Поиск
Шырав ĕçĕ:
Том ирӗксӗрех каялла чакрӗ:
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Хӑрушӑ! — ирӗксӗрех персе ячӗ Том.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗсем ирӗксӗрех пӗр-пӗрне аллисенчен ярса тытрӗҫ, самаях шикленсе йӗри-тавра пӑхса илчӗҫ.Невольно мальчики схватили друг друга за руки, пугливо осмотрелись.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пичӗ хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ, куҫӗсем пӗр вӑхӑтрах ҫиллессӗн те тархасласа та пӑхаҫҫӗ, вӗсем ҫинче ирӗксӗрех тухма пуҫланӑ куҫҫулӗсем палӑраҫҫӗ.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ирӗксӗрех пирӗн калаҫу чарӑнчӗ, пурте ҫав палламан ҫын ҫине пӑхрӑмӑр.Мы невольно прекратили разговор и вопросительно смотрели на незнакомца.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ ирӗксӗрех куҫсемпе леш ырханкка хӗрачана шырама тытӑнтӑм.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑкӑрӗ — вӑкӑр пултӑр-ха, вӑл мана ирӗксӗрех пулӑшрӗ.
3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫапӑҫу мӗнле вӗҫленнине татса параканӗ ирӗксӗрех унӑн пӗрчаткӑллӑ аллине тытса, унӑн пуҫӗнчен ҫӳле ҫӗкленӗ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Унӑн халӗ ирӗксӗрех ҫине-ҫинех тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫапнисене чӑтӑмлӑ тӳсӗмпе чӑтакан ҫак айвана хисеплемелле пулнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Унӑн ирӗксӗрех, шухӑша умӗнче выртакан ҫыру ҫине куҫарас майпа, ҫырнине тепӗр хут вуласа тухмалла пулнӑ.Ей пришлось перечитать письмо, которое она запечатала, чтобы снова войти в ритм работы.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ҫав тери салхуллӑ та хурлӑхлӑ ӳлеҫҫӗ йытӑсем, Вияль вара ирӗксӗрех пуҫне тата аялараха усрӗ, хӑйӗн питҫӑмартийӗ тӑрӑх вӗри куҫҫулӗ юхса анчӗ.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Ҫук, капла ӗҫ тухмасть, — терӗ Петя, ирӗксӗрех сассине улӑштарса, хаяртараххӑн.— Нет, так дело не пойдет, — невольно отчужденным тоном сказал Петя.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ун пек чухне вара Тавыль ашшӗне хаваслансах итлет, ҫав тери аван пек туйӑнса каять ӑна, ҫавӑнпа вӑл ирӗксӗрех шухӑша каять: «Эпӗ те аттепе, Петьӑпа Кэукай хӑйсен ашшӗсемпе пурӑннӑ пек, пурӑнатӑп! Часах лайӑх ҫынах пулать ак вӑл, ун чухне вара, тен, анне те пирӗн пата таврӑнать», — тет.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл ирӗксӗрех шкула, хӑйӗн учительницине аса илчӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэукай ашшӗ хавхаланса калаҫнине илтрӗ те хӑй те ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗ.В голосе отца Кэукай почувствовал столько бодрости, что невольно заулыбался.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Хам тӑвас тенӗ пек тума йывӑр ҫав, питӗ йывӑр», — шухӑшларӗ Кэукай; аллисем вара ирӗксӗрех тума пуҫланӑ статуэтка патнелле туртӑнчӗҫ.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Сунара каяс тесе, ҫутӑлас умӗн тинӗсе тухрӑм, ирччен ҫеҫ ҫӳрес тесеттӗм, анчах байдарӑна пӑр хӗстерсе лартрӗ те, ирӗксӗрех тинӗсре юхса ҫӳреме лекрӗ», тесе калас шухӑшӗ пурччӗ ун.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Чочой аван тӗлӗк курать, — терӗ Том, хӑй те ирӗксӗрех йӑл кулса.— Что-то хорошее приснилось Чочою, — сказал Том, невольно улыбаясь.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вара Актушӑн ирӗксӗрех, уксахласа, йӗпе хӑйӑр тӑрах утма тиврӗ.Так и пришлось Актушу плестись, прихрамывая, по мокрой отмели.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеярӑн ирӗксӗрех ӑна хӑйпе пӗрле илме тиврӗ.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.