Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх тӑван Чӑваш Енре 128 халӑх представителӗ пурӑнать, вӗсенчен чӑвашсем — 814,8 пин ҫын /67,7 процент/, вырӑссем — 323,3 пин /26,9/, тутарсем — 34,2 пин /2,8/, мордвасем — 13 пин ҫын /1,1 процент/.

Помоги переводом

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӑван ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисем патне ҫак кунсенче Раҫҫей МЧСӗн тата Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин /ВДПО\ сотрудникӗсем килнӗ.

В эти дни к будущим защитникам Родины пришли сотрудники МЧС России и ВДПО.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх — ҫитӗнӗвӗсен иксӗлми ҫӑлкуҫӗ — тӑван ҫӗре, унӑн ҫыннисене чунтан парӑнни тата несӗлсен юнӗпе куҫнӑ ӗҫченлӗх.

Как он отметил - неиссякаемые источники достижения - трудолюбие, переданное по крови рода и преданность родной земле, его народу.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев юбилярӑн тӑван республикӑна аталантармашкӑн хывнӑ тӳпин сумлӑхне палӑртса ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ май чӑваш ӳнерҫисем ӳкернӗ хӑйӗн портретне парнелерӗ.

Помоги переводом

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Тӑван республикӑра, хулара, ялта, ҫемьере атте-анне чӗлхипе калаҫма кам чарать пире?

"Кто мешает нам в родной республике, городе, селе, семье разговаривать на языке родителей?

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Тӑван республикӑра, хулара, ялта, ҫемьере атте-анне чӗлхипе калаҫма кам чарать пире?

"Кто нам мешает разговаривать на языке родителей в родной республике, городе, селе, семье?

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хӗрӗ Шупашкара качча тухнӑран унтах тӗпленнӗ, ывӑлӗ вара ялта ӗҫ тиевӗ пӗчӗкрех тесе тӑван тӑрӑхне килесшӗнех мар-мӗн.

Помоги переводом

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Яков Феофанович Трак енпе тачӑ ҫыхӑну тытать, тӑван килне час-часах килсе каять.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Вӗренекенсем Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ тата «Театр — ачасене» эрнене уҫнӑ май спектакль кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Н. В. Федоров Президент Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентеш-паттӑрсене сума суса Алманчра ҫӗкленӗ палӑк ҫывӑхне пухӑннӑ ял ҫыннисемпе калаҫма та вӑхӑт тупрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Помоги переводом

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Тӑван юна, пурнӑҫ кӑтартнӑ амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн айӑпламалли ҫирӗпрех саккун ҫук ҫав пирӗн.

Помоги переводом

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Тӑван ывӑлӗ кӑна ҫакна асӑрхаман.

Только родной сын этого не заметил.

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Районти футбол федерацийӗн обществӑлла ертӳҫине Андрей Лаврентьева, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Андрей Христофоров общественника, ӑмӑртусем йӗркелекен пуҫаруҫӑсене — Европа Кубокӗн кӗмӗл призерне Сергей Афанасьева, «Сельхозхими» пӗрлешӳн генеральнӑй директорне В. Г. Григорьева, пӗр тӑван Батраковсемпе Архиповсене тата ыттисене чун-чӗререн тав тӑвас килет.

От всего сердца хочется поблагодарить руководителя общественной футбольной федерации Андрея Лаврентьева, общественноика, жителя Исаково Андрея Христофорова, организаторов соревнований-серебряного призера кубка Европы Сергея Афанасьева, генерального директора о В. Г. Григорьева, братьев Батраковых и Архиповых и многих других.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Депутатсем, пӗр сӑмахпа каласан, тӑван районӑн ырӑ малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Е.Александрова, М.Шамбина, В.Потапова, В.Тарасова тата Галинӑпа Валерий Ванюркинсем «Тӑван патӗнче хӑнара», «Не ломай черемуху», «Пурнӑҫа пӗлесчӗ пурӑнма», «Мой дом Россия» тата ытти юрӑсемпе савӑнтарнӑ.

Помоги переводом

Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ҫавӑн пекех ҫиччӗмӗш классем те тӑван чӗлхене ҫӗнӗ кӗнекепе тишкерӗҫ.

А так же и седьмые классы родной язык будут изучать по новым учебникам.

Шкулсене кӗнекесем килнӗ // Л.КУЗНЕЦОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Шурӑ кӗпе ҫийӗн тӗрлӗ тӗслӗ саппун ҫакнӑ хӗрарӑмсемпе пикесем тӑван уй-хире илсе ҫитерчӗҫ тейӗн.

Помоги переводом

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Кунта - тӑван ен, район историйӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесем.

Помоги переводом

Этнопаркра - кӗнеке экспозицийӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Июлӗн 28-мӗшӗнче Элӗк салин этнопаркӗнче уҫӑ пӗлӗт айӗнче «Манӑн тӑван ҫӗршывӑм - Элӗк Ен» кӗнеке экспозицийӗ ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Этнопаркра - кӗнеке экспозицийӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней