Поиск
Шырав ĕçĕ:
59. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ху мӗн каланине хӑв ӑшӑнта виҫсе-шутласа пӑх: хӗнпе тупӑннине тупса илнӗ ҫын ытлашшиех тӗл пулаканнине тупса илнӗ ҫынран ытларах савӑнать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тимофее хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ чухне, ҫав вырӑнтан тӑхӑр стади пӑрӑнса кайсассӑн, вӗсем ҫине арабсем — пилӗк пин ҫынран, пилӗкҫӗр юланутҫӑран кая мар — тапӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнӑ иудейсем пӗр иккӗленмесӗр карап ҫине ларнӑ, Иоппи ҫыннисем вара шалалла ишсе кӗнӗ те вӗсене шыва путарнӑ, унта икҫӗр ҫынран кая мар пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вирлӗн тапӑнса, вӗсем ҫак вырӑнсене ярса илнӗ, хӳме ҫинче ҫапӑҫакансене пурне те тавӑрнӑ, тӗл пулакансене пурне те вӗлернӗ, ҫирӗм пин ҫынран кая мар тӗп тунӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Птоломей вара Никанора — Патрокл ывӑлне, хӑйӗн пӗр чи ҫывӑх тусне — суйласа илнӗ те тӗрлӗ халӑхран пуҫтарнӑ ҫирӗм пин ҫынран кая мар ҫарпа иудейсен пӗтӗм йӑхне тӗп тума янӑ; ӑна тата ҫар ӗҫӗнче ӑста ҫарпуҫне Горгие хушса панӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Чӗрӗ Ҫӳлхуҫа пире хаса парса ӑса кӗртмешкӗн пӗр вӑхӑтлӑха ҫилленнӗ пулсассӑн та, Вӑл Хӑйӗн чурисене каллех хӗрхенӗ; 34. эсӗ вара, пур ҫынран та чи ҫылӑхли те чи айӑпли, Унӑн чурисем ҫине алӑ ҫӗклеме пултаратӑп тесе суя ӗмӗтпе мӑнаҫланса кӑлӑхах ан хӑпартлан: 35. эсӗ Пурне те Тума Пултаракан, Пурне те Курса Тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлаймӑн.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23. Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кайрантарах Антиох вилнӗ тесе суя хыпар сарӑлсассӑн, Иасон, пин ҫынран кая мар пуҫтарса, кӗтмен ҫӗртен хула ҫине тапӑннӑ, вӗсем хӳме ҫине хӑпарсассӑн, юлашкинчен хулана ярса илсессӗн, Менелай кереме тарса пытаннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах лешӗсен ҫарӗ калама ҫук йышлӑн тӑнине курсассӑн, вӗсем питех те хӑраса ӳкнӗ, вара нумайӑшӗ ун тапӑрӗнчен пӑрахса тарнӑ, пӗр сакӑрҫӗр ҫынран ытла та юлман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавсен тӑванӗ е ҫунтаракан вилнисен шӑмми-шаккине ҫуртран йӑтса тухас тесе илӗ те ҫуртри ҫынран: «санӑн тата кам та пулин пур-и?» тесе ыйтӗ.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав сакӑрвунӑ ҫынран вуннӑшӗ Исмаила тархасланӑ: пире ан вӗлер, хирте пирӗн тулӑпа урпа, ҫупа пыл пытарнӑ кӗлетсем пур, тенӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн?Кто ты, что боишься человека, который умирает, и сына человеческого, который то же, что трава,
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара ҫавӑ кун ҫичӗ арӑм пӗр ҫынран ҫакланӗҫ те калӗҫ: «хамӑр ҫӑкӑрах ҫийӗпӗр, хамӑр тумах тӑхӑнса ҫӳрӗпӗр, пирӗн сан ятна ҫеҫ илесчӗ — намӑсран хӑтар пире» тейӗҫ.
Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӑха еткерлӗх ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе ҫитермешкӗн пушхирте ҫӳренӗ ултҫӗр пин ҫынран вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗлӗхне, йӑвашлӑхне кура Турӑ ӑна сӑваплӑх панӑ, мӗнпур ҫынран ӑна Хӑй валли суйласа илнӗ, 5. ӑна Хӑй сассине илтме тивӗҫлӗ тунӑ, ӑна сӗмлӗхе илсе кӗнӗ, 6. Иакова халала вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑй панӑ йӗркисене вӗрентмешкӗн Вӑл ӑна, куҫа-куҫӑн тӑратса, ӳкӗтсем, пурӑнӑҫ саккунӗ тата мӗн пӗлсе тӑмаллине панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Айвана, ӑсӗ ҫитмен ҫынна тата аскӑн шухӑшлӑ ватӑ ҫынна ӑс пама ан вӑтан — вара чӑннипе те ырӑ ҫын пулӑн, пур ҫынран та ырӑ ят илтӗн.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй айванлӑхне пытаракан ҫын ӑслӑлӑхне пытаракан ҫынран лайӑхрах.18. Лучше человек, скрывающий свою глупость, нежели человек, скрывающий свою мудрость.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чӗрӳ мӗнле канаш панине тимле: саншӑн унран шанчӑкли ҫук та; 18. этем чунӗ хӑш чухне сӑнамалли ҫӳллӗ вырӑнтан сӑнаса ларакан ҫичӗ ҫынран та ытларах пӗлтерет.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.