Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи вӑхӑтра кӑнтӑрлахи апат умӗн ачасене кашни кунах шыва кӗме илсе кайнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫуллахи вӑхӑтра вӗсем пуринчен ытла Уржумкӑра шыва кӗме юратнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пшигодски те пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ ҫуллахи костюм тӑхӑннӑ, галстук ҫакнӑ йӑкӑлти этем ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пӗррехинче, праҫник кунӗ, амӑшӗ лавккаран таврӑнса алӑка уҫрӗ те, хӑйне сасартӑк ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр ҫунӑ чухнехи пек савӑнӑҫ ҫупӑрласа илнипе, алӑк урати ҫинче чарӑнса тӑчӗ: пӳлӗмрен ӑна Павелӑн ҫирӗп сасси янӑрани илтӗнчӗ.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унта та кунта, уйрӑмах каҫхи хӗвел ҫутинче, сарлака кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ, вӗсен хушшипе ҫуллахи вӑхӑтра типсе ларакан пӗчӗк кӑна юханшывсем ҫӗлен пек авкаланчӑк курӑнаҫҫӗ.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫанталӑк ҫуллахи пекех лайӑх тӑрать, хирӗҫ вӗрекен ҫил хӑлхасенче кӑмӑллӑн шӑхӑрать.Погода была славная, прямо летняя; ветер струился им навстречу и приятно шумел и свистал в их ушах.
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ҫуллахи ир пек кӗрен те хавас, анчах ун хусканӑвӗсемпе куҫӗнче вӑл пӗр шухӑшсӑр ачашланса ҫывӑрни халӗ те палӑрать-ха.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чӑнах та питӗ ҫӑмӑллӑн тапрӗ ун чӗри; ҫуллахи хӗвел ҫутинче чечек ҫумне ларнӑ лӗпӗш ҫуначӗсене ҫавӑн пек ҫӑмӑл вылятать.Оно и билось так легко, как бьет крылами мотылек, приникший к цветку и облитый летним солнцем.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин леш пӗр самантра ҫӗкленнӗ ҫуллахи ҫавраҫил айне пулнӑ пекех — Джемма ытарма ҫук илемлӗ пулнине мар, хӑй ӑна килӗшнине те мар — кӑна вӑл унчченех пӗлнӗ… хӑй кӑштах Джеммӑна юратса пӑрахманнине туйса илнӗ!
XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех оршадпа, канфетпа сут тӑвассӑн туйӑнчӗ ӑна; ҫак илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗрача алӑк хыҫӗнчен ун ҫине ӑшшӑн пӑхать; ҫуллахи хӗвел, чӳрече умӗнче ӳсекен каштансен ҫӑра ҫулҫисем витӗр пайӑркисене чӑлтӑртаттарса, пӗтӗм пӳлӗме кӑнтӑрлахи мӗлкесем ӳкерет; чӗре вара малтанхи ҫамрӑклӑхӑн, — пуҫланакан ҫамрӑклӑхӑн шухӑшсӑрлӑхӗпе юлхавлӑхӗн пылакӗпе ачашланать.
XI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫакӑн пек каҫа Таня ҫуллахи чи ӑша каҫсенчен те ытларах юратать.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня ҫӑлтӑрсене юратать — ирхисене те, каҫхисене те, пӗлӗт ҫинче аялтах ҫунакан ҫуллахи пысӑк ҫӑлтӑрсене те, ҫӳле кайнӑ, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн курӑнакан кӗрхи ҫӑлтӑрсене те.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Ачасем! — терӗ учительница, ҫуллахи вӑрӑм кану хыҫҫӑн хӑйӗн сассине тӗрӗслесе.— Ребята! — сказала она, после долгого летнего перерыва пробуя свой голос.
V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чӑнах та, ҫуллахи курӑксем сахалланчӗҫ, пӗр эрне ӗнтӗ ирсерен палаткӑсем ҫине шап-шурӑ тӑм ӳкет, вӑрманти ҫулҫӑсем ҫинче кӑнтӑрлачченех сывлӑм тумламӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫыран хӗрри чӗрӗк миля таранах анни те пулкалать, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн анать те анать вӑл, юлашкинчен, ҫуллахи вӑхӑтра шыв хӗрнех ишсе ҫитет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫуллахи чӑн-чӑн аслатиллӗ ҫумӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫуллахи ир ун ҫине пӑхма пит кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа, манӑн кӑшт та пулин ҫимелли пулнӑ пулсан, лешсем хамӑн вилене мӗнле шыранине киленсе пӑхса ларнӑ пулӑттӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫуллахи пӗр каҫхине вӑл ялтан тухса кайнине куракансем пулнӑ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пурӑна киле, пӗр ҫуллахи шӑрӑх каҫ, Энӗшкасси ялӗ ҫинче шутланса тӑракан ҫыран хӗррине Атӑл хумӗ шыва путнӑ ҫын виллине кӑларса пӑрахнӑ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫуллахи ҫутӑ хӗвел ҫав тери чипер Генуйӑна, ылтӑн кӗркунне — ӗлӗк-авалхи Рима килӗшнӗ пекех, ачаш та ҫемҫе кунсемлӗ ҫуркунне Венецие килӗшет.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.