Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хаваслӑ (тĕпĕ: хаваслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӑлан» ҫинче капитан — Гирам, — тӗлӗнмеллерех, чӗмсӗр ҫын; «Курӑм» командирӗ Лудрей — апоплекси евӗрлӗ хаваслӑ ӗҫкӗҫ.

На «Олене» был капитаном Гирам, человек странный и молчаливый; «Обзором» командовал Лудрей, веселый пьяница апоплексического сложения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Анчах вӗсем сасартӑк каллех сапаланчӗҫ, мӗншӗн тесен куҫӗ умне ҫав тери хаваслӑ, ӗлккен ир ҫуталса тухса тӑчӗ; ҫак самантра ахаль йывӑҫ-курӑк сад пахчилле курӑнать, эпир вара аванах мар пӗр-пӗр ӗҫшӗн каҫарнӑ ачасем пек туйӑнатпӑр.

Но мысли вдруг разбежались, потому что занялось и блеснуло перед ней такое жизнерадостное, великолепное утро, когда зелень кажется садом, а мы в нем детьми, прощенными за какую-то гадость.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сире манпа хаваслӑ пуласса пачах та ан шанӑр.

Со мной едва ли вам будет весело.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Ахалех, пӗр япала туса кӑтартмалла, питӗ хаваслӑ япала.

— Так, нужно выкинуть одну штуку, очень веселую.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Акӑ мӗншӗн эпир хаваслӑ мар.

И от этого нам невесело.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

— Эй, эсӗ, хаваслӑ юрӑ ӑсти! — тесе кӑшкӑрчӗ кайӑка шӑллӗ.

— Эй ты, веселый запевало! — закричал малиновке мальчик.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Аян сывласа илчӗ те — бухтӑна каллех хаваслӑ, чӑтӑмсӑр кӑшкӑру янӑратрӗ:

Аян набрал воздуха, и снова веселый, нетерпеливый крик огласил бухту:

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Алӑк каррине сирсен Аян умне пысӑк лапам-тӳрем евӗр зал тухса тӑчӗ; инҫетре татах алӑксем курӑнаҫҫӗ; пысӑк чӳречесенчен ҫутӑ пушӑлӑха витӗрех ҫапса хӗвелӗн хаваслӑ ҫумӑрӗ пӗрӗхет.

Раздвинув портьеру, он увидел залу, показавшуюся ему целой площадью; в глубине ее виднелись еще двери; веселый солнечный ливень струился из больших окон, пронизывая светлую пустоту.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпӗ суккӑр анчӑк ҫурилле сӗнкӗлтетсе пыратӑп — хаваслӑ та ӳсӗрскер, йӗп-йӗпе те пакӑлтискер.

Я брел, как слепой щенок, веселый, пьяный, мокрый и говорливый.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ҫавӑнпа, халӗ темле те, ун чухне ҫамрӑксем каҫпа самаях йышлӑ пухӑнатчӗҫ, вӗсен хаваслӑ шавӗ аякран ах илтӗнсе тӑратчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӑлӑх-турат пулса юлма май килнӗ пулсан, мӗн тери хаваслӑ пулнӑ пулӑттӑмӑр эпир!

— Как мы были бы рады, если бы нам удалось остаться сиротами!

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Ҫанталӑк япӑхланчӗ пулин те, апатлансан, лашасене ҫитерсе шӑварсан, вӗсене хаваслӑ чун кӗчӗ тейӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вут хутса пӗтерсе кӑмакаран кукӑль-пӳремеч кӑларнӑ тӗле тултан хаваслӑ шӑв-шав самаях илтӗне пуҫланӑччӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тем тесен те, пысӑк уяв-ҫке, этемшӗн кӑна мар, выльӑхшӑн та хаваслӑ самант.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулсем пурте хупӑннине, вӑл пенӗ сасса кам та пулин илтнине ӑнлансан Тарт ӑшне усал та хаваслӑ сӳрӗклӗх, чӑрсӑрлӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ кӗрсе вырнаҫнине туйрӗ.

Сознавая, что все пути отрезаны, что выстрел кем-нибудь да услышан, Тарт чувствовал злобное, веселое равнодушие и огромную силу дерзости.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Чӑнах та хаваслӑ, мӗншӗн тесен паян питӗ лайӑх кун.

Верно, мне весело, но это оттого, что день так хорош.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эпӗ хаваслӑ.

Мне весело.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ку вара пирӗн хаваслӑ ӗҫӗн чи аслӑ хуҫи — Фриц, параппанҫӑ.

А вот и главный хозяин нашего веселого ремесла — Фриц, барабанщик.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫара урине ӑшӑ тусан кӑтӑклать, сывлама уҫӑ, хаваслӑ.

Теплая пыль щекотала босые ноги; дышалось ясно и весело.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫирӗп шӑплӑхра поварсем жрецсем пек куҫса ҫӳреҫҫӗ: хуралса кӑвакарнӑ стенапа юнашар вӗсен шурӑ калпакӗсем кухньӑри ӗҫе чаплӑ сӗм кӗртеҫҫӗ; хаваслӑ, мӑнтӑр хӗрарӑмсем шыв пичкисем патӗнче фарфорпа та кӗмӗлпе шакӑртаттарса савӑт-сапа ҫӑваҫҫӗ; йывӑр пирки пӗкӗрӗлсе арҫын ачасем пулӑпа устрица, ракпа улма-ҫырла тултарнӑ карҫинккасем йӑта-йӑта кӗреҫҫӗ.

В суровом молчании, как жрецы, двигались повара; их белые колпаки на фоне почерневших стен придавали работе характер торжественного служения; веселые, толстые судомойки у бочек с водой мыли посуду, звеня фарфором и серебром; мальчики, сгибаясь под тяжестью, вносили корзины, полные рыб, устриц, раков и фруктов.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней