Поиск
Шырав ĕçĕ:
тапхӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑшӑн пӗрре те ӳпкелемелле мар, вӑл – чун килӗштерекеннипе ӗҫлемелли тапхӑр, мӗншӗн тесен пушӑ вӑхӑт темӗн чухлех, пурнӑҫа йӗркеленӗ, ачасем ӳссе тухса кайнӑ, юратнӑ киленӗҫпе аппалан та аппалан.
«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Хӗл кунӗсенче лапка-лапка юр ҫумассерен пирӗн картишсем кӗрт айне пулнӑ тапхӑр хыҫа юлчӗ ӗнтӗ.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Федерацин уйрӑмах сыхлакан «Сӑрҫум» заповедникӗнче сӗтпе тӑрантаракан чӗрчунсене тата чӑх евӗрлӗ вӗҫен кайӑксене шутламалли тапхӑр вӗҫленчӗ.
Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
тӑрса ӗҫлемелли тапхӑр таврӑнасса кӗтни вырӑнсӑрри тепӗр самантпа та ҫыхӑннӑ.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫуркуннепе кӗркунне уншӑн уйрӑмах яваплӑ тапхӑр.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине каларӗ-ха вӑл, анчах ҫак тапхӑр чунӗпе «эсерсемпе» туллин пӗрлешме ҫителӗклӗ пулайман-мӗн.
Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Вӑл е ку тапхӑр пирки тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар-ха.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№