Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурсӑмӑр пӗрле ярса илтӗмӗр пулсан — татӑкӑн-татӑкӑн вакласа тӑкатпӑр!

Миром-собором навалиться — на куски порвем!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ вара ман, нушаран тухас тесе, ӗҫ патне пӳрне ярса курман ҫынпа та пурӑнмалла пулать-и?

И чтобы мне жить равно с энтим, какой пальцем не ворохнул, чтоб выйтить из нужды?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑшӗ-пӗрисене ярса илетпӗр вара.

А кое до кого мы доберемся.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Совет влаҫӗ пирӗн округра тымар ярса ҫитерчӗ.

Советская власть укоренилась в нашем округе.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют ҫын ҫивӗч куҫӗсене кӑваккӑн йӑлтӑртаттарса хӑй ҫине пӑхнине Григорий ҫийӗнчех асӑрхарӗ, ҫавӑнтах, карт кӑна ҫаврӑнса, кобура тӑхине туртса вӗҫертекен алла ярса тытрӗ.

На одну секунду Григории увидел в упор от себя синее лезвие чужого взгляда и, ворохнувшись, поймал руку, рвавшую застежку кобуры.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тен, эсӗ хӑнасене темскер ярса панӑ…

Не подсыпала ли ты гостям порошка какого…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хыҫалалла пӑхса илчӗ те винтовкине ярса тытрӗ.

Он оглянулся, перекинул винтовку на руку:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑсаҫҫӗ те лаша ҫурӑмне — теприне ярса илеҫҫӗ.

Побьют спину коню — другого подцепют.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин, кӗрӗк пиншак тӳмисене вӗҫертсе ярса, хӑмӑр саспаллисемпе тӗрленсе пӗтнӗ ансӑр ҫӳхе хут телеграфист пӳрнисем айӗнче ҫӗлен пек авкаланса шунине краҫҫын лампи ҫутинче пӑхса тӑрать.

При свете керосиновой лампы Фомин, расстегнув полушубок, смотрел, как из-под пальцев телеграфиста бежит, змеясь, испятнанная коричневыми блестками тонкая бумажная стружка.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав каҫ вӑл, хулпуҫҫийӗ ҫинчи симӗс пакунӗ пекех тӗссӗрленсе кайнӑ кӗпи ҫухине вӗҫерсе ярса вӑрах хушӑ сӗтел хушшинче ҫурӑмне пӗкӗртсе ларчӗ.

Он долго сидел в этот вечер за столом, ссутулясь, расстегнув ворот выгоревшей на солнце рубахи с такими же выгоревшими защитными погонами.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сигара тӗпне пашлаттарса ӗмнӗ май, ыйхӑллӑ куҫне тӗтӗм лекнипе мӑчлаттарса, Степан кӗпи-йӗмне тӑхӑнчӗ Пантелей Прокофьевич алӑк патӗнчен шикленерех пӗр утӑм ярса пусрӗ те, Степан сӑнран ытла та улшӑннинчен тата ун ҫийӗнчи шӑвӑҫ тӳмеллӗ пурҫӑн путтешкесенчен тӗлӗнсе кайнӑскер, чарӑнса тӑчӗ, хура ал тупанне тӑсса пачӗ.

Степан одевался, пыхая окурком сигары, от дыма жмуря заспанный глаз, Пантелей Прокофьевич шагнул через порог не без робости и, пораженный изменившимся Степановым лицом и металлическими частями его шелковых подтяжек, остановился, лодочкой вытянул черную ладонь:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка, чӗлпӗрне ярса, аллисене ним калама аптранӑ пек сарса пӑрахрӗ.

Мишка бросил поводья, недоуменно развел руками.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсем выртса тӑракан пӳлӗмпе юнашартан ӑна, ремонт ҫине ярса (кун пирки Горчаков, мӑйӑхне ӗмкелесе, ҫамрӑкланнӑ, хырӑнса якалнӑ пӑрван пит-куҫне ӑшӑ кулӑпа йӑлкӑштарса каларӗ), кӗтесри пӳлӗме куҫарчӗҫ.

Из комнаты, смежной с их спальней, перевели его в угловую под предлогом ремонта, о котором Горчаков говорил, покусывая ус, храня на помолодевшем, выбритом лице улыбчивую серьезность.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урисене вӑрӑммӑн ярса пусса, симӗс шӑлаварӗн сӗркеленсе якалнӑ кивӗ сӑранне типпӗн кӑштӑртаттарса, Горчаков пӳрте кӗчӗ.

Широко шагая, сухо шурша вытертыми леями защитных бриджей, Горчаков вошел в дом.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Богаевскине пӗлтермесӗр мар ҫырӑва, ярса парас умӗн, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен пайӗнче пичетлесе илеҫҫӗ.

Не без ведома Богаевского письмо до отправления было перепечатано в иностранном отделе.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пит те кирлӗ стратегилле центра ярса илес, унтан тата, ӑна хӑйсен аллинче хӑварса, Урал казакӗсемпе пӗрлешес тесе, пӗрле Царицын ҫине походпа кайма сӗнет.

Он предложил взамен совместный поход на Царицын, для того чтобы, во-первых, овладеть крупнейшим стратегическим центром и, во-вторых, удержав его, соединиться с уральскими казаками.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка, тӑрӑлтатса чӗтресе, Солдатов патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Дрожа, шагнул Мишка к Солдатову.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ ӑна… ӑнсӑртран… пырӗнчен ярса илтӗм…

Я его за глотку… нечаянно, мол…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Солдатов сулахай аллипе Мишкӑна кӗпе ҫухинчен ярса илчӗ те, ӑна чӑмӑрӗпе ҫатӑрласа тытса, ҫӳлелле карӑнтарса туртрӗ, сылтӑм аллине вӗҫертме хӑтланчӗ.

Солдатов левой рукой схватился за ворот Мишкиной рубахи; стягивая его в кулаке, поднимая, пытался освободить правую руку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка унӑн аллине маларах ярса илме ӗлкӗрчӗ; алӑ сыппи тӗлӗнчен ҫатӑрах пӑчӑртаса, хӑйӗн сӑмахне ҫирӗп тытакан ҫын пек канаш пачӗ:

Мишка поймал его за руку на лету; сжимая в запястье, обещающе посоветовал:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней