Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Степан Григорий патне пычӗ те, йӗнер йӑранинчен ярса тытса, таччӑнрах ӑйӑрӑн аякки ҫумне тӗренсе тӑчӗ.

Степан подошел к Григорию и, ухватившись за стремя, плотно прижался к потному боку жеребца.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑрлӑ ҫава ярса тытрӗ, ҫавине авринчен кӑларса илчӗ (хӑйӗн хусканӑвӗсем васкавлӑ мар, ҫирӗп шухӑшлӑ, шӑп та шай пулса пыраҫҫӗ), унтан, пуҫне каҫӑртрӗ те, пӗтӗм вӑйпа ҫунтарса тӑракан хаваслӑ хаюллӑхпа, хӑйне пырӗнчен ҫавапа чашлаттарчӗ.

Взяла в руки держак косы, сняла с него косу (движения ее были медлительно-уверенны, точны) и, запрокинув голову, с силой и опалившей ее радостной решимостью резнула острием по горлу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан Григорий еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

И сделал шаг в сторону Григория.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий панран ҫур минут малтан вӗҫтерсе ҫитрӗ, учӗ ҫинчен сиксе анчӗ, сунар ҫӗҫҫи тытнӑ аллине хыҫалалла сулса ярса, чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

Григорий подскакал на полминуты раньше пана, прыгнул с седла, упал на колени, относя за спину руку с охотничьим ножом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман хыҫран тыт лашуна, — хушрӗ генерал, перчетке тӑхӑннӑ аллипе йӗвен чӗлпӗрне ҫепӗҫҫӗн ярса тытса.

— За мной держи, — коротко приказал генерал, рукой в перчатке ласково разбирая поводья.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах Григорий ҫуна тупанӗнчен ярса тытрӗ, тилхепине пӑрахрӗ, ҫуна пуҫӗ патне ҫитес тесе, аллисемпе туртӑнса малалла шӑвӑнма тытӑнчӗ.

Григорий успел ухватиться левой рукой за полоз, бросил вожжи, задыхаясь, стал перехватываться руками, добираясь до барка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий вӗсене каялла ҫавӑрма тӑчӗ, анчах тилхепе татӑлса кайрӗ те, лашасем, тулхӑрса ярса, ишме пуҫларӗҫ.

Григорий хотел повернуть обратно, но лошади сорвались и, всхрапнув, поплыли.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевичӑн хӗрес палли хума ҫӗкленекен аллине чавса тӗлӗнчен ярса тытрӗ те, хӑлхи патнех пырса, шӑппӑн: — Батя, тух-ха самантлӑха… — терӗ.

Перехватил у локтя руку Мирона Григорьевича, поднимавшуюся в крестном знамении, шепнул в заволосатевшее ухо: — Батя, выдь на-час.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник, мундир ҫухавине вӗҫерсе ярса, хӗрарӑмӑнни пек шурӑ кӑкӑрне аллипе шӑлкаласа илчӗ.

Сотник, расстегнув воротник мундира, поглаживал женски белую грудь.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳҫ тӗпекне казаксем пек ӳстернӗ те ӑна сылтӑм еннелле тураса ярса ҫӳрет.

Носил чуб по-казачьи, зачесывая на правую сторону.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка укҫана, ҫӗре ӳкичченех ярса тытса, картузӗ ӑшне пытарнӑ.

Сашка ловил на лету, прятал за подкладку картуза.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, тилхепине пушӑрах ярса, хаваслӑн кулса илчӗ.

И радовался, ослаблял вожжи.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Илсе килӗр мана!.. — Наталья хӑвӑрт арча патне упаленсе ҫитрӗ те йӗрнипе чӗтренсе тӑракан пуҫне аллисемпе ярса тытрӗ.

Заберите меня!.. — Наталья быстро переползла к сундуку и на ладони кинула дрогнувшую в плаче голову.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тухса кайрӗ вӑл, — пыра капланса килнӗ тип куҫҫульне ҫӑтса ярса, ӗсӗклесе илчӗ Наталья, унтан, ҫӑмӑллӑн тайкаланса, ашшӗ умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

— Ушел он, — глотая сухмень рыдания, икнула Наталья и, мягко качнувшись, упала перед отцом на колени.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич кӗсрене тӗпе-ҫилхинчен ярса тытрӗ те унӑн усӑнчӑк пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Мирон Григорьевич сжал в кулаке челку, потянул вверх опущенную голову кобылицы.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аксинья, ҫунса кайнӑ тутисене ҫуласа илчӗ, варӗ ыратнипе куҫран вут-хӗм сирпӗничченех шӑлне ҫыртрӗ, варне ярса тытрӗ.

— Облизывая спекшиеся губы, жмурясь от боли до огненных брызг в глазах, Аксинья схватилась за живот.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сивӗ тытнӑ пек чӗтресе, пысӑк тутӑр ҫине арчаран юбкӑсем, кофтӑсем, пӗчӗкрех тутӑрсем ывӑтма тытӑнчӗ, кусене вӑл пӗтӗмпех качча тухнӑ чух илсе килнӗ, унтан, хашкама ерсе, куҫӗсене сапалантарса ярса, юлашки хут кухня тавра ҫаврӑнчӗ те, лампине сӳнтерсе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

В большой шалевый платок лихорадочно кидала из сундука юбки, кофточки, полушалки — девичье свое приданое, — задыхаясь, с растерянными глазами, в последний раз прошлась по кухне и, загасив огонь, выбежала на крыльцо.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья Машуткӑна аллинчен ярса тытрӗ те алӑк патнерех илсе пычӗ.

Аксинья, хватая Машуткины руки, теснила ее к двери.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.

Против чьего-то колодца, там, где скотина взмесила осеннюю грязь, неловко оступилась, скользнув ногой по обмерзшей кочке, и, почувствовав резнувшую боль в животе, схватилась за колья плетня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней