Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗмӗр мӑшкӑл-асапран Хӗнхур курса пурниччен, Ҫапӑҫам эп тӑшманпа Юлашки юн юлмиччен.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Мӑйӗнчи юн тымарӗ Мӑнтӑрланчӗ хуралса.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Хӑй хушнӑ тӑрӑх вӑл ялта ҫав кун юн юхассине пӗлсе (ҫитменнине тата вӑл кун шӑп кӑна юнкун пулнӑ!)
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халӑхпа халӑх ҫапӑҫсан — юн юхать.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Салтакӑн айӑкне тумтирӗ-мӗнӗ йӗкӗр ывӑҫ кӗмелӗх шӑтарнӑ та, унтан темӗнле пыршӑ татӑкӗ курӑнса тӑрать, юн сӑрхӑнать, шӑршӑ кӗрет.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Аллисем те, пичӗ-куҫӗ те чӗп-чӗрӗ юн хӑйӗн.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Прапорщикпа фельдфебель чупса ҫитнӗ ҫӗре Ваҫукпа тепӗр салтак, вӑл та чӑваш ҫамрӑкӗ, юр ҫинче выртнӑ, Григорьев сӑмсинчен юн кайнӑ пулнӑ; ыттисем, тӗркӗшӗве хутшӑннисем, нимӗн те курман-илтмен пек пулса тӳрленсе тӑма ӗлкӗрнӗ.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ытлари кун ҫуралсан валли — Утлаш, юн кун валли — Юнкур…Если родится во вторник, назовут Утлаш, родится в среду — Юнкур…
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унтан сасартӑк питне юн ҫапрӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Часрах сулахай кача пӳрнене ҫыртса юн кӑлармасан пӗр ҫул хушшинче вилет ҫын.Если не прикусишь до крови мизинец на левой руке, в этом же году непременно умрешь.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Акӑ кур, юн тухрӗ! — юнланнӑ кача пӳрнине Ваҫук сӑмси патне илсе пычӗ савӑннӑ Ульти.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ун пуҫне сасартӑк вӗри юн пырса ҫапрӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Юн тӑкӑнать.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пирӗн таса юн.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кантра мар, юн тымаррисем туртӑнаҫҫӗ.И веревки вовсе не веревки, а его натянутые до предела жилы.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗр ҫӗртен Янтул пуҫне пӑркӑч тӗвви шӑтарнӑ пулмалла, ҫӳҫӗ ҫийӗпе юн палкаса юхнине туять пек Янтул.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пичӗ ҫатӑртатса ыратнӑран юн пуль терӗ.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унӑн кӑкӑрӗнчен юн сӑрхӑнать…
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Сӑхманӗпе шур йӗмӗ унӑн нӳрӗ тусанпа вараланса пӗтнӗ, пит-куҫӗ чӗп-чӗрӗ юн…Одежда его вся вывожена в мокрой от крови пыли, лицо тоже залито кровью.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сулахай хӑлха лап хупланса ларать, хул тӑрӑх юн птӑртатса тумлать, юхать.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.