Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрисене вилӗм уҫӑ вырӑнта хӑваласа ҫитет, вӗсем вара, ҫулса пӑрахнӑ пек, юр ҫине йӑванса каяҫҫӗ; теприсене вӑл ҫатан урлӑ каҫнӑ чухне касса ӳкерет, — вара вӗсем ҫатан ҫинех ҫакӑнса юлаҫҫӗ; аманнисем ҫатан е хӳме хыҫӗсемпе юр тӑрӑх шӑва-шӑва упаленеҫҫӗ, ӑҫта та пулин вӑрттӑн вырӑнта вилесшӗн пулнӑ пек, кӗтессене тӗршӗнеҫҫӗ; хӑш-пӗрисем слива йывӑҫҫисемпе улмуҫҫисем кутне ӳкеҫҫӗ, йывӑҫ вуллисенчен ярса тытса ҫӗкленме хӑтланаҫҫӗ, анчах майӗпен шуса анаҫҫӗ те пуҫӗсемпе е аллисемпе юр ӑшне тирӗнеҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витязь старшина хыҫҫӑн шуса пыма хӑтланчӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл тӑсӑлса выртнӑ пекех, чулсем тӑрӑх шуса пынӑ пекех пулчӗ.Временами он вытягивался в струнку, буквально стлался по камням.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Фарӑсен ҫутинче, тӗтре витӗрех, хӑмӑшпа хупланнӑ пӗчӗк пӗве курӑнчӗ, шыв арманӗн чултан тунӑ стенисемпе ҫыран хӗрринчи лутра ҫурт шуса тухрӗҫ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗтре ӑшӗнчен кӗҫех пӗр пысӑк ялти ҫурт хапхисем шуса тухрӗҫ.Вскоре из тумана выступили черные силуэты домов большого населенного пункта.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сулхӑн, халӗ те хӗвел ҫути лекмен Карпат тӑвӗсем ҫинче пӗр-пӗччен пӗлӗт татӑкӗ, пысӑк пӗлӗтрен уйрӑлса юлнӑскер шуса ҫӳрет.В прохладных, еще тенистых Карпатах кочевало одинокое облако — остаток большой тучи.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Лешӗ хуллен чӗркуҫленсе ларчӗ, вара малалла хӑюллӑн шуса кайрӗ те, хӑй умне резина кавир сарса, ҫӗре выртрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ун урлӑ ним йӗрсӗр шуса каҫма та, унтан пӑрӑнса кайма та ҫук.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫӑмӑл кимӗ тӗтре ӑшӗнчен пӗр сассӑр шуса тухрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каҫхине тусем хушшинчен шуса тухнӑ та совет работникӗсене вӗлернӗ, ҫывӑхри ялсенче, хуласенче пурӑнакан ҫынсене хӑратнӑ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сӑрт тайлӑмӗсенчи шурӑ ураллӑ, тин ҫеҫ извеҫпе сӑрланӑ улмуҫҫиллӗ садсем шуса иртеҫҫӗ.По склонам холмов карабкались белоногие, с свеже-побеленными стволами сады.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кайсан-кайсан сӗт пек тӗтре ӑшӗнче шурӑ, хӑмӑр пӗренеллӗ пӳртсем, чугун ҫул обходчикӗсен хӗрлӗпе сӑрланӑ пӗчӗк ҫурчӗсем, силос башнисем, машина-трактор станцийӗсен корпусӗсем шуса иртеҫҫӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫӳлӗ айлӑмсен тӑрӑхӗсенче, ту тӑррисем хушшинче пухӑннӑ юрсем тӳрех мар, ерипен шуса анаҫҫӗ, пусӑрӑнса пырса, пӑр пулаҫҫӗ, вара пӑрлӑх текен пӗр юхӑмӗ пулса, ерипен аялалла, темиҫе километр таранах, шӑваҫҫӗ.
2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫӳлтен вӑл пысӑк купасем пулса шуса анать.Они время от времени скатываются сверху большими массами — лавинами.
2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Кӑвак тӳпере халь кӑна шурӑ юрпа витӗнсе тӑракан ҫавӑн пек ту тӑррисенчен пӗрин ҫине пӗлӗт шуса пырать.Вот на одну из таких вершин, только что белевшую своими снегами на голубом небе, надвигается облако.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Айлӑмсемпе ту хушӑкӗсен тӗпӗсенче ту ҫинчи чӑрсӑр юханшывсем юхаҫҫӗ: шыв пысӑк чулсем ҫийӗн хушлӑн-хушлӑн шуса иртет; шывӗ вара е сӗт пек шурӑ, е синькӑпа пӗветнӗ пек пӑтранчӑк-сенкер, е вӗте юшкӑна пула хӑмӑр тӗслӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Кӗтмен ҫӗртен пӗр пысӑк кӑвак пӗлӗт, тур пӗлет-и ӑҫтан тухнине, пирӗн еннелле ҫилсӗр-мӗнсӗрех хӑвӑрт шуса килни курӑнчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫалапа вӗсем саланма пуҫларӗҫ: пӗрисем шупкаланчӗҫ, вӑрӑмланчӗҫ, инҫетелле шуса, куҫран ҫухалчӗҫ; теприсем пуҫ тӗлӗнчи тӳпере витӗр курӑнакан шурӑ пулӑ хуппи евӗр пулса тӑчӗҫ; пӗр пысӑк хура пӗлӗчӗ кӑна хӗвелтухӑҫ енче чарӑнса тӑчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уча туртӑнса илчӗ, ун айӗнчен шуса тухрӗ, сывӑ сылтӑм аллипе нимӗҫе шлемрен ярса тытрӗ те, хыттӑн туртса, шлемне ун пуҫӗнчен хывса илчӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӑра тӗтре сӑртсен хушӑкне шуса анчӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.