Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ те акӑ, сарай тӑррине витсе пӗтерсен, вӑл ҫӗре анса яка хунӑ улӑм хӗвелпе йӑлтӑртатнине тахҫанччен савӑнса пӑхса тӑчӗ.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун умӗнче хӗвелпе пиҫнӗ лавҫӑ-хӗр, полустанокран килнӗ чухне ҫул ҫинче курнӑ хӗр тӑрать.перед ним была смуглолицая девушка, которую он встретил по дороге с полустанка.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑкӑрсем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, лавҫӑ урапа айне сулхӑна бурка сарса ларчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ урисене тӑсрӗ, юбкине тирпейлерӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей урапапа юнашар утса, ҫӗр ҫине йӑмӑх хӗрлӗ мӑкӑнь ҫеҫкисем ӳкнине курса пычӗ, темшӗн ӑна ҫак хура куҫлӑ хӗр ӑнсӑртран, ахаль тӗл пулнӑ хӗр пек туйӑнмарӗ, фронтра чухнех, тӑван тавралӑх, тӑван станица ҫинчен шухӑша каймассерен, ун умне хӗвелпе пиҫнӗ ҫакӑн пек ятсӑр хӗр тухса тӑнӑ, ӑна кӗтнӗ пек, ӑна юратнӑ пек туйӑннӑ, халӗ ӗнтӗ пулас арӑмӗ пек туйӑнчӗ…
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗр, хӑрах урипе урапа ӳречи ҫине тӑрса, аллинчи чӑпӑрккине сывлӑшра ҫавӑрса илчӗ те ун хӗвелпе хуралнӑ пичӗ сасартӑк савӑнӑҫлӑн ҫуталса кайрӗ.Девушка поставила одну ногу на грядку, взмахнула кнутом, и смуглое ее лицо вдруг повеселело.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗр те ҫар ҫыннисене асӑрхарӗ, хӑвӑрт тӑрса, хӗвелпе пиҫнӗ урисене кӑшт анчах витекен юбкине юсарӗ, темле ун аллине вӑкӑр куҫӗ пысӑкӑш тӗкӗр пырса лекрӗ, пӗр самантрах вӑл хӑйӗн кӑштах ыйхӑллӑ куҫӗсене пӑхса илчӗ, хӑпартласа ҫыхнӑ тутӑрне куҫхаршисем тӗлӗнче юсарӗ те ҫамки ҫине, темле асӑрхаман пек, йӑмӑх хура ҫӳҫ пайӑркине кӑларса ячӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Епле апла? — ыйтрӗ Петро, кӗпине хывса хӗвелпе хӗрелсе кайнӑ мӑй сыппинчен аялалла шап-шур шуралса анакан ҫан-ҫурӑмне ҫарамаслантарса.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Нумайранпа курмасӑр пурӑннӑ хушӑра унӑн пичӗ тӗлӗнмелле улшӑннӑ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса кайнӑ, шурӑ тулӑ тӗслӗ мӑйӑхӗсене хачӑпа касса кӗскетнӗ, кӗмӗл евӗр куҫхаршийӗсене хӗвел ӗнтсе янӑ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвелпеле уйӑх ҫутӑ пулаҫҫӗ, ҫавнашкалах эпӗ те, туррӑн чури, хӗвелпе уйӑх ҫутипе ҫирӗплентӗм.Солнце и месяц светлы бывают, так и я, раб Божий, ими укреплен.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвелпе ӗнсе кайнӑ сӑрт тӳпине вахмистр, ун хыҫӗнчен казаксем пӗрерӗн-пӗрерӗн улӑхса тӑчӗҫ, тинкерсе пӑхма тытӑнчӗҫ.Вахмистр, за ним казаки по одному въезжали на выжженную солнцем вершину, всматривались.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй вӑл хӗвелпе пиҫсе кайнӑ аллисемпе ытам тулли шыв чечӗкӗсем тытнӑ та кӑкри ҫумне хӗстерсе пырать.Загорелыми руками прижимала к груди ворох желтых водяных кувшинок.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сывлӑшпа, хӗвелпе ҫӗкленет ҫӗре таптаса лӳчӗркенӗ тырӑ туни; малтан авӑнать, вӑй ҫитейми йывӑр ҫӗклесе лутӑрканнӑ ҫын манерлӗн, унтан тӳрленет, пуҫне ҫӗклет, вара яланхи пекех ӑна кун ҫути ҫутатать, яланхи пекех хумхантарать шухӑ ҫил…
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫурӑмӗ ҫинче, хул калакки айӗнче, халь кӑна чӗрӗлсе кайнӑ хура кӗпе лӑстӑкӗ лӑстӑртатать, ун айӗнчен хӗвелпе саралнӑ ӳт лаптӑкӗ виҫкӗтеслӗн курӑнать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвелпе хӑмӑрланнӑ пӳрнисемпе саппун хуртине хыпашлакаласа, алӑкран хӑюсӑррӑн Наталья кӗрсе тӑчӗ.В дверях несмело стала невеста, смуглыми пальцами суетливо перебирая оборку фартука.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ савӑнӑҫлӑ пичӗ, ик куҫ хушшипе куктӗррипе чӑпарланнӑскер, ак ҫапла каланӑннах туйӑнать: «Мана паян савӑнӑҫлӑ та ырӑ, мӗншӗн тесен пӗр лӑстӑк пӗлӗтсӗр тӳпепе сенкерленекен кун та савӑнӑҫлӑ, ырӑ; мӗншӗн тесен манӑн чунӑмра та ҫакӑн пекех сенкер шӑплӑхпа тасалӑх; мана питӗ савӑк, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар».
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унтан вӑл арӑмне васкамасӑр, кил хуҫи пек, чуптуса илчӗ, аллине нумайччен унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче тытса тӑчӗ: хӗвелпе тата ӗҫпе пиҫнӗ алӑ Аксинйӑн шурӑ кофти ҫинче кӑмрӑк пек хура курӑнать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Днепр варрине пӑхма хӑяймаҫҫӗ вӗсем: хӗвелпе кӑвак тӳпесӗр пуҫне никам та пӑхмасть унта; сайра кайӑк вӗҫсе ҫитме пултарать Днепр варрине.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак тӗксӗмрех хӑмӑр сӑхман, эхер те ун ҫумне перӗнес-тӑвас пулсан, вӑл тусан пулса вӗҫессӗн туйӑнать; хулпуҫҫийӗсем ҫине усӑна-усӑна аннӑ вӑрӑм та хура ҫӳҫӗсем, хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ ҫара урисем ҫине тӑхӑнса янӑ пушмакӗсем, — ҫаксем пурте унпа нихҫан уйрӑлми пӗтӗҫсе кайнӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫаплипех ҫуралнӑ тейӗн ӑна.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Мӗн пирки хуйӑха ӳкрӗн, Грицько? — кӑшкӑрса илчӗ хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ сӑн-питлӗ вӑрӑм цыган, пирӗн йӗкӗте хулпуҫҫийӗнчен хаплаттарса.— О чем загорюнился, Грицько? — вскричал высокий загоревший цыган, ударив по плечу нашего парубка.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чипер хӗр, паллах ӗнтӗ, унӑн хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ сӑн-питне асӑрхамасӑр иртме пултарайман.Красавица не могла не заметить его загоревшего, но исполненного приятности лица
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.