Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑра (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн-чӑн паттӑрсем вӑрҫӑра кӑна пулма пултараҫҫӗ.

Настоящие герои бывают только на войне.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Вӑрҫӑра пулман ман атте, — тет Ленук ҫӑварӗнчи канфетне пӗр пит ҫӑмарти енчен тепӗр енне куҫарса.

— Мой папа не был на войне, — Ленка как ни в чём не бывало перекатывает во рту конфету.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

— Лётчик пулнӑ-и вара вӑл вӑрҫӑра?

— Он что, летчиком на войне был?

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Арҫынсем вӑрҫӑра, ялта хӗрарӑм та ачапча.

Мужчины на войне, в деревне одни женщины и ребятня.

Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.

Май йышра вӑрҫӑра пулманни ҫукпа пӗрех, кусене шанма юрать.

У меня народ все больше служивый, эти не подведут.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Килтен тухса тарнӑ хыҫҫӑн Григорий малтанхи виҫӗ эрнене Елански станицӑри Тури Кривски хуторӗнче, вӑрҫӑра пӗрле ҫӳренӗ паллакан казак патӗнче ирттерчӗ.

Первые три недели после ухода из дому Григорий жил в хуторе Верхне-Кривском Еланской станицы у знакомого казака-полчанина.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрҫӑра ним ахальшӗн пӗтнӗ ырӑ ҫынсене шел, ав, кусемшӗн никамӑн та хуйхӑрмалли ҫук.

— Жалко добрых людей, какие пропали, а об этих горевать некому.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав ылханлӑ офицер чинне вӑрҫӑра юн тӑкса илтӗм, хама, ав, ытти офицерсем хушшинче шурӑ курӑк вырӑнне хуратчӗҫ.

Кровью заработал этот проклятый офицерский чин, а промежду офицеров был как белая ворона.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсене пурне те апла ят паратӑн пулсан, кинемей, эпир пурсӑмӑр та чуниллисем.

Коли такое прозвище ты, тетушка, даешь всем, кто на войне был, тогда все мы душегубы.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Никифор Арсентьевич тата кӑштах чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн сӑмахне хускатнӑ: — Фашистла Германие вӑрҫӑра ҫӗнтерни, ачасем, ҫичӗ уйӑх ҫитет, — тенӗ вӑл васкамасӑр.

Помоги переводом

III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Шӑллӗсем — Элекҫейпе Прукка — авланса ҫемье ҫавӑраймасӑрах вӑрҫӑра пуҫ хунӑ.

Братья — Алексей и Прутко — погибли на войне, не успев создать семью.

Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Пӗррехинче Сергей вӑрҫӑра пулнӑ ҫын каласа панине аса илчӗ.

Однажды он вспомнил рассказ участника войны

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ӑнӑҫман ун вӑрҫӑра, питӗ те ӑнӑҫман.

Не повезло ему на войне, шибко не повезло.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫавӑнпа та ҫав вырӑс халӑхне хирӗҫ пуҫланӑ, чыссӑр-намӑссӑр вӑрҫӑра аркатса тӑкнӑ, халӗ мӑшкӑл курса каялла чакакан авалхи ирӗклӗ казаксен несӗлӗсем хӑватлӑ юрра салхуллӑн та чӗмсӗррӗн итлесе пычӗҫ…

И в угрюмом молчании слушали могучую песню потомки вольных казаков, позорно отступавшие, разбитые в бесславной войне против русского народа…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ ҫынсене вӗлернӗ-и вӑрҫӑра, атте?

— А ты, папанька, убивал людей на войне?

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл час-часах ашшӗнчен вӑрҫӑра мӗнле ҫапӑҫни, хӗрлисем мӗнлереххи, вӗсене мӗнле тата мӗншӗн вӗлерни ҫинчен ыйтрӗ.

Он часто приставал к отцу с вопросами, как воюют, и какие красные, и чем их убивают, и для чего.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑнлан эсӗ, вӑрҫӑра ним япала та йӑпӑр-япӑр пулмасть.

Ты в толк возьми, что на войне поспешно ничего не делается.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ пӗлместӗп, вӑл вӑрҫӑра ҫапӑҫать терӗм.

А я сказал, что не знаю: что он на войне воюет.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрҫӑра пуҫӗсене ҫиетӗн-и?

На войне губишь?

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сирӗн кашнийӗнех аннӗр пур-тӑр-ха, ывӑлӗ вӑрҫӑра пӗтессе аса илсенех питне хура куҫҫульпе ҫӑвать пулӗ… —

И, небось, у каждого из вас мать есть, и, небось, как вспомнит про сына, что он на войне гибнет, так слезьми и обольется… —

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней