Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ пултаруллӑ ҫамрӑк вӗренсе тухрӗ унтан!..

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Приготовительнӑй класран вӗренсе тухсан, унӑн пӗрремӗш класа куҫмаллаччӗ, анчах вӑл ҫуллахи каникула яла кайрӗ те Чӗмпӗре урӑх таврӑнмарӗ.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Якур вӗренсе тухса учителе кӗрсен, шалу илекен пулӗ-и тесе ӗмӗтленсеттӗм те — пулмарӗ.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫимеккейренех Матви кӗсле калама вӗренсе юлчӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунтан вӗренсе тухсан, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне кайса кӗме тӑрӑшас пулать.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланма вӗренсе ҫитнӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар Каюров училищӗрен лайӑх вӗренсе тухрӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ун умӗнчех Нина Сарилова музыка училищинчен вӗренсе тухрӗ те Хусан консерваторине кайса кӗчӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш курса аран ҫеҫ куҫнӑскер, ялан кӳлешекен арӑмӗ хӳптӗрленипе кӳтсе ҫитнӗскер, Лавр кӑлӑхах вӗренсе вӑхӑта сая ярас темерӗ, училищӗрен пӑрахса кайрӗ те «Художник» артеле ӗҫлеме кӗчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, ватӑ пахчаҫӑ ҫак авалхи чӑваш «барометр» вӑрттӑнлӑхне аслашшӗнчен вӗренсе юлнӑ.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ ӑна, кукурузине, нихҫан та хирӗҫ пулман, анчах сӑнавсӑр-мӗнсӗр, вӗренсе ҫитмесӗр, уйӗ-уйӗпе кукуруза акнине хирӗҫчӗ эпӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрҫӑччен каҫсерен килтех вӗренсе ларнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня ҫак хушӑра нумай чӑваш сӑмахӗсене вӗренсе ҫитрӗ, хӑш-пӗр ҫӑмӑлтарах пуплевсене чиперех ӑнкаракан пулчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халӗ вӑл чӑвашла та аванах калаҫма вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Асанкасси ялне вырӑс хӗрӗ 1974 ҫулта, И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, направленипе ӗҫлеме килнӗ.

Помоги переводом

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ӗҫленӗ вӑхӑтрах куҫӑмсӑр майпа ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Помоги переводом

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Вӗсем 1925-1930 ҫулсенче ҫитӗннисене вӗрентнӗ вӑхӑтра ҫеҫ ҫырма вӗренсе юлнӑскерсемччӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫавӑнпа вӗсен ачисем ӗҫе курса ҫеҫ мар, хӑйсем ӗҫлеме вӗренсе ҫитӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗренсе тухсан, ҫемьене пулӑшмаллаччӗ-ӗнтӗ Ленӑн.

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней