Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ ывӑлне термоспа илсе килнӗ вӗри чейпе кӗтсе илчӗ.

Мать сына встретила с чаем, принесенным в термосе.

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ывӑлӗсене, мӑшӑрӗсене вӑрҫӑ уйӗнчен кӗтсе илеймен амӑшӗсемпе салтак арӑмӗсем ҫакӑншӑн вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тунӑ.

Недожавшиеся с поле брани своих сыновей и мужей матери и вдовы до земли поклонились им.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Вертолет килессе пӗр сехет кӗтсе выртнӑ хушӑра юлташсем пырса сывпуллашрӗҫ.

Когда лежал в ожидании вертолёта целый час, друзья пришли попрощались.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Хӑнана пижамӑпа мар, капӑрланса кӗтсе илмелле пирӗн.

Мы хотим встречать гостей не в пижаме, а в приличной одежде.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

- Викӑна Мускавра пушӑ вырӑнта кӗтсе илмен терӗр...

- Вы говорили, что встречали Вику в Москве не на пустом месте...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней