Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ял совечӗ умӗнче ҫавах та халӑх пур-ха, — алӑка шаклаттара-шаклаттара хӑшӗ кӗреҫҫӗ, хӑшӗ тухаҫҫӗ.Только у сельсовета еще виднелся народ, — входили и выходили, хлопая дверью.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл кунта, Мускавра, вӑрттӑн — Доброволецсен ҫарӗн представителӗ пулса пурӑнать, хӑй ҫавах та — доброволецсем чӑн та ӑнӑҫлӑ ҫӗнтерӳсем тӑвас пулсан, ӑна хӑйне пуринчен малтан ҫакса вӗлерессине те лайӑх пӗлнӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫавах та, снабжени организацийӗсем пӗр енчен вӑйсӑр, тепӗр енчен тата ӗҫсене юриех чӑрмантарса пынӑ пулин те, нумайӑшӗсемшӗн кадровӑй офицерсене ҫара калла йышӑнни тискер, ӑнланмалла мар япала пулнӑ пулин те, окопсенче тӑватӑ ҫул хушши ларса ирттернӗ ҫынсем вӑрҫӑран йӗрӗнсе ҫитнӗ пулин те, ҫийӗнчен тата ял пуҫӗпех хӑйӗн ӗҫӗ ӑшне — чухӑнсем кулаксене хирӗҫ кӗрешес ӗҫ ӑшне путнӑ пулин те, — ҫавах та Хӗрлӗ ҫар кӗлеткин малтанхи йӗрӗсем палӑра пуҫланӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫавах та ҫар пухса тӑвас ӗҫ пысӑк йывӑрлӑхсемпе пырать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем ҫавах та йышӑннӑ ку ҫула.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Тӗлӗнмелле ҫавах та сиртен, хӗрарӑм сословийӗнчен…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Марья, хӑйӗн ырханкка, анчах ҫавах та-ха чиперрӗн курӑнакан пит-куҫне айӑккалла, шӑнса ларнӑ кантӑк еннелле, пӑрса пӑхать; кантӑкӗ витӗр тултан хӗллехи тӗксӗм ҫутӑ кӗрет.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Акӑ сана дуля, терӗм эпӗ, — санӑн патшуна та ҫавах пултӑр.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Раксем нумай пулнӑран миххине аран йӑтса пыраҫҫӗ хӑйсем, ҫавах та Эмиль хаваслӑ, шӑхӑрса юрласа пырать.
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Апла пулсан ларах нӑйкӑшса, маншӑн пулсан ҫавах! — тарӑхса кайрӗ Эмиль.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ыттисем те тарӑхаҫҫӗ, ҫавах та чӑтаҫҫӗ.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
«ҫавах та манӑн утӑ чӑмлас килмест вӗт-ха», — шухӑшласа илчӗ Эмиль.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫавах та…
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Богарнэн вӑй ытларах пулнӑ, Дохтуров ӑнӑҫлӑрах позици йышӑннипе ҫавах тытӑнса тӑнӑ-ха.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Флангсене вӑл вӑйлӑ отрядсем тӑратнӑ, анчах сылтӑмри фланг ҫавах та хӑрушлӑхра юлнӑ, мӗншӗн тесен Дунай ҫинче Виддина крепоҫӗ патӗнче туроксен 400 карапӗ тӑнӑ, вӗсем часах шыв урлӑ каҫса вырӑс ҫарӗн тылне тухма пултарнӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫавах май ҫитнӗ таран чӑвашларах калӑплама тӑрӑшрӑмӑр.Но все же мы старались оформить как можно ближе к чувашскому.
Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html
Лукьяновски тӗрми хыҫҫӑн та — ҫавах.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ссылка хыҫҫӑн та ҫавах.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав вӑхӑтрах, вӑрҫӑри ӗҫ уйӑхран уйӑха начарланса пырать, ҫӗршывра выҫлӑх та ӳсет, ӗҫсӗрлӗх те ҫавах — ӑна та эсир хӑвӑр заводсем тӑрӑх пӗлетӗр — эрнерен эрне хаярланса пырать.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ҫавах та ответлерӗ:
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.