Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутар иккӗленчӗклӗн турткаланма пуҫланине туйсан, тата ҫирӗпрех сасӑпа: — Эпӗ кӗтме юратмастӑп, вӑр-вартарах пул! — терӗ те Петӗр, кӗсйине хыпашлам пек турӗ — мӑйӑхлӑ тутар ҫавӑнтах трантас ҫине улӑхса ларчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Телейлӗ йӗкӗт тӗлне пулах, хӗрӗм, — тав турӗ те хӗре мӑнтӑркка хӗрарӑм ун арки ҫинчех харлаттарма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ сана комсомола кӗртесрен хӑрать пулӗ-ха вӑл, — кулса илем пек турӗ Хрестук.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫав каҫ хӑйӗн хуҫалӑхне тискер пушартан ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсене пӗтӗм чӗререн тав турӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анюк, ҫакна курсан, килне васканӑ пек турӗ, Петӗр ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне: «Ҫӗрле эпӗ пӗчченех пулатӑп», — тесе хӑварчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ҫине ҫирӗп задани хумалла турӗ.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрӗс турӗ Ленин.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрӗпе тенӗ пекех ҫывӑрмарӗ вӑл: темле хаҫатсем, темле кӗнекесем вулакаласа ларчӗ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑранташпа туртса та паллӑ турӗ — Советра калаҫма хатӗрленчӗ.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мария Федотовна ура ҫине тӑчӗ, пуҫ турине илсе, ҫӳҫне хӗстеререх лартрӗ те кулам пекки турӗ.

Помоги переводом

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, ун аллинчи ҫыхха илсе, алӑк патнелле пӗр утӑм турӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан кӗпине йытӑ ҫурнине ас турӗ те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вут пек тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑш-пӗрисем чей те ӗҫтересшӗн пулчӗҫ, анчах Хрестук лармарӗ, тав турӗ те тепӗр кил еннелле васкарӗ.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача ик-виҫӗ утӑм малалла ярса пусрӗ, така та ҫаплах турӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑйӗ ҫумне хӗссе, асар-писер мӑйракаллӑ ҫамкине малалла турӗ, ҫирӗп урисем ҫине хытӑ тӗревленсе, пӗрре хӗрлӗ, тепре ҫутӑ курӑнакан куҫӗсене хуҫи ҫине тӗллерӗ — Микуль те, ыттисем те тапах чарӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла мар, кӳрӗр-ха хама, — терӗ те Сахар йӑпӑр-япӑр вӗрене илчӗ, васкасах йӑлӑ турӗ, сулахай алли ҫинче хӑвӑрт пуҫтарса, сылтӑммипе тепӗр вӗҫӗнчен ярса тытрӗ.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем ыйтнӑран кӑна кӗрсе калаҫас терӗм, — текелесе, Энтрей лавккаран тухса кайма тӑвам пек турӗ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей ывӑлӗпе тек калаҫса тӑмарӗ, никӗс ҫумӗнчи тӑпрана пӗр кӗреҫе чавса илчӗ те вите еннелле утса кайрӗ, ывӑлӗ те ҫаплах турӗ.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килнӗ чухнех чун сӳ-ӳ те сӳ-ӳ турӗ манӑн.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшан ҫырантан темиҫе утӑмра шӑмпӑрр! турӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чанк! турӗ кӑкӑр тӗлӗнче ҫӗҫӗ, ҫавӑнтах алӑран вӗҫерӗнсе айккинелле сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней