Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те паҫӑрхисемех, те урӑххисем, ялтан пӗр ушкӑн ҫерҫи кантӑр уйне каллех вӗҫсе килчӗҫ.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кантӑр вӑрри ҫисе тӑрансан, вӗҫсе пырса катемписем ҫинех канма ларчӗҫ.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Кӑнтӑрла ҫитеспе ҫисе тӑрансан тин хайсемех яла вӗҫсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫапла тем вӑхӑт хӑваласа ҫӳрерӗмӗр, анчах ҫук, пӗр ҫерҫи те вӗҫсе каймарӗ кантӑр уйӗнчен.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вӗҫме мӗнлерех пултарни ҫинчен калама та кирлӗ мар; чӗкеҫпе танлаштарас пулсан, ҫерҫие ӑна кайӑк теме те ҫук, пӗрре ларса канмасӑр пиллӗк-ултӑ минутран ытла вӗҫсе ҫӳреймест, ывӑнать.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫулла вӑрманта пурӑнчӗ, хӗл лараспа каллех пирӗн пата вӗҫсе килчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Тӗпӗр сехет иртрӗ-и, ҫук-и, вӑрмантан яла чакаксем вӗҫсе те килчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Вара эпӗ Вадим панӑ ҫӑмартасене хамӑн кӑвакарчӑнсен йӑвине, Вадим эп панӑ ҫӑмартасене хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсен йӑвине хурать, ҫапла вара, пирӗн кӑвакарчӑнсем ку ҫӑмартасенчен тухнӑ чӗпӗсене хӑйсен чӗпписем, чӗпписем кӑвакарчӑнӗсене тӑван ашшӗ-амӑшӗ, йӑвисене хӑйсен тӗп килӗ тесе шутлаҫҫӗ, ниҫта та вӗҫсе каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Улӑштарасса улӑштартӑмӑр та, анчах ҫук ҫав, ӗҫ тухмарӗ, пирӗн кӑвакарчӑнсем ют ҫӗрте пурӑнма килӗшмерӗҫ: Вадим панисем ман патран ун патне — Вӑрманкаса вӗҫсе кайрӗҫ, эп панисем ман пата вӗҫсе килчӗҫ.

Помоги переводом

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Шӑна-пӑвансен, вӑрӑм тунасен, ӳпресен ҫунаттисем ҫав нӳрӗкпе йывӑрланаҫҫӗ те, вӗсем вара ҫӳле хӑпараймаҫҫӗ, ҫӗр ҫийӗнчех вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫерҫисем, авӑ, таҫтан инҫетренех курса пӗр кӗтӳ вӗҫсе килчӗҫ те тем хушӑра тулӑпа кантӑр вӑррине кӑна мар, ҫӑкӑрне те пӗр тӗпренчӗк юлмиччен ҫисе ячӗҫ.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Паян та авӑ ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ-ҫӳреҫҫӗ те чӗпписем патне чул муклашки ӳкнӗ пек вӗлт! анаҫҫӗ, пӑхатӑн, вӗсем каллех пӗлӗтре!

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫуркунне вӗҫсе килсенех хӑмла шӑччи ҫине те ларса юрӑ шӑрантаратчӗҫ, халь, чӗпписем тухнӑранпа, эпӗ вӗсем ун пек юрланине карманпа пӗрех.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Эпӗ чӗкеҫсем ҫине ытарайми пӑхса тӑнине курсан анне те: — Тӗлӗнетӗп ҫав чӗкеҫсенчен: чӗпписене хӑш вӑхӑтра, мӗнпе тӑрантарса ӳстереҫҫӗ-ши вӗсем? Кунӗпе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, ларса канма пӗлмеҫҫӗ, — терӗ.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫак сӑнчас юман ҫумӗнче ҫапла ҫӳресе пӗр тӗлте чарӑнчӗ, темскере темиҫе хут сӑхса илчӗ те каллех вӗҫсе кайса сӗлӗ купа ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

— Сӗлӗ хывӑхӗсем, ҫилпе вӗҫсе килсе, хӑйсемех тӑрӑнса тулнӑ пуль, — терӗ Миша.

Помоги переводом

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

«Юрӗ, вӗттисем, ҫӑмӑлскерсем, чӑнах та таҫтан тинӗсрен ҫумӑрпа килсе ӳкнӗ, тейӗпӗр. Ват шаписем ӑҫтан килме пултарнӑ? Вӗҫсе килнӗ тесен, вӗсен ҫунат ҫук», — шухӑшлаттӑм эпӗ.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Инҫетрен халь ҫеҫ вӗҫсе килнӗ, ирӗкре, хӑйӗн мӑшӑр тусӗпе пӗрле, ҫурхи илеме курса киленсе пурӑнас, чӗпписене пӑхса ӳстерес, хурт-кӑпшанкӑ пухни-ҫинипе этеме усӑ тӑвас кайӑка тытса тӑвӑр читлӗхе хупса лартнӑ.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Кӗркунне ҫитрӗ, ытти шӑнкӑрчсем кӑнтӑра вӗҫсе кайрӗҫ, пирӗн шӑнкӑрч читлӗхрех ларса юлчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Тӑваттӑмӗш чӗппи те тухрӗ, анчах ҫук, ыттисем хыҫҫӑн вӗҫсе каяймарӗ, ҫӗре ӳкрӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней