Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтнӗ (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пӗрре, Аҫтӑрханта, пӑрахут ҫине хутмалли тиенӗ чух, Фома машинист Петровичӑн сассине илтнӗ:

Но однажды, в Астрахани, когда пароход грузился топливом, Фома услыхал голос Петровича, машиниста:

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фомана ҫак вырӑнта хӑрушӑ пула пуҫланӑ, вӑл чӗтӗре-чӗтӗре илнӗ; унӑн, тӗлӗрсе лараканскерӗн, ыйӑхӗ вӗҫнӗ, вӑл хреснашшӗн сассине илтнӗ, леш, сухалне чӗпӗткелесе: — Иш, епле чӑрсӑрланать, — тесе ҫӑмӑллӑн кулкаланӑ.

Фоме становилось боязно, и он вздрагивал; дрема отлетала от него, он слышал голос крестного, который, пощипывая бородку, с тонкой усмешкой говорил: — Ишь ведь как дерзит…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Игнат унӑн сӑмахӗсене илтнӗ, анчах ӑнланман.

Игнат слышал тихие слова, но не понимал их.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— …Вырӑнти ҫынсенчен кунта помещиксем ҫук тенине илтнӗ.

— … Но от других людей слыхал, что здесь помещиков нет.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Илтнӗ япалана вӑл ҫийӗнчех астуса юлать: радио тӑрӑх ҫӗнӗ юрӑ илтет те, каҫхине ӑна юрласа парать, тепӗр темиҫе кунтан вара ҫав юрра пӗтӗм полк юрлать…

— У него отличный слух: послушает по радио новую песню и к вечеру её исполняет, а через несколько дней её весь полк поёт…

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Унӑн хӑлхи лайӑх илтет, вӑл хӑй илтнӗ сасса та калама пултарать.

У него хороший слух, и он может произнести услышанный им звук.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Экзаменсем пуҫланас умӗн Кальков пире хамӑр унтан темиҫе хут илтнӗ сӑмахсенех каласа асӑрхаттарчӗ:

Перед испытаниями Кальков внушительно произнёс хорошо знакомое нам напутствие:

17. Сывӑ пул, аэроклуб! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ унпа пӗрре те калаҫса курман, ӑна сӑнран ҫеҫ палланӑ, анчах ун ҫинчен аван калаҫнисене нумай илтнӗ.

Я ещё ни разу с ним не разговаривал, знал его только в лицо, но слышал о нём много хорошего.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анне эпӗ кӑшкӑрнӑ сасса илтнӗ те, эпӗ вилмеллех аманнӑ пуль тесе, тӑнне ҫухатмаллах сехӗрленсе ӳкнӗ.

Мать услышала мой крик, решила, что я расшибся насмерть, и упала без сознания.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ку уншӑн кино вырӑнне ӗнтӗ, кинора вӑл ӗмӗрӗнче те пулса курман, анчах вӑл темӗскерле ҫынсем ҫинчен, вӗсен мӗлки пир ҫинче те пурӑнни ҫинчен илтнӗ.

Это заменяло ему кино, где он никогда в жизни не был, но он слышал рассказы о каких-то людях, тени которых живут на полотне.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӑл вӗрнине илтнӗ тарҫӑ ҫавӑнтах чупса пычӗ, конюхсем те ҫитрӗҫ.

На лай прибежал слуга, медленно подошли конюхи.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Мускаври хӑрушӑ ҫынсем ҫинчен нумай илтнӗ вӑл, нумай вуланӑ та, халь акӑ тинех хӑй мӗн тума пултарнине кӑтартать.

Про этих страшных людей из Москвы, которых боятся папа и мама, он уже много слышал и читал.

Ют ҫӗршыва пӑхӑнтаракан // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пирӗн колонна сӑрт тӳпинчен анса Делятино патне прорыв тума ҫывхарса пынӑ чух партизансем ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнипе хырӑм выҫҫи ҫинчен те манса кайрӗҫ.

Когда наша колонна спускалась с гор, шла на прорыв к Делятину, партизаны забывали об усталости и голоде.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Мускавран илтнӗ сӑмахсем-ҫке-ха вӗсем!

Ведь это же слова из Москвы!

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫур минутран вӗсем пӑшал пенине тата нимӗҫсем кӑшкӑрашнине илтнӗ.

Через полминуты они услышали выстрелы и крики немцев.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗттӗмре ачасем малтан ҫав пралук патне пырса ҫапӑннӑ, унтан нимӗҫ часовойӗ кӑшкӑрнӑ сасса илтнӗ:

Ребята в темноте сначала натолкнулись на эту проволоку, а затем услышали окрик немецкого часового:

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Кала-ха, Олег, тен, эсӗ илтнӗ пулӗ: нимӗҫсене пирӗн ҫӗр ҫинчен час хӑваласа яраҫҫӗ-ши?

— Скажи, Олег, ты, может быть, слышал: скоро ли прогонят фашистов с нашей земли?

Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ачасен ашшӗсем-большевиксем акӑ ҫакӑн пекех вӑрттӑнлӑхра пухусене пухӑнни ҫинчен вӗсем ӗлӗкрех кӗнекесем ҫинче вуланӑ, шкулта каласа панине илтнӗ.

Когда-то они читали и им рассказывали в школе, что их отцы-большевики вот так же собирались в подполье.

«Ҫамрӑк гварди» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Стрельникири мадьярсем Везенкара пӑшал сассисем хӑрӑплатнине илтнӗ те, пӳртсенчен чупса тухса, ялӑн хӗвелтухӑҫ енчи кӗтессинче вӗтеленсе ҫитсе пулеметсем вырӑнаҫтарса лартнӑ.

В Стрельниках мадьяры слышат вдруг, что в Вязенке стрельба поднялась, выскакивают из хат, бегут на восточную окраину, устанавливают пулемёты.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ахӑртнех, вӗсем партизансен парачӗ ҫинчен илтнӗ пулмалла та, ҫак вӑрман варринче ларакан ялта серепене лекме пулать тесе шутланӑ пулмалла.

Вероятно, слухи о партизанском параде дошли до мадьяр, и окружённое лесом село показалось им ловушкой.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней