Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳхе хура пурҫӑнпа сӑрнӑ параппансене хытӑ шаккани илтӗнсе кайрӗ.Вдруг до толпы донесся тот приглушенный звук, который издают барабаны, обвитые траурным крепом.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Калаҫакан виҫӗ ҫынтан пӗри — ҫӳхе туталлӑ, ҫамрӑк, шурса кайнӑ сӑнлӑ.Один из этих трех собеседников был бледнолицый, молодой человек, с тонкими губами.
I. Виҫҫӗн // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ун ҫийӗнче те, пурин ҫинчи пекех, ахаль сӑран куртка, хресченсем тӑхӑнса ҫӳрекен шурӑ кокардӑллӑ ҫӑм шлепке, анчах ун алли шурӑ, ҫийӗнче ҫӳхе тиртен ҫӗлетнӗ кӗпе, куртки ҫийӗн хулпуҫҫи урлӑ шурӑ пурҫӑн шарӑх ҫакса янӑ, шарӑх ҫинче — ылтӑн тыткӑчлӑ шпага.
VI. Граждан вӑрҫин ӑнсӑртлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мана, Ваҫҫук, комсомола илеҫҫӗ, — терӗ вӑл, ҫавӑнтах вара ҫӳхе пиртен тунӑ хуплашкаллӑ хулӑн кӗнеке кӑтартрӗ.
22 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Юрӗ-ҫке! — тӳсеймесӗр каларӗ Ваҫҫук, унтан хӑйӗн сӗтелӗ патне кайрӗ те конвертран ҫӳхе кӑвак хут туртса кӑларчӗ.
22 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— «Ырларӗҫ, ырларӗҫ…» полярниксем сана саламласа хут янӑ, — тесе хучӗ асламӑшӗ сасартӑк, унтан Коля кровачӗ ҫине ларчӗ те ҫӳхе хутран тунӑ пакета уҫма тытӑнчӗ.
2 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӗриленсе кайнӑ ӳчӗ ҫумне ҫыпӑҫса тӑракан ҫӳхе платье тӑхӑнса янӑ Варвара поднос йӑтса тухрӗ.Варвара в легоньком платьице, прилипающем к разгоряченному телу, вышла с подносом в руке.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпӗ вара… мана вара, — унӑн яланах лӑпкӑ-хӑюллӑ та пӑртак кулакан, ҫӳхе те кӑштӑрка тутисем сасартӑк чӗтренсе илчӗҫ, — манӑн урӑх пурнӑҫ тӑвас пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак кварталти ытти уйрӑм ҫуртсенни пекех, «Маркитта» фасадне те йытпырши пек явӑнса ӳсекен ӳсентӑран ҫӳхе сийпе витсе тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тимӗрҫӗ пӳрнисене сӑран саппунӗпе шӑлса тасатрӗ те хӗҫе, халь-халь хуҫӑлса ӳкес пек ҫӳхе дыня чӗллине тытнӑ евӗр, асӑрхануллӑн хӑй аллине илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Амӑшне Людмила сассинче темле тӗлӗнмелле япала пур пек туйӑнчӗ те, вӑл ӑна питӗнчен пӑхрӗ, лешӗ ҫӳхе тути хӗррипе кулса тӑчӗ, куҫлӑх витӗр унӑн ҫутӑ хура куҫӗ йӑлтӑртатрӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Пӗлтеретӗп… — терӗ те пӗчӗк старик, ытти сӑмахсене ҫӳхе тути хӗррипе хӗссе кӑларса, ура ҫине тӑчӗ.— Объявляю… — сказал старичок и, раздавив тонкими губами следующие слова, встал.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Малтанхи сӑмахне вӑл уҫӑмлӑнах каларӗ, анчах кайранхисем унӑн ҫӳхе те кӑвак тути тӑрӑх сарӑлса кайнӑ пек пулчӗҫ.Первое слово он выговаривал ясно, а следующие как бы расползались у него по губам, тонким и серым.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Вӑл авланнӑскер-и? — ыйтрӗ те Татьяна, Петӗр сӑмахне пӳлсе, унӑн пӗчӗк ҫӑварӗн ҫӳхе тути хыттӑн пӑчӑртанчӗ.
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӗрме начальникӗн помощникӗ тарӑхса, ҫӳхе тутине чаплаттарса илчӗ те пукан ҫинчен сиксе тӑрса мӑкӑртатма тытӑнчӗ:Помощник начальника тюрьмы возмущенно чмокнул тонкими губами и, вскочив со стула, забормотал:
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн хваттерӗнче вӑрттӑн типографи тунӑ пулнӑ та, жандармсем кун ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, ухтарма пырсан, Софья, вӗсем пыриччен пӗр минут малтан кӑна горничнӑй пек тумланма ӗлкӗрнӗскер, хӑйӗн хӑнисене хапха умӗнче тӗл пулса, килтен тухса кайнӑ; вара хӗлле, шартлама сивӗре, ӑшӑ тумтирсӗр, пуҫне пӗр ҫӳхе тутӑр кӑна ҫыхса, аллине краҫҫын ямалли шуҫ савӑт тытса, хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне утса тухнӑ; тепрехинче вӑл ют хулана хӑй палланӑ ҫынсем патне кайнӑ та вӗсен хваттерне картлашка тӑрӑх хӑпарнӑ чух унта жандармсем ухтарнине сиснӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пуся, аллине тӑсса, кровать тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан пӗчӗк тӗкӗре илчӗ те, хӑйне, хӑйӗн чӗпӗтсе татса пӗтернӗ ансӑр куҫхаршисене, хура ҫӳҫ кӑтрашкисене, хура куҫтӗкӗсен айӗнчи ҫаврака куҫӗсене, ҫӳхе тутисене, вӗсен хыҫӗнче курӑнакан виҫкӗтеслӗ ҫивӗч шӑлӗсене пӑхма тытӑнчӗ.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Сивӗ ҫил шӑмӑ таранах пырса тиврӗ, питрен вӗрчӗ, ҫӳхе шинельсем айне кӗрсе кайрӗ.Холодный ветер забирался под тонкие шинели, пронимал до костей.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Хӑйсен ҫӳхе шинелӗсемпе вӗсем ҫав тери шӑнаҫҫӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Драницын, нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, хӗрӗн ансӑр хулпуҫҫисене ачашшӑн чӑмӑртать, ӑна куҫран пӑхать; пӗлет вӑл, питӗ лайӑх пӗлет: ҫак куҫсенче, ҫак ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫ пайӑркисенче, ҫӳхе тута хӗррисенче, сивӗпе кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк пӳрнесенче уншӑн чи хакли, чи ҫывӑххи, чи ачашши, чи тӑванни пӗтӗҫсе тӑрать; ҫаксене вӑл нихҫан та, никама та парас ҫук.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.