Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Мӗнпур тӑшману, сан ҫине пӑхса, ҫӑварне карса пӑрахнӑ, шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ те шӑлне шатӑртаттарса ҫапла калаҫҫӗ: «ҫӑтса ятӑмӑр ӑна, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе тӑраттӑмӑр, кӗтсе илтӗмӗр, куртӑмӑр!» тееҫҫӗ.

16. Разинули на тебя пасть свою все враги твои, свищут и скрежещут зубами, говорят: «поглотили мы его, только этого дня и ждали мы, дождались, увидели!»

Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ Ассири патшине мӗнле хаса патӑм, Вавилон патшине те ҫапла хаса парӑп; 19. Израиле унчченхи ҫаранӗсем ҫинех илсе килӗп, вӑл Кармил ҫинче, Васан ҫинче кӗтсе ҫӳрӗ, Ефрем тӑвӗпе Галаад тӑвӗ ҫинче вӑл тутӑ пулӗ.

18. Посему так говорит Господь Саваоф, Бог Израилев: вот, Я посещу царя Вавилонского и землю его, как посетил царя Ассирийского. 19. И возвращу Израиля на пажить его, и будет он пастись на Кармиле и Васане, и душа его насытится на горе Ефремовой и в Галааде.

Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.

15. Тогда Иоанан, сын Карея, сказал Годолии тайно в Массифе: позволь мне, я пойду и убью Исмаила, сына Нафании, и никто не узнает; зачем допускать, чтобы он убил тебя, и чтобы все Иудеи, собравшиеся к тебе, рассеялись, и чтобы погиб остаток Иуды?

Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗпе ун патне пырӗҫ, ун тавра чатӑрсем лартса тухӗҫ, вара кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче кӗтсе ҫӳрӗ.

3. Пастухи со своими стадами придут к ней, раскинут палатки вокруг нее; каждый будет пасти свой участок.

Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Сире Хамӑн чӗреме кӑмӑллӑ кӗтӳҫӗсем парӑп, вӗсем сире пӗлсе, ырӑ ӑслӑн кӗтсе ҫӳрӗҫ.

15. И дам вам пастырей по сердцу Моему, которые будут пасти вас с знанием и благоразумием

Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӑвӑн ҫулу-йӗрӳ ҫинче Хӑвна аса илсех савӑнакана, тӳрӗ пурӑнакана Эсӗ ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ.

5. Ты милостиво встречал радующегося и делающего правду, поминающего Тебя на путях Твоих.

Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара вӗсем ҫул-йӗр ҫывӑхӗнчех кӗтсе ҫӳрӗҫ, вӗсен кӗтӳлӗхӗсем мӗнпур сӑрт ҫинче сарӑлса выртӗҫ; 10. выҫӑпа тертленмӗҫ, шывшӑн антӑхмӗҫ, вӗсене шӑрӑх пусмӗ, хӗвел те ӗнтмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Хӗрхенекен ертсе ҫӳрӗ, вӗсене ҫӑлкуҫӗсем патне илсе ҫитерӗ.

Они при дорогах будут пасти, и по всем холмам будут пажити их; 10. не будут терпеть голода и жажды, и не поразит их зной и солнце; ибо Милующий их будет вести их и приведет их к источникам вод.

Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Шывсем ҫывӑхне акакансем, вӑкӑрпа ашака унта кӗтсе ҫӳрекенсем, телейлӗ эсир!

20. Блаженны вы, сеющие при всех водах и посылающие туда вола и осла.

Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Фема ҫӗрӗнче пурӑнакансем! шывшӑн антӑхакансене хирӗҫ шыв илсе тухӑр; тарса килекенсене ҫӑкӑрпа кӗтсе илӗр: 15. вӗсем ӗнтӗ хӗҫрен, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫрен, туртса карӑнтарнӑ ухӑран, вӑрҫӑ хаярлӑхӗнчен тараҫҫӗ.

14. Живущие в земле Фемайской! несите воды навстречу жаждущим; с хлебом встречайте бегущих, 15. ибо они от мечей бегут, от меча обнаженного и от лука натянутого, и от лютости войны.

Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Саншӑн, сана кӗтсе илмешкӗн ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк та хускалчӗ; саншӑнах рефаимсене, ҫӗрӗн мӗнпур ҫулпуҫне вӑратрӗ; суя тӗнлӗ халӑхсен мӗнпур патшине аслӑ пуканӗсем ҫинчен тӑратрӗ.

9. Ад преисподний пришел в движение ради тебя, чтобы встретить тебя при входе твоем; пробудил для тебя Рефаимов, всех вождей земли; поднял всех царей языческих с престолов их.

Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ун чухне кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ.

6. Тогда волк будет жить вместе с ягненком, и барс будет лежать вместе с козленком; и теленок, и молодой лев, и вол будут вместе, и малое дитя будет водить их.

Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Вут-кӑвара, ҫӑвакан пӑра, выҫлӑха, вилӗме — ҫакна пурне те тавӑрмашкӑн пултарнӑ; 37. тискер кайӑк шӑлӗ, ҫӗлен-калта сӑнни, ҫылӑхлӑ ҫынна тавӑрса вилӗм кӳрекен хӗҫ 38. Турӑ хушасса анчах хавасланса кӗтсе тӑраҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсем кирлӗ вӑхӑта хатӗр, хӑйсен вӑхӑтӗнче Унӑн сӑмахӗнчен иртмӗҫ вӗсем.

36. Огонь и град, голод и смерть - все это создано для отмщения; 37. зубы зверей, и скорпионы, и змеи, и меч, мстящий нечестивым погибелью, - 38. обрадуются повелению Его и готовы будут на земле, когда потребуются, и в свое время не преступят слова Его.

Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Асту, вилӗм вӑл кӗтсе тӑмасть, эсӗ тамӑк канашне пӗлместӗн: 13. ху виличчен юлташна ырӑ ту, вӑю ҫитнӗ таран пулӑшса-парса тӑр ӑна.

12. Помни, что смерть не медлит, и завет ада не открыт тебе: 13. прежде, нежели умрешь, делай добро другу, и по силе твоей простирай твою руку и давай ему.

Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпӗ шӑпӑрт тӑнӑ чухне вӗсем кӗтсе тӑрӗҫ, калаҫма пуҫласассӑн тимлесе итлӗҫ, калаҫӑва малалла тӑссассӑн ҫӑварне аллипе хуплӗҫ.

12. Когда я буду молчать, они будут ожидать, и когда начну говорить, будут внимать, и когда продлю беседу, положат руку на уста свои.

Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.

3. Я принадлежу возлюбленному моему, а возлюбленный мой - мне; он пасет между лилиями.

Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Манӑн савнӑ каччӑм хӑй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрӗ: вӑл унта кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет, лили чечекӗ пуҫтарать.

2. Мой возлюбленный пошел в сад свой, в цветники ароматные, чтобы пасти в садах и собирать лилии.

Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.

16. Возлюбленный мой принадлежит мне, а я ему; он пасет между лилиями.

Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эй хитререн те хитре пикемӗр, ҫавна пӗлместӗн пулсассӑн, кай та кай сурӑхсен йӗрӗпе, кӗтӗвне, качака путеккисене, кӗтсе ҫӳре кӗтӳҫ чатӑрӗсем ҫумӗнче.

7. Если ты не знаешь этого, прекраснейшая из женщин, то иди себе по следам овец и паси козлят твоих подле шатров пастушеских.

Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Каласамччӗ мана, чун савниҫӗм: кӗтӗвне ӑҫта кӗтсе ҫӳретӗн? кӑнтӑрла ӑҫтарах эс канатӑн? мӗншӗн-ха манӑн юлташусен кӗтӗвӗ тавра ҫӗтсе ҫӳрес?

6. Скажи мне, ты, которого любит душа моя: где пасешь ты? где отдыхаешь в полдень? к чему мне быть скиталицею возле стад товарищей твоих?

Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Кам суяна хӑнӑхать, ҫавӑ ҫил кӗтсе ҫӳрет, ҫавӑ вӗҫекен кайӑксем хыҫҫӑн хӑвалать: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн иҫӗм пахчине ҫӳрес ҫула пӑрахнӑ, хӑйӗн хирӗнчи сукмаксемпе аташса ҫӳрет; типӗ пушхир урлӑ, шывсӑр хӑрӑнма пӳрнӗ ҫӗр урлӑ иртет; аллипе ҫук ҫимӗҫе пуҫтарать.]

[Кто утверждается на лжи, тот пасет ветры, тот гоняется за птицами летающими: ибо он оставил пути своего виноградника и блуждает по тропинкам поля своего; проходит чрез безводную пустыню и землю, обреченную на жажду; собирает руками бесплодие.]

Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней