Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лидия Ивановна чӗнтӗр тытнӑ пӗчӗк шур батист кофта тата утнӑ чухне кӑштӑртатакан хура пурҫӑн юбка тӑхӑннӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ялта вӗсен тӗлӗнмелле хӗрлӗ пӑру пулнӑ, ҫамки ҫинче тата кӑкри ҫинче унӑн пӗрер шур пӑнчӑ пулнӑ.Какой у них в деревне занятный теленок был, весь рыжий, а на лбу и на груди по белому пятнышку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Пирӗн юна шур ҫырли сӗткенне кӑларнӑ пекех пӑчӑртаса кӑлараҫҫӗ! — тет вӑл хӑйӗн кӗмсӗркке сӑмахӗсемпе.— Из нас жмут кровь, как сок из клюквы! — падали на головы людей неуклюжие слова.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Бродвей урамӗпе темӗнле тӑкӑрлӑк кӗтессинче булкӑсемпе сутӑ тӑвакан лавккана кӗнӗ, пысӑк шур ҫӑкӑр татӑкне тӗллесе кӑтартса, укҫа тытнӑ аллине тӑснӑ.
XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Кӑнтӑр кунӗнчех шур тӗтре ӑшӗнче капитана темскер курӑннӑ пек туйӑннӑ пулас.Среди белого дня, в молочной мгле что-то, видно, почудилось капитану.
IV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Океан ҫинче музыка сасси инҫе-инҫе саланнӑ, ун ҫумне шыв хумӗсен юрри хушӑннӑ, хумсем шур кӑпӑксене ҫӳлелле ывӑтнӑ, дельфинсем карап ҫуммипе выляса ирте-ирте кайнӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тарӑн шур юра ашатӑп Вӑй-халтан кайса йӑлтах…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Лартать шӑлса шур юр та Пӗлтӗрхи хавшак ҫурхи йӗре…
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Лартать шӑлса шур юр та Пӗлтӗрхи хавшак ҫурхи йӗре.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Курӑк вырӑнне шур ҫеҫкеллӗ пысӑк мар йывӑҫсем пуҫланчӗҫ, вӗсен хушшинче Ҫӗнӗ Зеландире питӗ ӗрчекен упа саррисем те пур.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шур ӳтлисен какайне илсен вара, вӗсем ӑна юратсах каймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шуррисем апата тӑварпа ҫиеҫҫӗ, тӑвар ҫини вӗсен какайне пӑсать теҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫын какайне ҫиме вӗсене шур ӳтлисем вӗрентнӗ тесе те ан шухӑшлӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Токарев арӑмӗ Дарья Фоминична, упӑшки пек мар ҫӳллӗ те тӑн-тӑн хӗрарӑм, Павел умне турилккепе вир пӑтти лартрӗ те, шур саппунӗпе нӳрлӗ тутисене шӑлса: — Ҫи, ачам, — терӗ кӑмӑллӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Шур ӳтлӗ ҫын хуть кам пулсан та, колонист-и вӑл, эмигрант-и, вут касакан, е выльӑх ӗрчетекен пулсан та, ҫак вырӑнӑн чиккине каҫса кӗме пултарать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Павела хӑйӗн тӑванӗсемпе тусӗсене курма май килмерӗ, мӗншӗн тесен Шепетовка хулине каллех шур поляксем илнӗ, халӗ вӑл вӑхӑтлӑха фронтӑн чикки пулса тӑнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Серёжкӑн шур ҫӳҫлӗ йӑмӑкӗнчен пытарма пултараймарӗ вӑл, мӗншӗн тесен хӗрлӗ пуҫлӑ Климка ҫак чипер хӗр ҫине хӑй мӗнле пӑхни ҫинчен хӑй те татсах калама пултараймасть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Шур пӳрт тунине курсан виле пуласса пӗлтерет тесе калатчӗ те анне.Матушка говорила, что если увидит, что дом строится, то будет смерть.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Сӑрт тӑрринчи ҫил армань Вӑшӑл-вӑшӑл ҫунатлӑ, Ҫуначӗсем тӗрӗллӗ, Тӳпеттейӗ чӗнтӗрлӗ, Аркийӗсем хӑюллӑ, Пуставӗсем кӑшӑллӑ, Ырҫийӗсем ҫӑнӑхлӑ, Алӑкӗсем сӑлӑплӑ, Пусмийӗсем шур чуллӑ, Хӳри вӗҫӗ — тӗвӗшлӗ.
Ҫил армань // Валем Ахун. https://chuvash.org/lib/haylav/7407.html
Кӗвӗр сӗрме купӑсӗ шӑплансанах шур сухаллӑ Чике старик куҫран ҫухалать.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Хайхи старик шур сухалӗпе чаплӑ паттӑра кӑтӑклама пикенчӗ.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.