Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ваҫҫукӑн савӑннипе куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн пит-куҫӗ уяври пек савӑнӑҫлӑ курӑнать, куҫлӑх кантӑкӗсем йӑлтӑртатса ҫеҫ пыраҫҫӗ, вӗсенче ёлкӑри ҫутӑсен тӗрлӗ тӗсне, ача ашшӗ-амӑшӗсен савӑнӑҫлӑ сӑнӗсене курма пулать.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тӗксӗм симӗсрех ёлка кӗмӗшкесемпе йӑлтӑртатса тӑчӗ.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Эпӗ куратӑп, — тесе кӑшкӑрса ятӑм, хӑйӑр ҫинче йӑлтӑртатса выртакан пӗр темӗнле япала патнелле чупса.— А я вижу, — воскликнул я, бросившись к какому-то предмету, блестевшему на песке.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн уҫӑлса кайнӑ ҫӑварӗ куҫлӑхӗ айӗнчен йӑлтӑртатса курӑнакан куҫӗсем, пуҫне ҫӳлелле те, аялалла та, ҫылтӑмалла та, сулахаялла та сулкаласа тӑни, унӑн мӗнпур ӳт-пӗвӗ — калама ҫук тӗлӗнсе кайнине кӑтартаҫҫӗ.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатса тӑракан кӑвак пӗлӗт вырӑнне кунта ҫумӑр пӗлӗчӗсем хушшинче пӗтӗм йывӑрӑшӗпе пусса тӑракан гранитлӑ ҫирӗп чул тӳпе курӑнать; ҫак ҫӗр айӗнчи хӑвӑл темӗн пекех пысӑк пулсан та, ҫапах та унӑн ӑшӗнче планетӑн пӗр-пӗр чи пӗчӗкҫӗ спутникӗ те ҫавӑрӑнса ҫӳремеллӗх вырӑн ҫук.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатса тӑрать.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Галерея айккисенче сийлӗ чулсем, известь тата авалхи хӗрлӗ хӑйра чулӗ электричество ҫутинче йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Витӗр курӑнакан кӗленче пӗрчисемпе ерешленнӗ тӗксӗм кварц кристалӗсем ҫӳлтен люстрӑсем пек илемлӗн ярӑмланса анаҫҫӗ, эпир ҫывхарнӑ вӑхӑтра вӗсем йӑлтӑртатса ҫуннӑ пек туйӑнать.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл утюгланӑ кивӗрех китель, лайӑх якатнӑ галифе тата йӑлтӑртатса тӑмалла тасатнӑ атӑ, урӑхла каласан, ялан тӑхӑнса ҫӳрекен пӗртен-пӗр тумне тӑхӑннӑскер, трибунӑпа юнашар тӑчӗ, нихҫанхинчен те кӗрнеклӗреххӗн, чаплӑраххӑн курӑнчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫул пӑрӑнса кайнӑ вырӑнсенче эпир сасартӑк ҫав кӗлетке патнелле ҫывхарсан ҫап-ҫара шыҫмак пуҫ йӑлтӑртатса тӑнине куратпӑр.И когда на поворотах дороги мы внезапно оказывались лицом к лицу с одним из этих призраков.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Стенасем ҫумӗнче хӑнасем тӑраҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсене хӗсе-хӗсе, хӗрелсе кайнӑ пичӗсене шӑла-шӑла, вӗсем ачасем утса пынине пӗр шарламасӑр сӑнаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫиҫӗм сӑннисем, йӑлтӑртатса, ҫӗре пыра-пыра тӑрӑнчӗҫ, аслати кӗрлерӗ, юхтарса ҫӑвакан ҫумӑр янӑраса та кӗрлесе иртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? — тесе ыйтрӗ пичче ӑшшӑн хӑйӗн хӗпӗртенӗ куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑнине пытарма тӑрӑшса.— Вы думаете? — спросил добродушно дядя, стараясь скрыть блеск своих глаз.
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗр енче инҫетре симӗс уй-хирсем курӑнаҫҫӗ, тепӗр енче — аслӑ тинӗс хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртать.По одну сторону, вдалеке, виднелись зеленеющие поля, по другую — сверкающее в лучах солнца море.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унтан пырсан-пырсан, тахӑш тӗлте — пӗлместӗп, — хумсем урлӑ маяк ҫути йӑлтӑртатса курӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Мундирсем ҫинчи ылтӑн ҫуллӑн йӑлтӑртатса тӑни тӗксӗмленчӗ, ҫемҫелчӗ, хаваслӑ ҫирӗплӗх, чӗрӗ вӑй вӗресе тӑни амӑшӗн чӗрине пырса тивсе вӑратрӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун куҫӗ умӗнче темле симӗс те кӗрен хӗрлӗ йӗрсем, пӑнчӑсем пӗрлешсе ярӑнса иртрӗҫ, ҫинҫе сарӑ ҫипсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ун таврашӗнче яланах арӑмӗн кӑмӑлсӑр сасси янӑраса тӑрать ӗнтӗ, ун симӗс куҫӗн ҫунтаракан ҫулӑмӗ йӑлтӑртатса тӑрать тата, арӑмӗ чӗрӗ чух ун чӗринче вӑхӑтсӑр пӗтнӗ ачасемшӗн тавӑрма чӗнекен тунсӑхӗ нихҫан та пӗтес ҫук.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн хытса ларнӑ, ниме те палӑртман сӑн-пичӗ тӗлӗнмелле лаптӑкланнӑ пек курӑнчӗ, куҫӗ ҫеҫ чӗррӗн те савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса тӑчӗ.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.