Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл урама тухнӑ чухне вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн пичӗ ҫинчен ҫумӑр тумламӗсене ал тупанӗпе шӑлса илнисӗр пуҫне, унӑн ҫӳхе кӑна сивӗ пальтин ҫухавине ҫӗкленнисӗр, унӑн хӑлхинчен татӑк-кӗсӗк сӑмахсем каланисӗр пуҫне — ҫаксем пурте: вӑрҫӑ та, тӗттӗмлӗх те, сивӗ те кӗҫех пӗтеҫҫӗ тесе пӑшӑлтатнисӗр пуҫне — урӑх нимӗн те тӑваймарӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ те, хӑй Ольӑна юратнине пӗлмесӗрех, Володя хуть те мӗн тума та, тем пама та хатӗр пулчӗ — Ольӑна сивӗ ан пултӑр, ҫумӑр тумламӗсем унӑн пичӗ ҫине ан ӳкчӗр кӑна, вӑл кулса илтӗрччӗ те, ӑна хӑрани ан асаплантартӑр ҫеҫ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫумӑр тумламӗсем Оля пичӗ ҫине ӳкрӗҫ те, Володя вӗсене хӑйӗн ал тупанӗпе шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Часах акӑ ҫумӑр ҫума пуҫлать пулӗ-ха.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫсерен вӗсем кинофильм курма пӗрле кайрӗҫ, унтан, ҫанталӑк лайӑх пулсан, пляжра уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, сивӗ пулсан тӗп корпусӑн гостинӑйӗнче ларчӗҫ е, ҫумӑр килсен, Завьялов пӳлӗмӗнче иккӗшех пулчӗҫ, — унӑн кӳрши вӑл вӑхӑтра кантӑклӑ верандӑна преферансла выляма тухса кайрӗ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Те ҫумӑр ҫунӑран, пылчӑклӑран никам та тухман, те урӑх сӑлтавпа…

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлене тепӗр кунне ҫумӑр витӗрех пытарчӗҫ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫумӑр ҫаплах чарӑнмарӗ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ну, халӗ аптрамасть-ха», — тесе мӗн те пулин тума тытӑнатӑн кӑна — каллех тепӗр касӑ ҫумӑр ӗрӗхтерсе те ҫитет.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те, вӑхӑт-вӑхӑтпа, систермесӗр тенӗ пекех, ҫумӑр чашкӑрса ҫитет.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр эрне чашлаттарса тӑчӗ кӗрхи сивӗ ҫумӑр.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку ҫумӑр каҫхине те чарӑнмарӗ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Кӑнтӑрла иртсен пуҫланнӑ ҫумӑр каҫчен чарӑнмасть» — теҫҫӗ ваттисем.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр кунне, кӑнтӑрла иртсен, чӑнахах та, ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫумӑр та ҫуса ямасть.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр-икӗ кун ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн ҫанталӑк уяртрӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшкин кӑмӑлӗ — ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех тӗксӗм.

Помоги переводом

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ылтӑн хӗвел шевли, ӑшӑ ҫумӑр сипечӗ, вӑркӑш ҫил хаваслӑхӗ пухӑнтӑр ҫав панулминче.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Нумай пулмасть пӗр-ик кун хушши ҫумӑр ҫунӑччӗ.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней