Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бастфальтен илсе килнӗ сысна ҫури ҫинчен Эмилӗн часрах манса каяс килчӗ.

Но Эмилю хотелось поскорее забыть поросёнка из Бастефаля.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Манса та кайрӑн-и?

Разве ты забыл?

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗ кӑна ун пирки часрах манса кайма тӑрӑшрӗ.

Только маме Эмиля хотелось забыть о ней как можно скорее.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чие эрехӗпе пулса иртнӗ ӗҫе Леннибергра пурӑнакансем нумайччен манса каяймарӗҫ.

Печальная история с вишнёвкой — одна из тех, о которых долго не могли забыть в Лённеберге.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сарайра Эмилӗн апат-ҫимӗҫ темӗн чухлех пуррине манса кайман-и-ха эсӗ?

Ты, конечно, не забыл, что в сарае у Эмиля всегда был запас еды.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакнашкал япала та пулма пултарать: ҫак сочиненире ҫырса кӑтартнӑ ҫӗршывсене каярахпа ҫитсе куракан ҫулҫӳревҫӗсем, ман йӑнӑшсене палӑртса тата ҫав ҫӗршывсенче тунӑ нумай ҫӗнӗ открытисем ҫинчен пӗлсе, мана иккӗмӗш вырӑна хӗссе кӑларса ман вырӑна хӑйсем йышӑнӗҫ, вара мана пӗтӗм тӗнче манса кайӗ.

Весьма вероятно также, что путешественники, которые посетят впоследствии страны, описанные в этом сочинении, обнаружив мои ошибки и сделав много новых открытий, оттеснят меня на второй план и сами займут мое место, так что мир позабудет, что был когда-то такой писатель.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑна эпӗ «суя» сӑмах мӗне пӗлтернине те манса кайма пултарни ҫинчен, гуигнгнмсен ҫӗршывӗнче пин ҫул хушши пурӑнсан та, унта чи япӑх тарҫӑ та суйса каланине илтме пултарас ҫукки ҫинчен шантарса каларӑм.

Я уверил его, что я почти забыл значение слова «ложь» и что, проживи я в Гуигнгнмии хотя бы тысячу лет, я никогда бы не услышал там лжи даже от самого последнего слуги.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ пур ехусем те суйма хӑнӑхнӑ пек суйма пачах та манса кайнӑ, ҫавнашкалах пур ехусем те хӑйсем евӗрлӗ чӗрчунсене шанмасӑр пурӑннӑ пек пурӑнма пултараймастӑп.

Я совсем отучился от лжи, свойственной всем еху, и позабыл об их всегдашней склонности относиться недоверчиво к словам себе подобных.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Уйрӑм ҫырла сӗткенӗсенчен хатӗрленӗ ҫав тӗрлӗ шывсене эпир савӑнма, ухмахланма, кичем шухӑшсем ҫинчен манса кайма, хамӑрӑн пурнӑҫра кулленех пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен манса кайма ӗҫетпӗр.

Эти напитки, приготовленные из сока особых ягод, мы пьем для того, чтобы развеселиться, одурманиться, разогнать печальные мысли, чтобы забыть все заботы и неприятности, которыми полна наша жизнь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ку ӳкерчӗке Ида нихӑҫан та манса каяс ҫук.

Сестрёнка Ида никогда не забудет этой сцены.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакна илтсен Крюсе-Майя тиф ҫинчен пачах манса кайрӗ те хӑй Катхульта май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫитме шантарчӗ.

Услышав всё это, Крёсе-Майя забыла про тиф и обещала прийти в Катхульт как можно скорее.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та ҫак вӑхӑтра вӑл Лина ҫинчен пачах манса кайнӑ, унӑн ӗҫӗсем мӗнле пыраҫҫӗ-ши?

Но за это время он совсем упустил из виду Лину, как идут у неё дела?

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра вите умӗнче выльӑх-чӗрлӗх сутма пуҫларӗҫ те, Альфредпа Эмиль Лина ҫинчен манса кайсах унталла вӗҫтерчӗҫ.

Но тут на пригорке перед хлевом начали распродавать скотину, и Альфред с Эмилем, забыв о Лине, бросились туда со всех ног, чтобы поглядеть на это зрелище.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина Эмиль амӑшӗ вӗрентсе каланине кунта килсенех манса кайнине ӑнланчӗ ача.

Эмиль сразу понял, что она забыла наставления его мамы.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Январь уйӑхӗнче, хӑвӑн ҫуралнӑ кунра, нивушлӗ манса кайрӑн?

На твой день рождения, в январе, неужели ты забыла?

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑн ҫинчен вӑл манса каяс пулсассӑн ун пирки Лина асӑрхаттарсах тӑрать.

А если когда-нибудь и забывал, то Лина никогда не упускала случая ему это напомнить.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах темшӗн эпӗ ун ҫинчен манса кайнӑ…

Но потом у меня это из головы вылетело…

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эпир Салия Амалия ҫинчен пачах манса кайрӑмӑр вӗт!

— Мы забыли про Салию Амалию!

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Паллах, паллах, — хӑвӑрттӑн каласа хучӗ вӑл, — санӑн хаклӑ аннӳ пирӗн приютра пурӑнакансем ҫинчен манса каймасть.

— Конечно, конечно, — проговорила она торопливо, — твоя дорогая мамочка не забывает на своём хуторе про нас, бедных.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, эп кунта иртнинче килсен кӑранташ шӗвӗртмелли ҫӗҫҫе манса хӑварман-и?

— Скажите, пожалуйста, я не оставил здесь перочинного ножика, когда приходил в прошлый раз?

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней