Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте ӗҫе кайрӗҫ вӗт-ха.

Ведь все пошли па работу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах та юлашки вӑхӑтра онлайн-куҫаруҫӑсем вӑйлӑ аталанса кайрӗҫ.

Помоги переводом

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Хамӑр тӑвансем кӳршӗ яла хӑнана илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

— Пире уес хулине Чикмене илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна тирпейлесе пытарсанах пӗр тӗттӗм каҫхине лашана витерен вӑрласа кайрӗҫ, кӑшт каярахпа юлашки сурӑха кашкӑр тытса ҫирӗ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк кунсем, ыр кунсем Иртсе кайрӗҫ тӗлӗк пек.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Икӗ лав ун ҫумӗнченех, ӑна кӑшт ҫеҫ ӳпӗнтерсе ямасӑр, вӑшлаттарса иртсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав каҫ Иванов, Павлов, Пазухин хӗрсемпе сывпуллашма кайрӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Левашовӑн ывӑлӗ Пазухинпа паллашрӗ те, икӗ каччӑ, вырӑспа чӑваш, хӑвӑрт туслашса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хор пачӑшкӑ кӗлли хыҫҫӑн «амин» тенӗ чух чиркӳре сасартӑк пӑшал сассисем илтӗнчӗҫ, йӑл-ял! ҫутӑсем курӑнса кайрӗҫ (вулӑс кантурӗнче ӗҫлекен писсӑрсем иллюминаци тӑвасшӑн пулнӑ-мӗн).

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лисука анаткассем пасартанах «вӑрласа» кайрӗҫ, анчах вӑл ҫав каҫах, хӗве хупнӑ йӑлине тунӑ хыҫҫӑн, киле тарса килчӗ, виҫӗ кун анкартинчи арлаҫҫинче пытанса пурӑнчӗ.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— «Аллилуя! Аллилуя»! — ҫӗр шӑнкӑрав харӑс янранӑ пек илтӗнсе кайрӗҫ ачасен сассисем.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсенчен кашниех Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче хӑйӗн пысӑк пултарулӑхӗпе палӑрнӑ: Ивановпа Васильев — сӑвӑҫсем, пӗри «Нарспи», тепри «Янтрак янтравӗ» ҫырса чапа тухрӗҫ; Павловпа Пазухин — талантлӑ музыкҫӑсем, шкулти чи ӑста купӑсҫӑсем, иккӗшӗ те Чӗмпӗрти Дворянсен пуххинче пысӑк концерт кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫӗкленсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн алтӑр куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, сӑнӗ-пичӗ хытӑ хавхаланнӑ чухнехи пек курӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн витӗр куран куҫӗпе, «леш тӗнчере» пулса курнӑ ҫын куҫӗпе, тӗл пулсан, Лавр Кузьмич чӗри, вӑйлӑ ток ҫапнӑ пек, шарт сикрӗ, чӗркуҫҫи сыпписем ҫемҫелсе кайрӗҫ, урисем чӗтрене ерчӗҫ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӑртакран урайӗнчи ҫынсем те, мухмӑр пуснипе йынӑшкаласа, анаслакаласа вӑранчӗҫ те: «Часрах пасарта вырӑн йышӑнмалла», — текелесе, чей ӗҫмесӗрех тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтанлӑха Лавр Поля патӗнче хваттере кӗнӗ пек ҫеҫ пурӑнма шутланӑччӗ, анчах хӑй те сисеймерӗ, иккӗшӗ арлӑ-арӑмлӑ пулса кайрӗҫ.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Икӗ летчикӗ, кун каҫа ӗҫлесе ӗшеннӗскерсем, тӳрех харлаттарса ҫывӑрса кайрӗҫ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пурте аэродрома кайрӗҫ, — анасласа пӗлтерчӗ мана ыйхӑланӑ ватӑ техничка.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Икӗ хӗр ҫав ҫулпа вагонеткӑсем тӗртсе килчӗҫ те кухньӑри хатӗр апата сыснасен «столовӑйне» илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней