӑтлаттарать, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра йывӑҫсем папка кӑлараҫҫӗ, картишӗнчи сукмак типсе ҫитрӗ, шӑнса ларнӑ тислӗк купипе вите хушшинче тата крыльца ҫумӗнче чулсем хушшипе мӑк пек курӑк шӑтса тухрӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ чӑланта ҫӗр каҫрӑм, ман пата никам та кӗрекен пулмарӗ; тепӗр кунхине ҫеҫ, вырсарникун, мана класс ҫумӗнчи пӗчӗк пӳлӗме куҫарчӗҫ те каллех питӗрсе илчӗҫ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе вӗшле йытӑран пӗрисем, хӗвел ӑшшинче хӗртӗнсе, пашкаса выртаҫҫӗ; теприсем, тӗнӗлсем ҫумӗнчи ҫӑва ҫулакаласа, кӳмепе урапа айӗнчи сулхӑнра ҫӳреҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗпӗр чухне тӑратӑн-тӑратӑн та кӗтесре, чӗркуҫҫипе ҫурӑм ыратма пуҫланине пула ирӗксӗрех: «Манчӗ ман ҫинчен Карл Иваныч; ҫемҫе кресло ҫинче ларма тата хӑйӗн гидростатикине вулама ӑна канлӗ пулмалла, — вӑт мана еплерех-ши?! — тесе шухӑшлатӑн, ху ҫинчен аса илтерес тесе, кӑмака питлӗхне ерипен уҫа-уҫа хупма е стена ҫумӗнчи штукатуркӑна чавалама пуҫлатӑн; анчах урайне ӑнсӑртран пысӑк катӑк шаплатса ӳксен вара, тӳрех калас, хӑрани те кирек мӗнле асапран ирттерет.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стена ҫумӗнчи ансӑр кравать ҫинче Андрей Никитич вырта парать.У стены на узкой кровати, не умещаясь на ней, лежал Андрей Никитич.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпир уҫӑ вырӑна тухсан кашнинчех завод кантурӗ ҫумӗнчи сигнал мачта ҫинче ҫил ӑҫталла вӗрнине кӑтартакан йӑрӑм-йӑрӑмлӑ конуса ҫӳлелле шутарса хӑпартаҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Унтан тухса кайма вырӑн шыраса, пулӑсем Тӑвӑл сӑмсахӗ ҫумӗнчи тӑвӑр хушӑк тӑрӑх талпӑнаҫҫӗ.В поисках выхода она устремляется через узкий проход вдоль мыса Бурунного.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
— Эпӗ Соньӑна ҫӑлас терӗм те… — терӗ Чочой хуллен, кухлянка ҫухави ҫумӗнчи тумла пӑра хӑвӑрт татса илсе.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Артемьева крыльца ҫумӗнчи чӳречерен шаккаса илчӗ.
5 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Иккӗмӗшӗ, кӗнеке тытса, ӑна хирӗҫ, стена ҫумӗнчи диван ҫинче ларать; вӑл нумай ҫамрӑкрах, йӗкӗт пекех курӑнать.Второй сидит с книгой напротив, на диване у стены; он много моложе, он кажется почти юношей.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ шаман питне бубенпа хупларӗ, кӗтмен ҫӗртенех, хӑй ҫумӗнчи виле пек шанк хытса кайса, нумайччен, сывлӑшӗ пӗтнӗпе пӗрех, хускалмасӑр выртрӗ.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шаман сиксе тӑрса сӗтеле чышать, урипе кӑрст! тапать, вара, шаман йӑлипе, пӗҫҫисене пӑркаласа, пиҫиххи ҫумӗнчи хӑнкӑрмисене шӑнкӑртаттарса, хӑйне мӑйран-пӑвнӑ пек, ҫилленнипе хӑрӑлтатакан сассипе кӑшкӑрса ярать:
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.