Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вар-хырӑм чирӗпе миҫе ҫын Шупашкар больницинче пулнӑ юлашки виҫӗ ҫул хушшинче, миҫе ҫын стационарта выртса тухнӑ, — ӑна та пӗлмелле.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Шупашкарта пурӗ те тӑватӑ пин ҫурӑ ҫын кӑна пурӑннӑ иккен революциччен, пӗтӗм Шупашкар уезчӗпе те ҫӗр вӑтӑр пин ҫын ҫеҫ шутланнӑ!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Карамыш ӑҫта ӗҫсе ҫинине манса каякан путсӗр ҫын мар, вӑл хӑйне ыр тунӑ ҫынсене пулӑшма яланах хатӗр.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ват ҫын ват ҫынах ҫав, старик хӑйӗн кӳршисемпе нумайччен кӑштӑртатрӗ, юлашкинчен вара урайне Пинеҫ сарса панӑ юркав ҫине пӗр купа ҫӳҫ тата сухал касса тултарчӗ.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Паттӑр ҫын паттӑр ҫынах ҫав — Карамышпа кушак шӑшипе вылянӑ евӗр вылярӗ.
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шутласан тӗлӗнсех кайӑн ҫав: халиччен ӗҫкӗпе супнӑ ҫын пулсан ним калама та ҫук, ӗҫке пула шар курчӗ теме пулать, ара, Яхуте ӗҫке ярӑннӑ ҫын мар-ҫке.
14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗтӗм ҫын сан ҫине пӑхать, сан ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫать, тӗл пулан ҫын пуҫ таять, сума сӑвать.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Таврари кӑҫал качча кайнӑ е ҫураҫса хунӑ мӗн пур хӗрсенчен пухнӑ тата хӑш-пӗрисем хушса панӑ парнесене илессишӗн ҫынсем чӑм шыва ӳксе кӗрешрӗҫ, лаша пуррисем — хӑйсен лашипе, лаша ҫуккисем ҫын лашипе ут ячӗҫ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑйхаях та пуҫӑм, ҫамрӑк чунӑм, Ҫын хурламассерен хурланать, Ҫын хурласан пушшех хурланать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑй алманчи ҫынсенчен виҫерен ирттерсе ясак пуҫтарнине вӑл пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, Урасмет иртӗхнӗ пирки ун патне пӗр ҫын кӑна мар килсе ӳпкелешнӗ.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тинкеререх пӑхсан, ҫав ҫырла ҫын куҫне йӑмӑхтарса ярать тет, ҫын куҫӗнчен вӗри куҫҫуль юхма пуҫлать тет.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Ҫук, тӳрӗ ҫын мар ҫав ман алманчӑ, — терӗ вӑл, — кӗрӳ тума юрӑхлӑ ҫын мар.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ак ку (Булат Ширин хӗрлӗ сухаллӑ ватӑрах ҫын ҫине кӑтартрӗ) куназ-дипломат Айдулла, ак ку (вӑл ҫамрӑк ҫын ҫине пӳрнипе тӗллерӗ) — куназ Ибрагим, бакшей Бозекӑн чи лайӑх вӗренекенӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хапхана ялан ҫын шаккать, ялан ҫын шаккать.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пурте пуян ҫын ячӗ, куштан ҫын ячӗ».
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Мӗнле калас, вырӑссен ҫакнашкал сӑмах пур: сӑрт-тупа сӑрт-ту тӗл пулмасть, ҫынпа ҫын тӗл пулать.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫын ӗҫ вӑйӗпе усӑ курса пуякана ҫеҫ пуян ҫын теме пулӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пирӗн халӗ пин ҫын мар, темиҫе миллион ҫын выҫӑ ларать, ҫитменнине тата, тифпа чирлет.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хусанта Соньӑн пӗр ҫывӑх ҫын та пулман пирки карчӑка пытарма ют ҫынсене чӗнме тиврӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Сӑртпа сӑрт тӗл пулас ҫук, ҫынпа ҫын хӑҫан та пулин тӗл пулаҫҫех.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.