Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташӑн юратнӑ мӑшӑрӗ Ольга Сергеевна вӗрентекен, вӑл шкулта ачасене нимӗҫ, чӑваш чӗлхисене вӗрентнӗ.

Помоги переводом

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Амӑшӗ — Ульяна Сергеевна, Кӑшнаруйӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта чӑваш чӗлхипе литературине мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ертсе пынӑ.

Помоги переводом

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Шкултан вӗренсе тухсанах вӑл Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухрӗ.

Помоги переводом

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Анчах та Юрий Никитин яланах ман класра вӗренсе пынӑ тесе чӑваш чӗлхипе литературине ертсе пыракан Анастасия Константиновна хӑйӗн класне илсе кайрӗ.

Помоги переводом

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Чӑваш Енре «Сывлӑх сыхлавӗ» Наци проекчӗ туллин пурнӑҫланса пырать.

Помоги переводом

Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/

Эпир хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫласса шанатпӑр, — палӑртрӗ Чӑваш Ен культура министрӗ Светлана Каликова.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

— Ҫак ушкӑна тӗпе хурса чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшатӑп.

Помоги переводом

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Пурнӑҫ ӑна Чӑваш Енӗн ытти капӑр кӗтесӗсене те илсе ҫитернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Вӑхӑт иртсен, вырӑс ачисем сахалланса юлчӗҫ те 1983-1984 вӗренӳ ҫулӗнче ҫут ӗҫ министерстви ирӗк панипе чӑваш программи ҫине куҫрӑмӑр.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Чӑваш ачисен вырӑссен программипе вӗреннӗ пирки пӗлӗвӗ начартарахчӗ.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Чӑваш ачисен вырӑс программипе вӗренмеллеччӗ, вырӑсла таса калаҫма пӗлеймен ачасене йывӑр лекетчӗ.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Вӑл Чӑваш Республикипе пӗр тан утнӑ, ӑна аталантарас тесе мӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫленӗ.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Ун ертӳҫи Юрий Никитин каланӑ тӑрӑх, Чӑваш автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнӑ, Сӑрпа Хусан хӳтӗлев сооруженийӗсене тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май сирӗн аса илмелли нумай-и?

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Пултарулӑх ушкӑнӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ, такмак каласа юрланӑ, ташӑпа савӑнтарнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Раҫҫей тата Чӑваш Гимнӗсем янӑранӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑл атлетсем хӑйсен ӳсӗмӗнчи ушкӑнсенче йышлӑн старта тухнӑ.

Помоги переводом

Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/

Ҫав ҫулсенче хӑвӑрт утакансем пысӑк шайри ӑмӑртусенче Чӑваш Ен сумне чыслӑн хӳтӗленӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/

Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Мардарьева, ӑмӑртусен тӗп партнерӗ — «Пионер» пӗрлӗхӗн генеральнӑй директорӗ Николай Николаев, СССР спорт мастерӗсем, пӗтӗм тӗнчери Универсиада тата Тӗнче кубокӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александра Деверинская, олимп чемпионӗн Елена Николевӑн пӗрремӗш тренерӗ Николай Васильев, 1978 ҫулта Ҫӗнӗ Шелттем шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ СССР спорт мастерӗ Л. Алексеева, Вячеслав Красновӑн тӑванӗсем тата ытти хисеплӗ хӑнасем уҫнӑ.

Помоги переводом

Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/

Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шелттемре СССР спорт мастерӗн, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Вячеслав Красновӑн ятне асра тытса хӑвӑрт утассипе ӑмӑрту иртнӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/

Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен «Вӗренме кайма пулӑш» акци иртнӗ.

Помоги переводом

Вӗренме кайма пулӑшнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%b2e%d1 ... 88%d0%bda/

Куславкка район хаҫатӗнче, «Хыпар» хаҫатра тата чӑваш радиора ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней