Поиск
Шырав ĕçĕ:
Носков пирки шухӑшсем пуҫран тухмарӗҫ, вӑл ӑмӑрланчӗ, хай чирленӗ пек туйрӗ, вара кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, рабочисем фабрика корпусӗнчен тухнӑ чух, вӑл, кантур чӳречи умӗнче тӑрса вӗсене сӑнарӗ, вӗсенчен хӑшӗ социалист пулнине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шухӑшсем антратнипе, вӗсене пула ывӑнса ҫитнипе, кӗҫӗн Артамонов никама та калас мар, кӗтес, тесе шутларӗ.Задёрганный думами, устав от них, Артамонов младший решил молчать и ждать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав сӗрӗмле шухӑшсем таҫта этем тулашӗнче пурӑнаҫҫӗ, вара, ҫав шухӑшсем ерсен, вӑл темле пӑлхануллӑ, ӑнланмалла мар пулса тӑрать.Эти угарные мысли живут где-то вне человека, и, заражаясь ими, он становится тревожно непонятным.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков ҫакна ӗненнӗ: этем — кӑткӑс мар, ӑна пуринчен те ытла кӑмӑла каяканни — ҫав кӑткӑс мар пулни, вӑл хӑй те, этем, нимӗнле пӑлхануллӑ шухӑшсем шухӑшласа кӑлармасть, хӑй ӑшӗнче йӑтса ҫӳремест.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав шухӑшсем вырӑнне, темле ҫаврашка тӑрӑх шуса, хӑй ярмаркӑра чарусӑр ӗҫсе ашкӑннӑ картинсем тухса тӑнӑ; урса кайнӑ пек ҫынсем, ӳсӗр, нихҫан та тӑранман куҫӗсене ҫӑткӑнла чарса пӑрахса унталла та кунталла ыткӑннӑ, укҫисене ҫунтарнӑ, нимӗн хӗрхенмесӗр, шӑмшакӗсем аскӑн шухӑшпа йӗркерен тухса кайнипе иртӗнсе ашкӑннӑ, хура вырӑнта куҫсене йӑмӑхтармалла шап-шуррӑн курӑнса, намӑса пӗлмесӗр ҫаппа-ҫарамас выртакан пысӑк хӗрарӑм патнелле туртӑннӑ…
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӗҫессе Артамонов нумай ӗҫнӗ, анчах ӳсӗрӗлме вӑраххӑн ӳсӗрӗлнӗ, вара пуҫран тухма пӗлмен, йӑлӑхтарса ҫитернӗ салху шухӑшсем ҫав тери час пӗтменшӗн, Таисьйӑн хаяр, тутлӑ эрехӗсем ӑшӗнче путманшӑн тарӑхнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Пӑх-ха эсӗ, Адам», — шухӑшларӗ Артамонов, кичемлӗхе сирсе ярса; ҫакӑн пек инҫетри ҫинчен шухӑшласси унӑн сайра пулнӑ, вӑл шухӑшсем унӑн тӗлӗнчен шӑшисем пек чупса иртсе кайнӑ; вӗсем сасартӑк пырса тухнӑшӑн вӑл яланах хӗпӗртенӗ, хӑйне ҫав шухӑшсем пӑлхатманшӑн вӑл вӗсене юратнӑ та.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Сана ҫав шухӑшсем ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эсӗ, Степа, ҫи, ан калаҫ, — канаш панӑ ӑна Ольга, анчах ку ӑна хирӗҫ ҫатӑркка сасӑпа: — Пултараймастӑп, кунта сиенлӗ путсӗр шухӑшсем сараҫҫӗ! — тенӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ярмаркӑра Алексей хӑйне мӗнле тыткаланине сӑнаса асӑрхани Петр пуҫӗнче питех те пӑлхануллӑ шухӑшсем ҫуратнӑ.Всё, что он подметил в Алексее на ярмарке, вызвало у него очень тревожные мысли.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах ку шухӑшсем ӑна эрехрен те вӑйлӑрах ӳсӗртрӗҫ, вӗсене эрехпе ҫеҫ сӳнтерме май пулнӑ.Но эти думы пьянили его сильнее вина, и только вином можно было погасить их.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр, ҫӳҫеннипе хутланкаласа, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, вара ҫумӑрӗ чӑнах та кирлӗ мар вӑхӑтра ҫӑвать тенипе килӗшрӗ, ӑна каллех кичем шухӑшсем, кӑвак пӗлӗт пек, хупӑрласа илчӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах та вӑл монастырь гостиницинчи хытӑ койка ҫине выртсан, ӑна каллех манах, дворник ҫинчен кӑмӑла хуҫакан шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ҫакӑн пек шухӑшсем пӗтӗмпех — кичемлӗхрен, ӗҫсӗр аптранинчен килеҫҫӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Пур шухӑшсем те — хӑрушӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Халӗ ҫав тери кӑткӑс шухӑшсем ҫуралчӗҫ, вӗсене кӗнекепе витсе хураймӑн.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чуна ыраттаракан шухӑшсем витӗр, тӗтӗм йӗрӗ пек, тата темле урӑх, ют шухӑшсем тухса пычӗҫ, вӗсене ҫумӑр шывӗ пӑшӑлтатса каланӑ пек пулчӗ, вӗсем Петра хӑйне тӳрре кӑларма кансӗрлерӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лӑпкӑн юхакан шыв пӗтӗм тарӑхӑва ирттерсе ячӗ; кӑвакрах ӑшӑ шӑплӑхра тӗлӗнтерекен пуклак шухӑшсем ҫуралчӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ашшӗн сӑмахӗсене шута илмесӗр, ывӑлӗ хӑйӗн мӗншӗн фабрикант е мӗнле те пулин урӑх ӗҫ хуҫи пулас килменни ҫинчен ӑнлантарма тытӑнчӗ; вӑл нумай, пӗр вунӑ минута яхӑн каларӗ, вӑхӑчӗ вӑхӑчӗпе ашшӗ унӑн сӑмахӗсенче темле тӗрӗс япала, хӑйӗн пӑтравлӑ шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан шухӑшсем пуррине те туйрӗ, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл ывӑлӗ ӑссӑр, ачалла калаҫнине уҫҫӑнах курчӗ.