Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫук, ку япалана капла хӑварма юрамасть», — шухӑшласа илтӗм эпӗ, вара каллех ҫав господин патне тухса, ӑна ҫав тери усал сӑмахсем калама, е, тен, май килес-тӗк, ӑна пуҫӗнчен ҫурта лартмалли ывӑспа ҫапма ҫирӗппӗн шут тытрӑм та ура ҫине тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл чӗлхене пӑсса ҫав сӑмахсене каланӑ хушӑра эпӗ унӑн аялалла уснӑ куҫӗсем ҫине анранӑ евӗр пӑхса тӑтӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывӑхри ҫынсем эпӗ иккӗмӗш курсри икӗ студента палланине курма пултарасси ман кӑмӑла килчӗ те, эпӗ вӗсене хирӗҫ хыпалансах ура ҫине тӑтӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Иконинпа пӗрле сӗтел патне пырса тӑтӑм, ку сӗтел хушшинче виҫӗ профессор ларать; анчах вӗсенчен пӗри те эпир пуҫ тайнине хирӗҫ ответлемерӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирпе ҫывӑрса юласран хӑраса, эпӗ ҫӗрле темиҫе хут вӑрана-вӑрана кайрӑм, улттӑмӗш сехетре ура ҫине сиксе тӑтӑм.Я несколько раз просыпался ночью, боясь проспать утро, и в шестом часу уж был на ногах.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗскен каласан, япаласем мар, эпир вӗсем ҫине пӑхасси кӑна пур тесе шутлакан Шеллингпа пӗр шухӑшлӑ пулса тӑтӑм.Одним словом, я сошелся с Шеллингом в убеждении, что существуют не предметы, а мое отношение к ним.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче ман пуҫа: телей тулашри сӑлтавсенчен мар, ҫав сӑлтавсем ҫине хамӑр епле пӑхнинчен килет, тертсене тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ ҫын телейсӗр пулма пултараймасть, текен шухӑш пырса кӗчӗ те, эпӗ, хама ӗҫе хӑнӑхтарас шутпа, Татищев лексиконӗсене пилӗкшер минут хушши алӑсене тӑсса тытса тӑтӑм, алӑсем тем тери ыратсан та тӳсрӗм, е чӑлана кӗрсе, хама ҫара ҫурӑм тӑрӑх кантӑрапа куҫҫуль тухичченех ҫатлаттартӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн виҫ кӗтеслӗ тутӑрӗпе куҫҫульне шӑлса, арча ҫинче выртакан Маша ҫине эпӗ чылайччен пӑхса тӑтӑм, хам Василий пирки урӑхла шухӑшлама пуҫласшӑн тем тӗрлӗ те тӑрӑшса, хӗре вӑл мӗн енчен ҫав тери илӗртӳллӗ курӑннине пӗлесшӗн пултӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кукамай аллине тӑснӑ еннелле пӑхрӑм, унта Сен-Жером сюртукне курсан, чӗре тапма чарӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ, вара пуҫа тепӗр еннелле пӑртӑм та пӗр вырӑнта хытса тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Соньӑна курайми пулса тӑтӑм, пурпӗрех ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӑм; вӑйӑ пӗтсен, ҫак ултавҫӑ хӗр, Сережӑпа Катенька, виҫҫӗш пӗрле, кӗтесселле кайрӗҫ те тем ҫинчен вӑрттӑн калаҫа пуҫларӗҫ.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӑраҫҫисене каланӑ вырӑнта тупсан, эпӗ ещӗке уҫасшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах манӑн ҫав ҫыхӑри пӗчӗк ҫӑраҫҫи мӗне уҫма пултарнине пӗлес килчӗ, ҫавӑнпа тӑхтаса тӑтӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хам пур енчен те — класра ларманнишӗн те, юраман вырӑна килнишӗн те — айӑплине туйрӑм, ҫавӑнпа чӗнмесӗр, пуҫа усса тӑтӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шухӑшӗпе вӑл аннене курасшӑн пулнине ӑнлантӑм та чарӑнса тӑтӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсир пире юратмастӑр-и вара? — терӗм эпӗ ӳпкелешсе, хам йӗрсе ямасӑр аран чӑтса тӑтӑм.— А нас разве вы не любите? — сказал я с упреком и едва удерживаясь от слез.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлтунӑ чухне эпӗ йӗркене уяса йӗтӗм, сӑхсӑхкаларӑм, пуҫ тайрӑм, анчах ӑшӑмра пачах кӗлтумарӑм, лӑпкӑнах тӑтӑм; ҫие тӑхӑннӑ ҫӗнӗ пӗчӗк фрак хулайӗнчен хӗстерни пӑшӑрхантарчӗ, шӑлавар пӗҫҫисене ытлашши варалас марччӗ тесе шухӑшларӑм, кунти мӗнпур ҫынсем ҫине вӑрттӑн сӑнаса пӑхкаларӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн питне курас тесе, эпӗ тенкел ҫине тӑтӑм; анчах унӑн пичӗ тӗлӗнче мана каллех ҫав шупкарах сарӑ таса япала курӑнчӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ сиксе тӑтӑм та: «Мӗн пулчӗ сире?» — тесе ыйтрӑм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тӑват уран тӑтӑм, унӑн сӑн-питне уҫӑмлӑн курса, пуҫа утиялпа хупларӑм, ӑна пур енчен те хам ая ҫавӑрса чикрӗм, пӗр шӑтӑк юлми хупласан, выртрӑм та, ырӑ ӑшша туйса, тутлӑ ӗмӗтсемпе асаилӳсем ӑшне путрӑм.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вӑл хӑлхисем хыҫне тирпейлесе пуҫтарнине, эпӗ халиччен курман ҫамкипе тӑнлавне уҫӑ хӑварнине пӑхса тӑтӑм; пысӑк симӗс тутӑрпа сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ курӑнмалла ҫӑтӑ-ҫӑтӑ чӗркенине те куртӑм; вӑл хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк пӳрнисемпе ҫӑварӗ тӗлне уҫӑ вырӑн туман пулсан, пӑчӑхса вилме те пултаратчӗ; хӑйӗн амӑшӗ хыҫҫӑн пусма тӑрӑх аннӑ чухне хӑвӑрт пирӗн еннелле ҫаврӑннине, пуҫ сӗлтнине, вара алӑкран тухса кайнине те пӑхса юлтӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ урасемпе питӗ кулӑшла япаласем турӑм; е, урасене мӑнкӑмӑллӑн ҫӗкле-ҫӗкле, лашалла вӗтӗ юртӑпа чупрӑм, е, йытта ҫиленнӗ така евӗр, пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑтӑм, ҫаксене тунӑ чух кӑмӑл туличчен ахӑлтатрӑм, куракансем ман пирки мӗн шутласси ҫинчен нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмарӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.