Поиск
Шырав ĕçĕ:
Серёжа вара тутине чӑмӑртаса ҫыртрӗ те, тунсӑхлӑн та сиввӗн пӑхса, аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗ.Сережа сжал губы и отвел глаза, ставшие грустными и холодными.
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл пӗр тытӑнса тӑмасӑр тутине амӑшӗн сывлӑшӗпе тӗксӗмленнӗ кӗленче ҫумне перӗнтерет, анчах нимӗне юратнине те туймасть: вӑл сӑнӳкерчӗк ҫинче кӑна куракан ҫынна юратма пултараймасть.
Килти улшӑнусем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тулли тутине ҫырта-ҫырта, подполковник карттӑ ҫине пӑхать, унтан ятлаҫса илет те хӑйӗн пысӑк планшетне ҫиллессӗн хӑвӑрт хупса хурать: карттӑ ҫинче чӗкеҫ йӑви ҫук, ӑна карттӑна тунӑ хыҫҫӑн пӗр-пӗр лесник-романтик ҫавӑрнӑ ӗнтӗ.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Нимӗн иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ, ҫак чӗн тутине м-мана тӳсме пӳрне пек, вӑл хӑйӗн ӗнси ҫинче тутанса п-пӑхман пулӗччӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тутине ҫыртса, Микель тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӑван тутине ҫыртрӗ, бархатӑн тепӗр шерепине татса илчӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӑван ҫилленсе тутине ҫыртрӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Андрей Васильевич шутсӑр асӑрханса, халь-халь ванса-тӗпренсе каяс черченкӗ япалана сӗртӗннӗ евӗр хӗрӗн кӗтсе ӗшеннӗ тутине кӑлт сӗртӗнчӗ те — хӗр тути, токпа ӗҫертнӗн, тӑр-тӑр чӗтресе илчӗ, ывӑҫа ҫакланнӑ кайӑк чӗппилле, самантлӑха лӑш пулса тӑчӗ, унтан пыл илсе хӗпӗртенӗ пыл хурчӗлле, йӗкӗт тути ҫумӗнчен хӑвӑрт хӑпрӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юратмасть вӑл сана, сисеп эп, — хупӑ куҫ халлӗнех тутине вӗрин-вӗрин мӑкӑлтӑттарать хӗр.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Апла сан калавунти евӗрлех пултӑр-ха, — терӗ те Христина, каччӑ умне тӑрса, ӑна мӑйӗнчен ыталарӗ, сывлӑм сыпсан та ӑшшине, техӗмне ҫухатманла нӳрӗ тутипе Андрей тутине чунлӑнтасан ҫыпҫӑнчӗ, чылаиччен-чылайччен вара, йӗкӗтӗн те тути вӗҫне килнӗ таса сипетне тӑнласа, ҫапла халлӗн тӑчӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Туй аллине карта урлӑ тӑсса вӑкӑрӑн хура та сурчӑклӑ тутине асӑрханса тӗртсе пӑхать.Туй протягивает руку через загородку и осторожно касается черной слюнявой морды быка.
Бик! Бик! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Туй тутине чаплаттарса шӑмӑ кӑшларӗ тата ӗнер унӑн мӗнле ҫуннине, сехӗрленсе ӳкнӗ сысна ҫулӑм ӑшӗнче ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр чупнине, Маклай хӑйӗн туйине — табунӗ хулпуҫҫи ҫумне мӗнле тытнине, табу ӑшӗнчен ҫулӑм мӗнле сирпӗнсе тухнине, сысна, аҫа ҫапнӑ пекех, ҫӗре тӳннине каласа пачӗ.
Юлашки каҫ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Лялай тутине мӑкӑртнӑ, сӑмсине каҫӑртнӑ.
Туй чирӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Папуас тутине сарса кулчӗ.
Пӗрремӗш тус // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӗрача аран утать, кашни ярса пусмассерен тутине ҫыртса илет.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хӗрача пур пек вӑйӗпе тутине ҫыртса лартрӗ.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хӗрӗ ытла ҫилленсе ҫитнипе юн кӑларас пек тутине ҫыртрӗ, ашшӗ ун ҫине тӗлӗнсе те хытса пӑхрӗ.Он смотрел с изумлением на ее бешеное лицо с закушенными до крови губами.
XVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Кунта ав… — хӗрача тутине ҫыртса, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Алёнка, кӳренсе, тутине тӑсрӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Чакак малтанхи пекех тутине ейӗлтерсе лӑпкӑн пӑхса тӑрать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.