Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тенкелсем ҫине, сӗтелсем ҫине пырса тӗкӗннӗ, е, акӑ тата, ачасене шыраса: — Ах, мошшельниксем… Ах, хурахсем… ӑҫта пытанчӗҫ-ха вӗсем? — тесе, хӑйне хӑй калаҫан пек туса, пӳлӗмри тӗрлӗрен улах кӗтессене кӗре-кӗре тухнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах унӑн пӗркеленнӗ пичӗ ҫинче хӑйне хирӗҫ ӑшшӑн йӑлкӑшакан куҫсене курсан, ача ҫавӑнтах карчӑкӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫине ӗненӳллӗн пуҫне чикнӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вулакан ку тӗлте хӑйне итлекен хӗрарӑмсем ҫине ҫӗнтерӳллӗн, ыйтуллӑн пӑхса илнӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫиессе калаҫмасӑр ҫинӗ, ӗшеннипе кӑна хутран-ситрен кам та пулин ассӑн хашлатса янӑ; ачасемшӗн хӑйне уйрӑм тирӗк лартнӑ, ыттисем пӗр тирӗкрен ҫинӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь ӗнтӗ Игнат — арӑмӗ хӑйне нихҫан та, нимӗн тӗлӗшпе те парӑнас ҫуккине, ҫавна пула вӗсен хушшинче йывӑр кӗрешӳ ҫыхланса каяссине лайӑх пӗлнӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Упӑшки хӑнана кайма чӗнсен — вӑл пынӑ, анчах хӑнара та, килти пекех, хӑйне хӑй лӑпкӑн тытнӑ; хӑйсем патне хӑнасем пырсан, вӑл вӗсене чыслӑн пӑхса ҫитернӗ, ӗҫтернӗ, анчах хӑнасен калаҫӑвӗ пирки хӑйӗн интересне палӑртман; ҫавӑн пекех, хӑнасем ҫине — ку ҫывӑхрах та, ку аяккарах тесе, чыс тӗлӗшпе тӗрлӗрен пӑхман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнпур килти япала хуҫипе пуянлӑхӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ, анчах казак хӗрӗ хаклӑ йышши мебельсем хушшинчен, кӗмӗлпе тулнӑ горкӑсем ҫуммипе тирӗссӗн, ҫав япаласем хӑйне пусарса лартасран хӑранӑ пек, шиклӗн утса ҫӳренӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Утти те ун темӗнле, хӑйне евӗр тӗлӗнтермӗш пулнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула, тармакланнӑ сӑн-питлӗ пысӑк этем, вараланса пӗтнӗскер, ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа янӑскер, урмӑшнӑ куҫӗсене чалтӑртаттарса, хӑйӑлтӑк сасӑпа мӗкӗрсе, хула тӑрӑх пӗр вертепран тепӗр вертепа ыткӑнса ҫӳренӗ, шутламасӑр укҫа салатнӑ, салхуллӑ юрӑсен кӗввипе макӑрнӑ, ташланӑ, кама та пулсан тытса хӗненӗ, анчах ниҫта та, нимӗнпе те хӑйне валли канӑҫ тупайман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑхсассӑн, вӑл хӑйӗн ҫинчи сӑнчӑра, хӑйне хӑй тӑлласа, хӑй ҫинче йӑтса ҫӳрекен касмӑка, урса кайсах татма хӑтланнӑн, анчах, темӗн чул тӑрӑшсан та, ниепле те татма пултарайманӑн туйӑннӑ.Казалось, он бешено рвет те цепи, которые сам на себя сковал и носит, рвет их и бессилен разорвать.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пек чух вара вӑл — хӑйне, темӗнле, ӗҫӗн хуҫи пек мар, унӑн айван тарҫи пек туя пуҫланӑ.Он как бы чувствовал, что он не хозяин своего дела, а низкий раб его.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗҫпе хавхаланнӑ тапхӑрсенче, вӑл ҫынсем ҫине хаяррӑн, ним хӗрхенӳсӗр пӑхнӑ, укҫана пула, вӑл хӑйне те канлӗх паман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах хӑй ҫийӗнчех сиксе тӑчӗ-те, хӑйне пӑхӑнтарма пултаракан витӗмлӗ сасӑпа ҫапла хушса хучӗ:
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӗр пӑлханмасӑр пирусне ӗмсе, вӑл хӑйне нимӗн те пулман пек тытма тӑрӑшрӗ.Беззаботно пуская колечки дыма, он делал вид, что с ним ровно ничего не случилось.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Бригада начальникӗ сиксе ӳксе йывӑҫ хыҫне пытанчӗ, хӑйне перекене хирӗҫ пӗр обоймӑри пульӑсене кӑларса ячӗ.Начальник бригады отскочил, спрятался за дерево и выпустил в ответ целую обойму.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫак шӑв-шавра бригада начальникӗ хӑйне чӑтӑмлӑ та тӑнӑҫ тытма пултарчӗ.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чжао Юй-линь ӑҫтан ҫавӑн чухлӗ хӑюлӑх ҫитерни, хӑйне, Хань Лао-люна, мӗнле тытса чарма пултарни уншӑн пачах та паллӑ пулмарӗ.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Е арестлерӗҫ-и мана? — хӑйне лӑпкӑ тытнӑ пек кӑтартас тесе пӗтӗм вӑйне пухрӗ пулин те, ҫухалса кайрӗ Хань Лао-лю.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Помещик хӑйне хӑй тытакан пулса ҫитрӗ те, хӑй вӑйне шаннӑ пекех малалла пуҫларӗ:Помещик уже овладел собой и с прежней самоуверенностью продолжал:
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл хӑйне хыҫран кам та пулин хӑвалӗ тесе мар, ҫынсем ӑна тытӑҫу умӗн хӑраса ӳкнӗ тесе каласран ҫапла турӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.