Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

улӑштарма (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа килӗшӳллӗн вӗренме кӗнӗ чухнехи предметсен йӗркине вӗренӳ ҫулӗнчи октябрӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн улӑштарма юрамасть.

Помоги переводом

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

15. Анчах та леш ҫынсем патша патне пӗтӗм ушкӑнӗпех пынӑ та каланӑ: пӗлнӗ пул, патша, Миди тата Перси саккунӗ тӑрӑх, патша ҫирӗплетсе палӑртнине е кӑтартнине улӑштарма юрамасть, тенӗ.

15. Но те люди приступили к царю и сказали ему: знай, царь, что по закону Мидян и Персов никакое определение или постановление, утвержденное царем, не может быть изменено.

Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша ҫапла хуравласа каланӑ: ку ҫирӗп сӑмах, вӑл — Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисен саккунӗ, ӑна улӑштарма юрамасть! тенӗ.

Царь отвечал и сказал: это слово твердо, как закон Мидян и Персов, не допускающий изменения.

Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫак пайран вӗсем сутма та, улӑштарма та пултараймаҫҫӗ; ҫак ҫерем ҫӗр тепӗрисен аллине те куҫма пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ку — Туррӑн сӑваплӑ япали.

14. И из этой части они не могут ни продать, ни променять; и начатки земли не могут переходить к другим, потому что это святыня Господня.

Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Эфиоп ҫынни хӑйӗн ӳтне, барс хӑйӗн пӑнчисене улӑштарма пултарать-и? эсир те, усал ӗҫ тума вӗреннӗскерсем, ырӑ ӗҫ тума пултарайӑр-и?

23. Может ли Ефиоплянин переменить кожу свою и барс - пятна свои? так и вы можете ли делать доброе, привыкнув делать злое?

Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ; 8. эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.

7. И сказал царь Артаксеркс царице Есфири и Мардохею Иудеянину: вот, я дом Амана отдал Есфири, и его самого повесили на дереве за то, что он налагал руку свою на Иудеев; 8. напишите и вы о Иудеях, что вам угодно, от имени царя и скрепите царским перстнем, ибо письма, написанного от имени царя и скрепленного перстнем царским, нельзя изменить.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла; 33. аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.

32. И всякую десятину из крупного и мелкого скота, из всего, что проходит под жезлом десятое, должно посвящать Господу; 33. не должно разбирать, хорошее ли то, или худое, и не должно заменять его; если же кто заменит его, то и само оно и замен его будет святынею и не может быть выкуплено.

Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫавӑ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли выльӑх пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана мӗн кӳни пурте сӑваплӑ пултӑр: 10. ӑна улӑштарма юрамасть, аваннине начаррипе е начаррине аваннипе улӑштарас пулмасть; кам та пулин выльӑхпа выльӑх улӑштарсассӑн, улӑштаракан выльӑхӗ те, улӑштарса илекенни те сӑваплӑ пулӗ.

9. Если же то будет скот, который приносят в жертву Господу, то все, что дано Господу, должно быть свято: 10. не должно выменивать его и заменять хорошее худым, или худое хорошим; если же станет кто заменять скотину скотиною, то и она и замен ее будет святынею.

Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗр вырӑнта пусӑрӑнса ӗҫлесен ӑна улӑштарма ҫӑмӑлах мар.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кунсӑр пуҫне апатлӑха, вӑлча сапмалли вырӑнсене ҫӗмӗрнӗрен, апата улӑштарма тивнӗрен лӑкӑсем вилеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ял хуҫалӑхӗ валли кӑларакан тракторпа паллаштарнӑ май Андрей Можанов директор вӑл ялта анлӑн усӑ куракан ДТ е МТЗ йышши 7-8 тракторпа улӑштарма пултарнине палӑртса тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней