Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тинӗс сăмах пирĕн базăра пур.
Тинӗс (тĕпĕ: тинӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗс вӑл ай-ай мӗнле пысӑк.

Помоги переводом

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, тинӗс ҫакӑн пек пулать-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Вова, вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса кайнӑ шыв ҫине кӑтартса.

Помоги переводом

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанах Калуга облаҫӗнчи Обнинск хулинчи чаҫре вӗренет, кайран ӑна Ҫурҫӗр тинӗс флотне, Североморск хулине, службӑна ҫирӗплетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Пирӗн тӑван нумай мар, Атӑл хӗрринчен пуҫласа Тинӗс хӗрне ҫитиччен.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлет-Гирей тинӗс таврашӗнче ҫеҫ ашкӑнса ҫӳресшӗн мар иккен-ха, ҫеҫен хирсем урлӑ каҫса Мускав патнех ҫывхарасшӑн.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Волгоград, Куйбышев хулисем патӗнче юхан шыв мар, тинӗс ку теме пулать, мӗншӗн тесен кунта электростанци тума Атӑла урлӑ каҫӑ картларӗҫ.

Помоги переводом

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр юхан шывсем, йӑлтӑр-йӑлтӑр кӳлӗсемпе ем-ешӗл улӑхсем, вӑш-вӑш ҫил вӗрнӗ чух кӑмӑллӑн пӑшӑлтатса, лӑпкӑ ир-каҫ шӑп-шӑппӑн ларакан вӑрмансем, тинӗс евӗр курӑнакан шав-хумлӑ тыр-пул уйӗсем…

Помоги переводом

Умсӑмах // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3 с.

Теприсем ҫирӗп чӗреллӗ, вӗсен вӑй-халӗ тинӗс пек вӑйлӑ та сарлака, вӗсем хӑйсен тӗллевӗ патне ҫитеҫҫех.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Унтан, ерипен, кустӑрма пек юр вӗҫсе кайрӗ, кайран вӑл, тинӗс хумӗ пек, пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса, вӑйлӑланса пычӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Унта ҫӑл та палкаса тухнӑ, улмуҫҫи пахчисем те чечекленсе ларнӑ, йӗри-тавра тухӑҫлӑ тырӑ-пулӑ тинӗс пек: хумханса ларнӑ.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

- Эсир Хура тинӗс флотӗнче хӗсметре тӑракан чӑваш ҫамрӑкӗсемпе те, хамӑр ентешсемпе те тӗл пулнӑ…

Помоги переводом

Крымпа Севастополь ертӳҫисем пирӗн пата килӗҫ // И.КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 1 с.

Тата ҫак ҫулсенче чапа тухнӑ темле Давыдов Тинӗс пирки салтаксем нумай калаҫаҫҫӗ, Вӑрҫӑ вӑрҫман чухне унран пусӑрӑнчӑк ҫын пулман теҫҫӗ.

А еще солдаты без умолку рассказывали про геройства какого-то Дениса Давыдова, который до войны был самым тихим среди товарищей, даже трусоватым.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан Раҫҫей 1806 — 1812 ҫулсенче Хура тинӗс таврашне хӳтӗлесе Турципе ҫапӑҫнӑ.

Потому что Россия вела постоянные войны. В 1806–1812 годах воевала с Турцией за черноморское побережье.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пин-пин ӑс тупсӑмӗ — наука, Мӗн ӗмӗр пухнӑ вӑй-хӑват Пуҫларӗ ҫӗнӗ талпӑну халь — Таҫта-таҫта та ҫул хывать Ҫӗр айӗ, ҫийӗ, тинӗс, космос.

Помоги переводом

Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

1972—1974 ҫулсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ, Мурманск облаҫӗнчи Североморск хулинче тинӗс флотӗнче службӑра пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Ҫут тӗнчере тинӗс тӗпӗнчи хӑйӑр пӗрчи пек ҫеҫ туйӑнакан пӗчӗкҫӗ чӑваш ялӗ ыранхи аслӑ ӗҫсем валли вӑй пухать.

Маленькая, словно песчинка на дне океана, чувашская деревенька готовится к большим грядущим событиям…

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кусем — Чӑлах Эрнюк, Яка Илле, Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, ҫивӗч куҫлӑ хула мещенӗ — «пулӑҫсем», тӑвӑл умӗн тинӗс херрине ҫывхарнӑ пек, урама чарӑнаҫҫӗ.

Это — Эрнюк, Илле Щеголь, Петр Велят и городской мешанин с воровскими глазами — остались за забором, словно рыбаки на рыбной ловле.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чи ҫывӑх хула — Шупашкар та уншӑн ҫичӗ тинӗс леш енчи юмахлӑ ҫӗр-шыв пек туйӑнса тӑрать.

Самый ближний город Чебоксары представляется ему сказочной землей за семью морями.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тата мӗншӗн вӗсем тинӗс ҫинче мар, вӑрманта ҫӳреҫҫӗ?

И почему они в лесу, а не пребывают там, где им надлежит быть, — на море?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Утмӑл тинӗс уттинче Ларать, сикет йӗс пукан.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней