Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшласа пӑх-ха: тирпейлӗ пӳлӗм, айвӑпа панулми шӑрши кӗрет…
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тахҫанах хӑй ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ кивӗ йывӑҫ пӳртрен темле йывӑр шӑршӑ килет, кунсӑр пуҫне, темскер, кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ япала шӑрши, табак шӑрши пулас, сисӗнчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӳлӗме ҫак шанакан чечексен тутлӑ шӑрши сисӗнмеллех тулчӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Василь ҫак хура сухал патне ҫывӑхах пынӑ, унран вучах тӗтӗмӗн шӑрши персе тӑнӑ…Василь вплотную приблизился к черной, пропахшей дымом костра бороде.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хулан бульварлӑ тӗп урамӗсем тӑрӑх машина хуллен кӑна иртрӗ, лайӑх хытарнӑ скатсем ерипен сас пачӗҫ машинӑран искусственнӑй сӑранпа резина, тин сӑрланӑ сӑрӑсен шӑрши сисӗнмеллех сарӑлчӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унтан эрех шӑрши перет.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Господина пирӗн атель килӗшмест пулмалла, уншӑн парфюмери шӑрши килӗшӳллӗ мар.— Господину не нравится, видимо, в нашем отеле, ему мешает парфюмерия…
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витязь ҫулӗ ҫинче тем чухлӗ шӑршӑсем эфир ҫӑвӗн шӑрши те, нумай ҫул ӳсекен ӳсентӑран тымарӗсен шӑрши те, мӑк шӑрши те, ҫӗнӗ тӑпра (тин сирӗлсе курӑннӑ тӑпра) шӑрши те, ҫӗрнӗ ҫулҫӑсен шӑрши те: вӑрманти тӗрлӗ чӗрчунсен шӑрши те пур.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Витере лашасем кукалени илтӗнет, тикӗтленӗ ут таврашӗпе тислӗк, лаша тарӗн шӑрши сӑмсана кӗрет.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юханшыв хӗрринчи ҫӗр типсе ҫитмен-ха, сивӗ, ӑна шӑршласан, шыв айӗнчи ӳсентӑрансен шӑрши, пулӑ хупписен шӑрши, пӗлтӗрхи ҫӗрӗк ҫулҫӑсен шӑрши килет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ ҫурҫӗр енче мар, кӑнтӑрта, Николаев облаҫӗнче, тинӗс хӗрринче, пулӑҫӑн тӑвар шӑрши ҫапнӑ пӗчӗк пӳртӗнче ҫуралнӑ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку чӑтлӑхра яланах нӳрлӗ, сулхӑн; эрешмен карти, ҫӗрӗшнӗ тӑпра ҫине тӑкӑнса хуп-хура курӑнса выртакан панулми, хӑмла ҫырли, хӑшпӗр чухне вӑрман хӑнкӑли шӑрши кӗрет, ҫав хӑнкӑлана ҫырлапа пӗрле ӑнсӑртран ҫӑтса яратӑн та вара тепӗр ҫырлине хыпма васкатан.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Мускавра модӑпа ҫӗлетнӗ ҫӗне сюртукне тӑхӑннӑ, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.Он был в своем новом модном московском сюртуке, и от него пахло духами.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӗр ҫине тарӑхрӑм, апла пулин те, сӑрӗ кайнӑран тӗссӗрленнӗ кӗпер карлӑкӗ, пӗве ҫинелле ӳпӗннӗ хурӑнтан усӑнса аннӑ туратӑн шыври мӗлки, йывӑҫӑн ытти турачӗсемпе пӗрлешесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑскер, шурлӑх шӑрши, вӑрамтунана ҫамка ҫинче вӗлерни, хӗр тинкерӳллӗн пӑхса чаплӑн тӑни — ҫаксем кайран ман асӑма пачах кӗтмен ҫӗртен час-часах киле-киле тухрӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Табак шӑрши питӗ ырӑ, анчах ҫӑварта йӳҫӗ, тата сывлӑш пӳлӗнет.Запах табака был очень приятен, но во рту было горько и дыхание захватывало.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне валли модӑллӑ тумтир — олива ҫимӗҫӗ тӗслӗ фрак; модӑпа ҫӗлетнӗ штрипкӑллӑ шӑлавар тата хӑйне питӗ килӗшекен вӑрӑм бекеша ҫӗлетрӗ, хӑнана, уйрӑмах пӗр хӗрарӑм патне кайнӑ чухне час-часах унран духи шӑрши кӗрет, ҫав хӗрарӑм пирки вара Мими ассӑн сывламасӑр калаҫма пултараймасть, сӑнӗ тӑрӑх вӑл ак мӗнле сӑмахсем каласшӑннине тавҫӑрса илетӗн: «Мӗскӗн тӑлӑхсем! Инкеклӗ юрату! Юрать-ха вӑл ҫук» т. ыт. те.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗнӗ ҫынсем, подноспа канфет йӑтса, аттене тав тума пырсан, сенкер хӑюллӑ калпак тӑхӑннӑ Маша пире те кашнинех хулпуҫҫинчен чуптӑвать тата тав тӑвать, эпӗ ҫав вӑхӑтра унӑн ҫӳҫӗнчен роза помадин шӑрши сарӑлнине ҫеҫ туятӑп, пачах пӑлханмастӑп.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлӗме хӑраса ӳкнӗ сӑнлӑ Мимипе Гаша чупса кӗчӗҫ, вара темле спирт шӑрши сарӑлчӗ, кил-ҫуртра ӑҫта ҫитнӗ унта чупкалама, пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗве ҫине пустав е тусанпа йӳҫек шӑршине, пирӗн урапа ҫинчен тухаканскере, ир шӑрши ҫӗнтерсе илет, эпӗ чӗрере хӗпӗртеттерекен темле пӑшӑрхану пуррине туятӑп, мӗн те пулин тӑвас килет — ку вӑл чӑн-чӑн киленӳ палли.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.