Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шерккей, хӑйсен умӗнче кам лаши иккенне пӗлесшӗн пулса, куҫне шӑлкаласа пӑхрӗ, — Элентейӗн пулчӗ кайрӗ.Шерккей, не веря своим глазам, протер их и узнал лошадь Элендея.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пикмӑрсапа Йӑкӑнат хӑйсен лавӗсене турат тиесе паҫӑрах ялалла уттарчӗҫ.Бикмурза с Игнатом, нагрузив свои подводы дровами, уже давно тронулись в путь.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кунта тин ҫулсем уйрӑлаҫҫӗ: Кантюк тӳрех каять, Шерккейӗн тата кӑшт иртмелле те хӑйсен тӑкӑрлӑкӗпе пӑрӑнмалла.Кандюк продолжил путь прямо, а Шерккей свернул в свой переулок.
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Аслӑ ывӑлӗпе иккӗшӗ вӗсем хӑйсен лаҫҫинче ир пуҫласа каҫчен пӗр канмасӑр тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ: ял халӑхӗ валли ҫурла шӑллаҫҫӗ, пӑта хатӗрлеҫҫӗ, сухапуҫ майлаштарасси те пулать, пуртӑ та тӑваҫҫӗ.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл, амӑшӗсем хӑйсен чи юратнӑ хӗрне качча панӑ кун ҫӗнӗ килйышра ҫӗнӗ ҫынна ялан хисеплӗх те килӗшӳ пултӑр тесе, пехиллесе парса яракан йӗрӗх пукани иккен.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей пынӑ вӑхӑтра вӑл каҫ курнӑ тӗлӗк тупсӑмне тӗпчесе пӗлнӗ те-мӗн, хӑйсен умне тумлансах тухса ларнӑ.Едва Шерккей переступил порог ее дома, она приготовилась — сидела уже одетой, ждала его.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Следовательсем арестленисене допрос тунӑ, кусем вара, хӑйсен айӑпне кӑтартса паракан япаласем, паллӑ фактсем нумай пулнипе, суйма май ҫуккипе пурин ҫине те алӑ сулнӑ та, тӗрӗссине каласа панӑ.
23. Ҫаврӑма пӗтерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑл васкасах хӑйсен ҫуртне кӗрсе ҫутӑ ҫутрӗ.
20. Шпиона тытни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Карчӑк пӳлӗме таврӑннӑ чух хӑрах алӑлли тата ыттисем те хӑйсен пистолечӗсене тӗрӗсленӗ.Когда старуха вернулась в комнату, однорукий и все остальные осматривали пистолеты.
19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ялта унтан начар пурӑнакансем те пур: Куҫинка таврашӗ, ав, миҫе ҫул пӳртсӗрех пурӑнать, ҫын патӗнче ӗҫлет, ҫавӑнтах кунне-ҫӗрне ирттерет, хӑйсен пурпӗрех нимӗн те ҫук, Тухтар ҫамрӑк-ха.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урам варринчи йывӑҫсем ҫинче ҫеҫ хура кураксем, хӑйсен йӑвисене вырнаҫсарах ларнӑ май, хутран-ситрен кранклаткаласа илеҫҫӗ те чарӑнаҫҫӗ.Только на деревьях посередине улицы сонно вскрикивают грачи, высиживающие птенцов в гнездах.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ут яракансене иртсе кӗме чӑрмав ан пултӑр тесе, пӑхса тӑракансем хӑйсен хушшинчен йӗркене пӑхакансем уйӑра-уйӑра хучӗҫ.Чтобы, не дай бог, не случилось беды, среди самих же зрителей выбрали людей следить за порядком.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ут ярса килекенсене вӗсен ҫак парнесене хӑйсен аллипе памалла.Победителям скачек они сами, своими руками, должны вручить призы.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акатуйне килекен ҫынсем хӑйсен лавӗсене ҫырма хӗрринчи йывӑҫ хӳттине хиререх тухса тӑран мӑкаҫей кӗлечӗ патне чарнӑ.Приехавшие на агатуй ставили свои подводы на берегу реки в тени деревьев и возле магазейных амбаров.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кирек мӗн пирки калаҫсан та, вӗсем хӑйсен хушшинчи чӑн шухӑшсене уҫса параймарӗҫ-ха.Говорили без умолку, но ни тот, ни другой не высказал своих истинных, потаенных мыслей.
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Селиме хӑйсен ани патне ҫитнине сисмерӗ те.
III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ытармалла мар чечен кӗвӗ чӗре патӗнче янӑрать, сӑмахӗсем те хӑйсен тӗллӗнех сыпӑнаҫҫӗ:В душе зазвучала радостная из радостнейших мелодий, слова так и рвались из него наружу:
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унта Нямаҫ виҫӗмҫул хӑйсен лавккинче ӗҫлекенӗн хӗрне пусмӑрланӑ та, хӗрӗ ҫав кунах ҫакӑнса вилчӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗр качча памалла-и, ывӑл авлантармалла-и — вӗсем хӑйсен йышши тымарсене шыраҫҫӗ: аякри Чӑвашкас Улхашӗпе те Вӑрман Шӑхалӗпе хурӑнташланаҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйсен авалхи йӑли-халанине хатарлӑн пӑхӑнса: «Эпир чиркӗве сутӑнман чӑн чӑвашсем», — теҫҫӗ вӗсем.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.