Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшпа (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пула вӑл шухӑшпа хӑй тахҫанах пӑрахнӑ ӗҫе каймасть ӗнтӗ.

Не вернется же он ради нее к работе, от которой мысленно отрекся.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пысӑкрах обязательствӑсем йышӑнмалли пулнӑ пулсан, Аникей те шухӑшласа тӑман, кирек мӗнле шухӑшпа та килӗшнӗ; тавлашнӑ е хирӗҫ каланӑ пулсан, вара ӑна ячӗшӗн ҫеҫ, хӑйне тӑм пуҫ вырӑнне хуртарас мар тесе ҫеҫ тунӑ.

Если требовалось заявить о повышенных обязательствах, Аникей тоже не задумывался, соглашался с любыми доводами, а если спорил и возражал, то только ради проформы, чтобы не подумали, что он безмозглый какой чурбан.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫуркунне, шывсем чакнӑ хыҫҫӑн ҫарансенче, таса вырӑнсенче нумай ҫӗрте ҫӗнӗрен хунӑ хӑйӑр, пыльчӑк тӗмисем юлаҫҫӗ; ҫавӑн пекех ҫакӑнта та, аслӑ Ҫӗпӗр хирӗнче, ҫулла ҫӗнӗ ҫӗре куҫас шухӑшпа ҫӳренӗ ҫынсем хыҫҫӑн, пӗр вӑрман хыҫӗнче нумай ҫӗнӗ вилнӗ ҫын тӑприсем юлнӑ.

Как после весеннего разлива рек остаются на просыхающих лугах новые бугры песку и ила, нанесенные половодьем, так и здесь, на широком сибирском поле, после летнего движения переселенцев осталось за лесом много новых могил.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Халӗ хамӑра пӗр шухӑшпа кӑна лӑплантарасси юлнӑ: пире ҫапса пӑрахӗҫ-ха ӗнтӗ, анчах совет влаҫне шалчапа хӗнесе вӗлерейместӗн-ҫке!

Одна нам остается мысленная утеха, что хотя нас и уколотят, но ить Советскую власть колом не убьешь!

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав шухӑшпа кӗтнӗччӗ вӑл Степана.

С этим решением ждала Степана.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий ҫавӑнтах кӗреҫе аврине тӳрлетсе тытрӗ, хаваслӑ шухӑшпа ҫиҫсе ҫуталчӗ: «Лекмерӗ!»

И Листницкий, выравнивая в руке держак, почувствовал укол радости: «Мимо!»

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уйӑх каялла вӑрҫӑ пуласса ӗненмен казаксем халӗ тӑвӑнчӑк та хуйха-суйха яракан шухӑшпа пыраҫҫӗ: ӗнтӗ пулмастех юн тӑкмасӑр.

Если месяц назад верилось, что войны не будет, то теперь шли с покорным безотрадным сознанием: крови не избежать.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Усал шухӑшпа мар, сирӗн сиятельствӑ.

Без злого умысла, ваше сиятельство.

Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫак шухӑшпа вӑл колоннӑсен начальникӗ Райк генерал патне сиктерсе пынӑ:

Подскакал он к генералу Райку, начальнику обеих колонн.

«Фокшан патӗнче вӗлернӗ» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Ав епле шухӑшпа ҫитрӗн эсӗ кунта, — сухалне шӑлса, шухӑшлӑн каларӗ Рагулин.

— Так вот ты с какими намерениями приехал, — задумчиво проговорил Рагулин, комкая в кулаке бороду.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл нимӗн те курман-ха, илтнӗ анчах — инҫетре ҫынсем калаҫнӑ, юрӑсем юрланӑ, купӑс каланӑ — ҫак ирхи сехетре станица мӗн шухӑшпа пурӑннине вӑл ӑсӗпе тавҫӑрма ӗлкериччен чӗрипе туйса илчӗ.

Он еще ничего не видел, лишь слышал — вдали вели разговор люди, пели песни, играли на гармони — и в этот утренний час он прежде всего сердцем, а не умом почувствовал какими мыслями жила станица.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку шухӑшпа пӗрле чӗри патне пысӑк та ӑшӑ телей туйӑмӗ пычӗ.

С этой мыслью к сердцу пришло большое и теплое чувство счастья.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сирӗн шухӑшпа, атте, мӗн тумалла ман?

— Что, по-вашему, батя, нужно мне делать?

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫӗр ӗҫлеме пӗлекен ҫынсем те пур, ҫанталӑкӗ те уяр пулман, ман шухӑшпа, эпир хамӑр айӑплӑ.

— И добрые хлеборобы не перевелись, и не в засухе дело, а мне думается, что во всем мы виноваты сами.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав шухӑшпа Сергей Ирина патне васканӑ, унпалан кӑштах та пулин пӗрле калаҫса ирттерес — ҫак кунсенче мӗн шухӑшланине, туйнине каласа пама кӑна ӗлкӗресчӗ.

Сергей спешил к Ирине, хотел побыть с ней хоть немного — успеть бы рассказать о чем думал за поседние дни, что чувствовал.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир пурте Стефан Петрович Рагулин пек ӗҫленӗ пулсан, пирӗн колхозсем пурте Буденный ячӗпе тӑракан колхоз пек пулнӑ пулсан, тырпул тухӑҫлӑхӗ пурин те Рагулинӑнни пек пулнӑ пулсан, килте те, уйра та ӗҫ йӗрки буденновцӑсен пек пулнӑ пулсан, вара, ман шухӑшпа, Сталин юлташ, пирӗн ӗҫри ҫитӗнӳсене курса: «Маттур Кубань таврашӗнчи ҫӗр ӗҫлекенсем! Аван ӗҫлерӗҫ. Кӑҫал суйлавра эпӗ тури Кубань таврашнелле кӑятӑп» — тенӗ пулӗччӗ.

Если бы мы все работали как Стефан Петрович Рагулин, если бы все наши колхозы были как колхоз имени Буденного, если бы урожай был как у Рагулина, если бы и дома, и в поле рабочий распорядок был бы как у буденновцев, то, по-моему, товарищ Сталин, видя наши успехи в работе, сказал бы: «Молодцы Кубанские земледельцы! Хорошо поработали. На нынешних выборах я пойду к верховьям Кубани».

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кунта уйрӑмлӑх ҫук, ман шухӑшпа: вӑл та, ку та закона хирӗҫ.

— Тут различия, как я полагаю, нету: и то и другое против закона.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ усал шухӑшпа тулла ҫӗре чавса пытаракан пӗр-пӗр кулак мар-ҫке.

— Я ж не кулак какой-нибудь, который злостно хоронил пшеницу в землю.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗлетӗп-ха, усал шухӑшпа туман эп ӑна, — терӗ Нарыжный, куҫӗсене йӑл-ял вылятса.

— Да я и знаю, но я же без всякого умысла, — сказал Нарыжный, и чертики в его глазах насторожились, не зная, прятаться или пускаться в пляску.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шухӑшпа халь те ӗнтӗ пуҫӑм ҫурӑлать.

От этих думок у меня уже голова трещит.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней